Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вуласа чӑрманмарӗ ӑна Андрей Васильевич, вуламасӑрах тӗппипех ӑнланчӗ — ку ҫыру вӑл — хӗр чӗринче чӗрӗлнӗ чи пирвайхи ҫеҫпӗл, таса чунӑн чи малтанхи кӗрлевлӗ чанӗ.Андрей Васильевич не стал читать... и так ясно, о чем могла написать девушка.
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
— Ку ман чунӑн ӗҫӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Вӗсене тӗплӗнрех «курма» ытла та нумай вӑй хумалла, вӗсем ытла шупка, ҫавна пулах чуна тӑвӑлтарса ыраттараҫҫӗ, хӑйӗн туйӑмӗсене анлӑлатма тӑрӑшни харама кайнӑ пирки сывӑ мар чунӑн асапне пушшех те ӳстереҫҫӗ.
VII // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Студент ҫамрӑк чунӑн хӑйне уйрӑм хавхаланӑвӗпе — паллӑ мар пуласлӑх патнелле нимӗн шухӑшласа тӑмасӑрах ыткӑнаканскерпе ҫӗкленсе, хӗрӳллӗн калаҫрӗ.
VI // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Ҫак пӳлӗмре кунтан-кун сӑнанӑ ӗнтӗ вӑл хӑй юратнӑ ача, хӑй чунӑн ывӑлӗ мӗнле ӳснине, мӗнле ҫитӗнсе пынине, ӑс-тӑн енчен аталаннине.
ХI. Курма пӳрни пекех хӑрушӑ // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Пӗчӗк ачан айӑпсӑрлӑхӗ унӑн йӑхӗн усал ӗҫӗсене те мантарать; пӗчӗк чунӑн вӑйсӑрлӑхне пула вӑл мӗнле йӑхран тухнине те аса илместӗн.
III. Ача пӑхса ӳстерекен // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
«Ӑҫтан кӑна ҫавӑн пек чӗрӗллӗх, — шухӑшларӗ ирӗксӗрех Воропаев, — ӑҫтан тухать чунӑн ҫавӑн пек нихҫан пӗтес ҫук ачалӑхӗ, ҫӗнетнӗ япалана, халлӗхе вӑл йывӑр пулсан, ытла ҫӑмӑлах мар пулин те, чунтан юратасси?
Пӗрремӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
— Эпир хамӑр валли кӑмӑла тултаракан пурнӑҫ тупрӑмӑр, эпир чунӑн мӗнпур вӑйӗпе пурӑнатпӑр — мӗн кирлӗ ӗнтӗ унтан ытла?
IV // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Ман чунӑн тӑшманӗ…
1 // Николай Степанов. Никитин, Николай Николаевич. Ҫурҫӗр шурӑмпуҫӗ: роман; вырӑсларан Н.Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 484 с.
Унӑн куҫӗсене пӑхсанах, акӑ мӗн асӑрхатӑн: ҫак кӑмӑллӑ та тӗттӗм чунӑн вӗҫӗмсӗр тӗпӗнчен темӗнле ҫутӑ ҫиеле тухасшӑн…
III // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Эй, ҫепӗҫ туйӑмсем, ачаш сассем, хускалнӑ чунӑн лӑпкӑлӑхӗпе ырӑ кӑмӑллӑхӗ, юратӑвӑн час иртсе каякан малтанхи савӑнӑҫӗ, — ӑҫта эсир, ӑҫта эсир?
VII // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Эпӗ ӑна юратмастӑп, анчах эпӗ уншӑн хам чунӑн пӗр пайне вӗлернӗ.
XXII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ромашовшӑн мӗскер-тӗр пач пӗлменни, паллӑ марри пурччӗ каллех ҫак тинкерӳре — лӑпкаса ҫупӑрлакан темле ачашлӑх та, ҫивӗч тимлӗх те, кайӑксӑрлӑх та, унтан та шаларахра вара, сенкер куҫ шӑрҫисен асамлӑ тарӑнлӑхӗнче, мӗскер-тӗр чунӑн чи-чи вӑрттӑн чӗлхипе калаҫакан, ӑнланма, тавҫӑрса илме ҫукла тӗлӗнтермӗш йӑпшӑнса пытарӑннӑччӗ… —
XIII // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Ҫав май-меллӗх сасартӑк ӑна чунӑн темле пысӑк-пысӑк уявӗ пекех курӑнса кайрӗ.Эта возможность вдруг представилась ему каким-то огромным праздником души.
VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.
Телейсӗр чунӑн тертлӗ нуши ҫинчен кала-кала кӑтартнӑ хыҫҫӑн хӗрарӑмсем пурте тенӗ пек куҫҫуль тӑкаҫҫӗ; Юрдан ҫемйине пӗлсех кайман арҫынсем те нумайӑшӗ куҫҫуль тӑкаҫҫӗ.
XX. Кандов тата ытларах тӗлӗнет // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Сӑмахсемпе сасӑра, куҫсенче те алӑ хусканӑвӗсенче, уҫса хунӑ кӗнекери саспаллисем пекех, тап-тасан вуланӑ вӑл чунӑн чи-чи тарӑн вӑрттӑнлӑхӗсене.
III сыпӑк // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 85–143 с.
Кашни чӗр чунӑн хӑйӗн кӑмӑлӗ – хӑшӗ лӑпкӑрах, хӑшӗ шухӑрах.
«Кунта чунпа канатпӑр…» // ВЕРА ШУМИЛОВА. «Тӑван Ен», 49-50№, 2016.07.01-07
22. Аттемӗрсене Моисей ҫапла каланӑ: «мана кӑларнӑ пек, Ҫӳлхуҫа Туррӑр сире хӑвӑр тӑванӑрсем хушшинченех Пророк кӑларса парӗ; Вӑл сире мӗн калать, пӗтӗмпех ҫавӑн пек тӑвӑр; 23. Ҫав Пророка итлемесен, кирек хӑш чунӑн та халӑх хушшинчен пӗтмелле пулӗ» тенӗ.
Ап ӗҫс 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
53. Улттӑмӗш кунхине вара Эсӗ ҫӗре выльӑх-чӗрлӗх, тискер кайӑксем, ҫӗлен-калта тума хушнӑ; 54. вӗсем хыҫҫӑн вара Эсӗ Адама пултарнӑ, ӑна Ху пултарнӑ мӗнпур чӗрӗ чунӑн хуҫи пулма лартнӑ, эпир ӗнтӗ пурсӑмӑр та — Ху суйласа илнӗ халӑх — унран пуҫланса кайнӑ.
3 Езд 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Ҫакӑн пек шиклӗх пӗтӗм чӗрӗ чунӑн — этемрен пуҫласа выльӑх таранах — пулать, анчах ҫылӑхлӑ ҫыннӑн вӑл ҫичӗ хут ытларах.8. Хотя это бывает со всякою плотью, от человека до скота, но у грешников в семь крат более сего.
Сир 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.