Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чуна (тĕпĕ: чун) more information about the word form can be found here.
Темиҫе хут та вуланӑран Марье ӑна, чуна тивекен сӑвва пӑхмасӑр каланӑ пек, пӗр сӑмах сиктермесӗр аса илет.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Чуна хӑй патнелле туртать вӑл, илӗртет, иртнине аса илтерет.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мӗн кирлӗ пулнӑ-ха икӗ савнӑ чуна ҫавӑн чух?

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Тупӑпа ҫурӑлса пӗтнисем те нумай теҫҫӗ вӗт-ха, — макӑрса ярас пек сассипе чуна ыраттарма пуҫларӗ хунямӑшӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Мӗн хушнине тума хатӗр… чуна ҫеҫ хӑварӑр! — килӗшрӗ Михха.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чуна хӑварсамӑр…

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ун вӗри чӗри пӗр кун, пӗр сехет те пулин юратакан тус-йышӗсем хушшинче, хӑйӗн телей ҫук пулсан та, вӗсен телейне курнипе савӑнма, чуна пӑшӑрхантаракан, салхуллантаракан сӑлтавсене самантлӑха та пулин манма хӗтӗртрӗҫ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗмӗлсем чуна савакан илемлӗ сасӑ кӑлараҫҫӗ…

Help to translate

XXIV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн асаилӗвӗнче ҫамрӑк хӗрарӑм чуна илӗртекен хавас кӑмӑллӑскерччӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Арӑслансем ирӗке тухни чуна кӑларатчӗ!

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах пулас савӑнӑҫлӑха чуна хӑратакан йывӑр туйӑм бетон плита пек ӳксе самантрах лапчӑтса та хучӗ.

Help to translate

Калаҫма ӗмӗт ҫухатмастпӑр-ха // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 149–150 с.

Ҫанӑри ҫӑкӑр татӑкӗ чуна пӗҫерте пуҫларӗ.

Help to translate

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Юмахри асамлӑ илпеклӗ тавралӑх куҫа илӗртет кунта, чуна тыткӑнлать…

Help to translate

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Чиркӳ алӑкӗ тӑрук уҫӑлсан е чуна пырса тивекен саспа хупӑнсан ҫурта ҫулӑмӗ, ниҫта кайса кӗреймесӗр, ҫуртаран хӑпса ҫӳлелле лӗпӗш евӗр вӗҫсе каяс пек туртӑнать.

Help to translate

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Чиркӳ ӑшӗн типтерлӗхӗ, турӑшсем ҫинчи сӑнланнӑ таса ҫынсен куҫӗсен вичкӗнлӗхӗ чуна сисчӗвлентерет…

Help to translate

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Шалти вӑй силлет кӑна хама, чуна пӑралакан сасӑ ан чӗтретӗр ҫеҫ тесе шутлатӑп.

Help to translate

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Лора кӑмӑлсӑрлӑхӗ ман чуна тивсе илчӗ, хам тем ытлашши калаҫнине туйтарчӗ.

Help to translate

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Тӗрӗ тӗрлес енӗпе ӑсталӑха хӑйсене вӗрентме ыйтни вара чуна ҫунатлантарчӗ.

Help to translate

Ял хӑвачӗ — туслӑхпа ӗҫченлӗхре // Вероника ИВАНОВА. http://kanashen.ru/2023/12/15/%d1%8f%d0% ... %80%d0%b5/

Этеме-ҫынна кун-ҫул, ӑна малалла аталанма, тӗрлӗ чӗр чуна та кайӑк-кӗшӗке, хурт-кӑпшанкӑна, шыври пулӑсене пурӑнма-аталанма кирлӗ услови туса панӑ ҫут ҫанталӑка юратать Виталий.

Help to translate

II // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Ҫак вӑхӑтра таҫтан килсе тухакан лӑпкӑ ҫил чуна уҫать.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed