Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чиркӳрен (тĕпĕ: чиркӳ) more information about the word form can be found here.
Ӗлӗкхи чиркӳрен тунӑ пысӑк клуба хӗллехи кун хутса ӑшӑтасси ҫӑмӑл мар.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫтаппансем чиркӳрен таврӑннӑ ҫӗре Анук пахча варринчи беседкӑра ӗҫме-ҫиме хатӗрлесе хума ӗлкӗрнӗ те.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хам чиркӳрен вӑшт кӑна тухса тартӑм.

Help to translate

Татьян аппа ватӑлмасть // Георгий Янгай. «Капкӑн», 1970. — 6–7№ — 19 с.

Чиркӳрен инҫех мар сад пек япала пур.

Help to translate

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Чиркӳрен турӑшсем йӑтса тухса уй-хир тавра кайрӑмӑр.

Help to translate

Ҫу, ҫумӑр! // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

— Кирук килте ҫук-ха вӑл, чиркӳрен таврӑнман, — терӗ Матви.

Help to translate

XIII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Анчах хӑҫанччен эсӗ ҫак тӗттӗм чиркӳрен ирӗке, пӗтӗм халӑх патне тухаймасӑр пӑчланса пурӑнӑн?»

Help to translate

V // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Пазухин, ҫакна йӑлтах тишкӗрӳллӗ куҫпа сӑнаса тӑраканскер, тек тӳсеймерӗ, чиркӳрен тухрӗ те кӗсйинчи мӗн пур вак пӑхӑрне ыйткалакансене валеҫсе пачӗ.

Help to translate

I // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Юрлакансем, клирос ҫинчен васкавлӑн анса, чиркӳрен тухса кайрӗҫ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтанпа ӗнтӗ эпӗ чиркӳрен таврӑнса апат пӗҫерме ӗлкӗртӗм.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Татьяна чиркӳрен таврӑннӑ чухне васканипе асӑрхаймарӗ.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуппа Лукарье чиркӳрен тухни чиркӳ картишӗнчи этемсен калаҫӑвӗсене татрӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ытти этемсемпе пӗрлех чиркӳрен тухма тытӑннӑ Лукарье Касмухха чӗннипе чарӑнса тӑчӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара вӑл та чиркӳрен тухрӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Чиркӳ алӑкне уҫсан, чиркӳрен пӑчӑхнӑ сывлӑш тапса тухрӗ те Лукарьене сапӑнтарса ӳсӗрттерчӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Якку атте чиркӳрен таврӑнса хӑй килне питӗрӗнсе ларчӗ те Ехрем ывӑлӗ Уҫӑп килессе кӗтме пуҫларӗ.

Help to translate

Якку атте шӑпи // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Ҫак пӑтӑрмах пулса иртнӗ вӑхӑтра Уҫӑппа унӑн юлташӗсем чиркӳрен шӑппӑн тухса шӑвӑнчӗҫ.

Help to translate

Чиркӳре // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Эсир нумайӑшӗ пӗлетӗр ӗнтӗ, СССР халӑх Комиссарӗсен Совечӗ 1918 ҫулхи февралӗн иккӗмӗшӗнче чиркӳсене государствӑран тата шкулсене чиркӳрен уйӑрасси ҫинчен декрет кӑларнӑ, ӑна Владимир Ильич Ленин алӑ пусса ҫирӗплетнӗ.

Help to translate

Пуху // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.

Хурчка чӑх чӗппине ярса илнӗ пек, пуп мана ӗнсерен ҫавӑрса тытрӗ, алӑк патнелле танкӑлтаттарчӗ, чиркӳрен илсе тухса, хурал пӳртне тӗртсе ҫитерчӗ.

Help to translate

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Митя ятлаҫа-ятлаҫа чиркӳрен тухса кайрӗ.

Help to translate

Типӗ мунча // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed