Шырав
Шырав ĕçĕ:
чиккийӗ (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Ҫак полоса, оккупациленӗ Украинӑпа Совет Российӗн пӗтӗм чиккийӗ тӑрӑх чӑсӑлса выртнӑскер, нимӗҫ командованин шучӗпе, оккупаци тӑвакан ҫарти салтаксене большевикла шухӑшсем ерессинчен сыхламалла пулнӑ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
— Акӑ, кӗскен каласан, нимӗҫсем ҫавӑрса илнӗ ҫӗрӗн чиккийӗ: Дон ҫинчи Ростов, Харьков, калӑпӑр пӗтӗм Украина… кунталла, Польша патнелле, унтан Белорусси, Литва, Латви, вара Эстонипе пӗтет.
Пӗрремӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
14. Иаир, Манассия ывӑлӗ, пӗтӗм Аргов ҫӗрне Гесурпа Мааха ҫӗрӗсен чиккине ҫитичченех илчӗ, Васана вӑл хӑйӗн ячӗпе «Иаир ялӗсем» теме пуҫларӗ, вӗсем халӗ те ҫавах; 15. Махира эпӗ Галаад ҫӗрне патӑм; 16. Рувим йӑхӗпе Гад йӑхне вара Галаадран пуҫласа Арнон юхӑм шывӗ таран, юхӑм шывпа Аммон ывӑлӗсен ҫӗр чиккийӗ пулакан Иавок ҫырми хушшинче выртакан ҫӗре, 17. ҫавӑн пекех тӳремлӗхпе Иордан шывне, чикӗ пулса тӑраканскере, Киннерефран пуҫласа тӳремлӗхри тинӗс — Тӑварлӑ тинӗс — хӗррине ҫитиччен, Фасга тӑвӗ патӗнчи тухӑҫ енчи ҫӗре, патӑм.
Аст 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1