Шырав
Шырав ĕçĕ:
Ҫуртсем умӗнчи пахчасенче каҫа хирӗҫ маттиолӑсем, каҫхине ҫеҫ шӑршӑ кӑларакан чечексем, рабочи ҫынсен чечекӗсем сарӑлнӑ.
1 // Леонид Агаков. Горбатов Б.Л. Парӑнманнисем (Тарас килйышӗ): повесть; Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1944. — 159 с.
Кӗтмен ҫӗртенех палуба ҫине, юр ҫунӑ пекех, ырӑ шӑршӑллӑ шурӑ ландыш чечекӗсем ӳкме тытӑнчӗҫ: ҫав чечексене челюскинецсене кӗтсе илекен самолётсем ҫинчен питӗ тӗл пӑрахрӗҫ.
Совет Союзӗн Геройӗ ятне памалла тунӑ хыҫҫӑн // Куҫма Чулкаҫ. Водопьянов М.В. Поляр лётчикӗ: калавсем; Куҫма Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 248 с.
Ун умӗнче хӗрлӗ юхӑм евӗрлӗ ковёр сарӑлса выртать, чулсем ҫинче роза чечекӗсем юн тумламӗсем пек сапаланса выртаҫҫӗ.
VIII // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Ӑна ҫавӑнтах ачасен савӑнса кӗрлекен ушкӑнӗ хупӑрласа илчӗ; вӗсем ӑна тусем ҫинчен татса килнӗ ирис, хӗрлӗ мӑкӑнь тата шурӑ нарцисс чечекӗсем тӑсса параҫҫӗ.
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Каярахпа Джемма, ҫӳллӗ ӳссе кайнӑ камелипе олеандр чечекӗсем патне ларас тесе, никама систермесӗр хӑна пӳлӗмӗнчен тухса кайрӗ.
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Вырӑн тӗлӗнче унӑн сӑнӗ ҫакӑнса тӑрать, сӗтел ҫинче Китай вази ларать, ваза ҫинче вӑл юратнӑ фиалка чечекӗсем пур.
V // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Роза чечекӗсем сентябрьти пӗлӗтлӗ тӳпе айӗнче ыйха кайса, пуҫӗсене уснӑ; ҫыран хӗрринчи ҫулсем ҫумне хумсем хуллен ҫапӑна-ҫапӑна саланаҫҫӗ.
II // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
Бук тӗмӗсем хушшинче шултра мӑкӑнь чечекӗсем хӗрелсе лараҫҫӗ.
I // Гаврил Молостовкин. Войнич, Э. Пӑван: роман / вырӑсларан Г.Молостовкин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 284 с.
«Азербайджан» теплоходӑн палуби ҫинче, чӗрӗ пиртен тунӑ тентсен айӗнче, хӗвелҫаврӑнӑшсен ҫав тери пысӑк чечекӗсем пекех, никельрен тунӑ авӑрӗсем ҫинче авӑнса аннӑ майлӑ сарӑ абажурсем ҫуталса тӑраҫҫӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Вазӑри георгин чечекӗсем тӗслӗ тӗксӗм те хура эрех тултарнӑ черкки те унӑн ҫаплипех ларать.
Улттӑмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Симӗс икерчӗ евӗрлӗ ҫулҫӑсем хушшинче кӳкӗрчен чечекӗсем шуррӑн курӑнаҫҫӗ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
— Пӑх-ха, шыв тӗпӗнчен ӳссе тухнӑ алмаз чечекӗсем пекех! — терӗ Алексей, пӑр ҫинчи тӗрӗсем йӑлтӑртатнине пӑхса тӑракан Беридзе енне ҫаврӑнса.
Икӗ йӗлтӗрҫӗ // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Курӑк ӑшӗнче кашни пусӑмрах шултра шӑнкӑрма курӑкӗ пек, кӗр чечекӗсем — сарӑ, кӗрен, тӗксӗм-кӑвак чечексем — йӑлтӑртатса лараҫҫӗ.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Сарӑ-хӗрле пучахсем хушшинче унта-кунта утмӑл туратӑн кӑвак чечекӗсем мӗкӗлтетсе лараҫҫӗ.В желто-коричневой волнующейся массе колосьев, пестреют розовые и белые васильки.
Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Никифор Ваҫанкка, Алексей Этмен, Илле Тукташ. Алексеев, М. А. Большевиксем: роман / вырӑсларан Н. Ваҫанкка, А. Этмен, И. Тукташ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгиз, 1936. — 242 с.
Ака пӑх: ак ҫакӑ зверобой чечек, уйра ҫитӗнет, чечекӗсем сарӑ.Вот гляди: вот зверобой-цветок, в поле растет, желтенькие цветочки такие.
Пурте пӗриншӗн // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Хӗрлӗ кӑшман ҫулҫисем пурҫӑн пек, хӗвел ҫинче хӗрлӗн-симӗссӗн йӑлтӑртатаҫҫӗ, пӑрҫа чечекӗсем, канма ларнӑ пӗчӗк шурӑ лӗпӗшсем пек, курӑнаҫҫӗ.
Ту ҫинче // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Хӗвел ҫутинче герань чечекӗсем икӗ кӑвайт ҫути пек, ялкӑшса курӑнма пуҫларӗҫ.
Власьевна // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Урамри хӗрачасен аллисенче шурӑ ҫеҫпӗл чечекӗсем курӑнма пуҫларӗҫ.
Леночка мӗншӗн ҫивӗтне пӗтӗрнӗ // Тани Юн. Карнаухова И. В. Туслӑ ачасем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 256 с.
Вӗсен чечекӗсем тӗрлӗ пулаҫҫӗ: хӑшӗ пушӑ пулать, хӑшӗ тӗвӗлӗ пулать.Цветки у них бывают разные: одни бывают пустоцветами, другие — пестичными.
Ҫил вӗрни мӗне кирлӗ? // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Ҫамрӑк турачӗсем пӗрӗнсе кӗнӗ, чечекӗсем шанса кайнӑ.
Йӑмра // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.