Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чарчӗ (тĕпĕ: чар) more information about the word form can be found here.
Стройкӑна кӗрсе ҫӳрекен вырӑнта Иринӑна аслӑ ҫулсенчи ҫӳллӗ мар арҫын, юттисене кунта кӗме юраманни ҫинчен асӑрхаттарса, тытса чарчӗ.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Раман сасартӑк машинӑна чарчӗ те сылтӑм енчи алӑка яриех уҫса ячӗ.

Help to translate

«Жигули» туянаймарӗ // Матвей Сакмаров. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 34–35 с.

Юлташӗ ӑҫталла кукӑртнине туйрӗ Раман, ҫавӑнпа ӑна чарчӗ:

Help to translate

56 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Кӑштах канса илес тесе Дубов пӑчка чарчӗ.

Help to translate

53 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Шӑпӑрт, Люба, шӑпрах, — кӗпе ҫаннинчен туртса чарчӗ ӑна Тамара, — сцена ҫине пӑх.

Help to translate

39 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Вӑхӑтра аса илтертӗн, — ҫаннинчен тытса чарчӗ ӑна Хӗветӗр, — Хурашыврах вите сутакан пур.

Help to translate

36 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Эс апла ан калаҫ-ха, Хӗлимун, — чарчӗ ӑна Арсентьев.

Help to translate

34 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ҫтаппан хӗрсе кайнӑ арӑмне аран аллинчен тытса чарчӗ.

Help to translate

30 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Бригадир пӑчка тапратса пӑхрӗ те чарчӗ, мастер куҫӗнчен вӑрттӑн пӑхса илчӗ, вара унпа юнашар пырса вырнаҫрӗ.

Help to translate

27 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Эс ан кай-ха? — чарчӗ Машка ура ҫине тӑнӑ Стаппана.

Help to translate

26 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман хыҫала тӑрса юлнӑччӗ, ӑна Сятров тытса чарчӗ, хыпаланса калаҫма тытӑнчӗ.

Help to translate

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Тпру! — чарчӗ юланутҫӑ ҫӳрен кӗсрене.

Help to translate

16 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Ҫитӗ-ха сире, — чарчӗ вӗсене Арсентьев.

Help to translate

14 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Паллаштарас пуль апла, — куллине аран-аран чарчӗ директор, — Тарин теҫҫӗ ӑна, Илья Ильич, рабочком председателӗ, вӑрӑ мар, тӳрӗ чунлӑ ҫынах.

Help to translate

11 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Тӗттӗмленеспе моторист электростанцие чарчӗ.

Help to translate

1 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хапха умӗнче Ермолай лава чарчӗ, виткӗҫне ҫапла каласа кӑштах уҫрӗ:

Help to translate

Асӑну // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Ачана илмелле мар! — чарчӗ милиционер.

Help to translate

Хӗрарӑм пӑлхавӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Килелле каясшӑнччӗ, бригадир Матрюне Карпова, пуртӑпа чутласа тунӑ пек сарлака пит шӑммиллӗ хӗрарӑм, чарчӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл васкаварлӑ сиксе тӑчӗ, кайма хатӗрленчӗ, анчах тантӑшӗ чарчӗ:

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Ыратать вӗт, — чарчӗ ӑна салтак арӑмӗ.

Help to translate

Кӗтме пӗлекенсем… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed