Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

чарас (тĕпĕ: чар) more information about the word form can be found here.
«Утсем ытла та тулхӑрни Ҫул ҫӳрене хӑварӗ сусӑр; Тытса чарас пулать», — хӑравсӑр Ют сын, хӑрушлӑха курса, Варт! хирӗҫ ыткӑнчӗ; тӑрлавсӑр Утсем чӗвенчӗҫ чарӑнса.

Help to translate

X // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Правлени апат нормине ӳстерсе парпть, анчах ӗҫ кунта сӗлӗ норминче ҫеҫ мар, Лашасене канлӗх парас пулать, кирлӗ-кирлӗ мар ӗҫшӗн лаша кӳлме чарас пулать.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Юлашкинчен калаҫса татӑлчӗҫ, чарас мар терӗҫ.

Help to translate

17. Вӑрманти хӑнасем // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пирӗн ял ҫумӗнче те поезда мӗншӗн чарас мар-ха текен шухӑш пуҫра тӗвӗленчӗ.

Help to translate

Хула ҫум поезчӗсем халӗ Калиновка ялӗнче те чарӑнаҫҫӗ // Людмила Шурекова. http://kanashen.ru/2022/09/09/%d1%85%d1% ... %87%d0%b5/

Сарри тутарсенчен хӑраса, иккӗленсе тӑчӗ, каймарӗ унта, анчах хӑйӗн ҫыннисене тытса чарас шухӑш унӑн пуҫра та пулман.

Help to translate

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӗлхен ун шӑмми ҫук, ӑна кӑшт чарас пулать.

Help to translate

5. Васильев-Новгородра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Кӑваркуҫ хӑйӗн кӗпине ҫурса, аманнӑ кӑкӑрне юн чарас тесе ҫыхрӗ.

Help to translate

Вӑрманти тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

— Сылтӑм ӳпкене Волков юри сывламалла мар турӗ, юнлӑ сурма чарас тесе, кӑкӑра сывлӑш ячӗ, — терӗ Топриков.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Ҫавна юхтарма чарас пулать.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

— Кала, Тукай мӑрса хӑҫан килет? — терӗ Ятламас ӑна тытса чарас пек малалла темиҫе утӑм туса.

Help to translate

20. Кӗске пушӑ хытӑ ҫапать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пуҫтарӑр хӑвӑра мӗн чул кирлӗ таран, сире никам та чарас ҫук.

Help to translate

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Чӗлхӳне чарас пулать!

Help to translate

15. Чӗн йӗвен // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Амӑшӗ пулса эпӗ ӗнтӗ ӑна тинех тытса чарас ҫук.

Help to translate

9. Ял хӗрринчи пӳрт // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Калама чарас мар вӗсене, Вандюков юлташ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Разъездра шуррисен эшелонӗ хӗрлисен наступленине тытса чарас тесе, шурӑ гвардеецсем унтан та кунтан пӑшалсемпе тата пулеметсемпе печӗҫ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Пуртӑ-сенӗксемпе «хӗҫпӑшалланнӑ» арҫынсем, тӑшмансене Энӗш урлӑ каҫма чарас тесе, отряд хыҫҫӑн чупрӗҫ.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Чарас пулать кун пек иртӗнме!

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Анчах халӑх шанӑҫне эсир тӳрре кӑлармарӑр: вӑрҫа чарас пирки те, пуянсен ытлашши ҫӗрне туртса илсе, чухӑн хресченсене валеҫсе парасси ҫинчен те пӗр сӑмах та каламарӑр.

Help to translate

1 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Вӑрҫа чарас ыйту пирки те эсерсем пӗр шухӑшлӑ мар: пӗрисем, Керенский майлисем, юлашки юн тумламӗ юлмиччен нимӗҫсемпе ҫапӑҫмалла, теҫҫӗ; теприсем, большевиксем майлисем, нимӗнле условисерех нимӗҫсемпе мир тумалла, теҫҫӗ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Ватӑрах матрос, урса кайнӑ ҫынсене чарас тесе, наганне тытса ҫӳлелле печӗ.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed