Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вӑл бархат мар, вӑл помидор ани; акӑ эсир хӗвел ҫутинче йӑлтӑртатса выртакан цинкран тунӑ ҫулҫӑсем куратӑр, вӗсем тӗл-тӗл кӑвакарнӑ, кӗл сапнӑ пек, анчах вӑл цинк та мар, кӗл те мар, вӑл купӑста йӑранӗсем; акӑ тата шупка кӗрен пустав куратӑр эсир — пустав та мар вӑл, хӗрлӗ кӑшман ани анчах… йӑрансем хушшинче шыв юхса выртать — ансӑр шыв юххисем пур пахчасене те тӗрлесе пӗтернӗ; унта та кунта, хурал пек, пысӑк, ҫӑмламас тӑлӑп тӑхӑннӑ юмансем тӑраҫҫӗ; ав унта пӗчӗк пӳрт курӑнать, лере хӳшӗ е чалӑш урисем ҫинче лупас ларать.
VIII сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Типӗ ҫеҫенхирсенчи ҫӗр айӗнче пӑхӑр, цинк, свинец руди тата хаклӑ йышши ытти япаласем те нумай тупнӑ.
Ҫӗр айӗнчи усӑллӑ япаласемпе промышленность // Чӑваш кӗнеке издательстви. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 144 с.
Ҫӗрнӗ май, батарейкӑсенчи сӗлтӗсем (щелочь), тӑхлан, кадми, цинк тата сывлӑхшӑн хӑрушӑ ытти япаласем тӑпрана, ҫӑлкуҫсемпе юханшывсене варалаҫҫӗ, кайран ӳсен-тӑрансемпе чӗрчунсене лекеҫҫӗ.
Пӗлсе тӑма // Каҫал Ен. http://kasalen.ru/2023/06/16/%d0%bf%d3%9 ... %bc%d0%b0/
Хул айне кӗпе ҫумалли цинк валашка хӗстернӗ.
Пӗр тенкӗ // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 102–105 с.
114 салтака Чӑваш Ене цинк тупӑкра илсе килнӗ.
Афганистан чуна кӗрсе вырнаҫнӑ // Ирина Андреева. http://kanashen.ru/2022/02/18/%d0%b0%d1% ... 0c%d0%bda/
Ҫӗр айӗнчи пурлӑх тӗлӗшӗнчен ҫӗршывра ылтӑн, йӗс, цинк, кали кӑлараҫҫӗ.В области полезных ископаемых в стране добывают золото, медь, цинк, калий.
Эритрея // Вячеслав Шорников. https://chuvash.org/content/5953-%D0%AD% ... D1%8F.html
— Икӗ арестанта, вӑрӑсене, тӗрмерен кӑларнӑ, вӗсене цинк бидона хупса хураҫҫӗ те — Марс ҫине, сӑнав ирттерме.
Вӗҫев // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Марье инке пӳрчӗн шурӑ цинк витнӗ ҫивиттийӗ хура пӗлет ытамӗнче тӗтрен курӑнать.Туманным пятном выделялась на фоне черного неба белая оцинкованная крыша дома бабки Марии.
16 // Василий Алентей. Авдеенко А.С. Тисса хӗрринче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 196 с.
Чочойпа Том пӗр пӗчӗк пӳрт патӗнчен теприн патне, яранга патӗнчен яранга патне чупа-чупа каҫса, пӗрмелентернӗ цинк тимӗртен тунӑ вӑрӑм кӗлет патнелле вӑрттӑн йӑпшӑнса ҫывхараҫҫӗ.
Ӑнсӑртран тупни // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Кӑмака мӑрйи вырӑнне тӗпсӗр цинк витре ӳпӗнтернӗ.
Иккӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Кӗпе ҫумалли цинк вӑлашкара супӑнь кӑпӑкӗ пӑчӑртатса ҫурӑлать.
Тимурпа унӑн команди // Матвей Сакмаров. Гайдар, Аркадий Петрович. Тимурпа унӑн команди: повесть; вырӑсларан М.А.Сакмаров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 102 с.
Чӑнкӑ ҫыран айӗнче пурте пӗлекен хӗрлӗ ҫуртӑн цинк витнӗ ҫийӗ вут пек ҫунса тӑнӑ, шыв юхакан сӑрӑ пӑрӑхӗ те, шурӑ та сарӑ изоляторсен яраписем те илемлӗн курӑннӑ.
XXXV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Ҫавӑнтах вӑл чӳречерен пӑхса илчӗ, хӗвелпе ҫунса тӑракан цинк витнӗ ҫурт ҫийӗсене, мӑръе ҫине эрешмен карти пырса ларнине асӑрхарӗ.При этом он взглянул в окно на горящие под солнцем цинковые крыши, на зацепившуюся за трубу паутину.
II сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
Тепӗр ҫур сехетрен Давыдов шӑтӑк хӗррине пулемет лентисем хунӑ тӑватӑ цинк ещӗк, винтовка патронӗсем тултарнӑ уҫӑ ещӗк кӑларса лартрӗ, винтовка тата ҫӗрме пуҫланӑ клеенкӑпа чӗркенӗ капсюллӗ сакӑр граната хучӗ.
XVII сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
Паянхи пек ас тӑватӑп: интернационалиствоинсем «хура тюльпан» тесе ят панӑ самолет Шупашкара пуш уйӑхӗн 22мӗшӗнче Афганистан вӑрҫинче ҫар тивӗҫне чыслӑн пурнӑҫласа, паттӑррӑн ҫапӑҫса вилнӗ темиҫе салтакӑн ӳтне цинк тупӑкра илсе килчӗ.
Паттӑр салтак ячӗпе // Хыпар. Хыпар, 2011,01,15
Ҫырлара усӑллӑ япаласем нумай: витаминсем, микроэлементсемпе /тимӗр, пӑхӑр, цинк/ органика йӳҫеклӗхӗсем, т.ыт.
Пӗрлӗхен // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.09.29, 38№
Тимӗр, магни, кӳкӗрт, цинк тата ытти тӑпрашӑн лайӑх, ӳсен-тӑраншӑн кирлӗ микроэлемент пур.Для почвы и растений содержит железо, магний, серу, цинк и другие нужные микроэлементы.
Ал айӗнчи паха удобрени // Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх. «Кил-ҫурт, хушма хуҫалӑх», 2016.07.28, 29№
Пӗтӗм витамин (А, В, Е тата ытти те) тата микроэлементсем (магни, пӑхӑр, цинк, кобальт, селен, натри, кали, хлор, сера, фтор, кремни, марганец, йод, мышьяк тата ытти те) сийсенче тата зародышра упранаҫҫӗ.
Шурӑ ҫӑнӑхран пӗҫернӗ ҫӑкӑр // Петр МИРОНОВ. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02
Кӑнтӑрла Половцев та, Лятьевский те килтен тухман; хӑйсен ирӗкӗпе хупӑнса ларнӑскерсене хӑйпӑтса кӑларнӑ урай хӑми айне тула тухма цинк витре лартса панӑ.
I сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.
- 1