Шырав
Шырав ĕçĕ:
Вара, ырӑ кӑмӑлне палӑртасшӑн, хӗсӗнерех ларса вырӑн турӗ те: — Ларӑр! — терӗ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Сталин шӑрпӑкне коробка ҫине сӗрет те, шӑрпӑк пуҫӗ пашлатса, сирпӗнсе каять; вӑл теприне сӗрет, — шӑрпӑк ҫути унӑн тӑрӑхласа кулнӑ чухнехи пек хӗсӗнерех панӑ, йӑлкӑшса тӑракан куҫӗсене ҫутатать.
3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.
Сӗтел хушшинчисем, хӗсӗнерех ларса, вырӑн пачӗҫ.
ХХХIII сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Хайхи ҫын ҫурӑмӗпе чӳрече енне ҫаврӑнса тӑчӗ; хӗсӗнерех тӑрсан, ҫил вӗрни туйӑнмасть те: ҫӳлте, сарлака карнис, айӑккисенче — тӗрленӗ юпасем, — хӳтӗ.
1 сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
Хӗсӗнерех пӑхакан куҫӗсем пирӗн класра мар, таҫта инҫетре, ҫитмӗл те ҫичӗ ҫӗр леш енче, темӗн сӑнарӗҫ, темӗн курчӗҫ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Олимпиада Таллерова. Криштоф Е.Г. Ҫу уйӑхӗ — экзамен умӗнхи вӑхӑт: повесть. Вырӑсларан О. Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 144 с.
Экэчо хӗсӗнерех ларса ӑна вырӑн пачӗ, мӑшкӑлланине пытармасӑр: «Ну мӗнле, сана ман ҫурт-йӗр килӗшет-и?» — тенӗ пек, учительницӑна куҫӗнчен пӑхрӗ.
Экэчо ывӑлӗ // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Люся кӑкшӑмне ҫӗре ӳкерчӗ, сӑнӗ унӑн шурса кайрӗ, куҫӗсем, савнӑ куҫӗсем вара хӗсӗнерех кӑна пӑхса ман ҫинелле тинкерчӗҫ.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Яков Зверев. Первенцев, А.А. Чыса ҫамрӑкран упра: роман / вырӑсларан Я.Зверев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 482 с.
Ун патӗнчисем, хӗсӗнерех ларса, ӑна вырӑн пачӗҫ, вӑл питне баян ҫумне тытса, «Тӑван ҫӗршыв» кӗвве калама пуҫларӗ.
Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Темиҫе ҫын пӗр сӑмахсӑрах хӗсӗнерех ларчӗҫ, килнӗ ҫынсене вырӑн пачӗҫ.Несколько человек молчаливо потеснились, уступая место подошедшим.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Пассажирсем нумай чухне вырӑн ҫитмест пулсан, хӗсӗнерех лармалла.Если для всех пассажиров не хватает мест для сидения, следует сесть теснее.
Ҫула тухсан // Роза Митрушкина. Аасамаа И. Т. Хӑвна мӗнле тытмалла. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 192 с.
Кукуҫ хӗсӗнерех пӑхакан куҫне чалӑрткаласа илчӗ.
XV. Ухмаха ури канӑҫ памасть // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Ҫынсем темшӗн пӗр-пӗрин ҫумне хӗсӗнерех утрӗҫ.
XXV. Ҫӗр варринчи шуйхану // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.
Малтанхи хут аренда илни ӑнӑҫлах пулман та вӗсен, халӗ кӑшт хӗсӗнерех пурнас терӗҫ.Первая их аренда оказалась не совсем удачной, и теперь они несколько сузили дело.
III // Степан Апаш. Короленко В.Г. Суккӑр музыкант: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1957. — 194 с.
Хӗсӗнерех пӑхан хӗр куҫӗсем ӑна ҫав тери сиввӗн туйӑнса кайрӗҫ те, вӑл сасартӑках нимӗнле мар пулса тӑчӗ.В сощуренных глазах девушки было столько холода, что ему стало не по себе.
Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Островский, Николай Аслексеевич. Тӑвӑлпа ҫуралнисем: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1937. — 268 с.
Гек ҫапла шутласа мӑкӑртатрӗ, ҫав хушӑрах хӑй пӗлес килнипе ҫунса тата кӑшт шикленсе, ансӑр чӳречен шӑнса ларнӑ кантӑкӗ ҫумне хӗсӗнерех пӑхса ларчӗ.
Чукпа Гек // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 105–140 с.
Унӑн ытти чух хӗсӗнерех тӑракан куҫӗсем чарӑлса уҫӑлсан, сӑнӗ-пичӗ пачах улшӑнса, ҫутӑлса каять.
IV // Александр Артемьев. Тургенев И.С. Пиравйхи юрату: повеҫсем, калавсем, прозӑллӑ сӑвӑсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 176 с. — 3–63 с.
Вороновский ячӗпе ҫырнӑ ытти документсем те вӑл, Вороновский, чӑнахах та офицер пулнине ним иккӗленмелле мар ӗнентерсе калаҫҫӗ, сӑнӳкерчӗксем ҫинчен вара Богатырев ҫине ҫамрӑк подпоручик Вороновский хӗсӗнерех пӑхакан хаваслӑ куҫӗсем тинкереҫҫӗ.
XLVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Салтаксем хӗсӗнерех ларнӑ, Суворова лайӑх вырӑн сӗннӗ, чашӑк тата кашӑк панӑ.Потеснились солдаты, отвели Суворову лучшее место, дали миску и ложку.
Яшкапа пӑтӑ // Василий Чураков. Алексеев, Сергей Петрович. Суворов ҫинчен: повесть; вырӑсларан Василий Чураков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1967. — 5-143 с.
Анчах кӑшт хӗсӗнерех пӑхакан куҫӗ ӗлӗк подпоручик пулнӑ Лятьевскин савӑнӑҫлӑ, кӗҫ кулса ярас пек сӑн-питне пӗрре те пӑсмасть.
23-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Юлташӗсем хӗсӗнерех ларса вырӑн пачӗҫ.
Саккӑрмӗш сыпӑк. Чӗнмен хӑна // Михаил Сироткин, Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Капитан хӗрӗ. Вырӑсларан Н.Т. Ваҫанккапа М.Я. Сироткин куҫарнӑ. Чӑваш АССР государство издательстви, 1940
- 1