Шырав
Шырав ĕçĕ:
Парӑр пире хӑвӑрӑн таса хӗрӗрсене, вара эпир вӗсенчен йӑх-ӑру ҫуратса ҫитӗнтерӗпӗр, вӑл Тума материкӗсенче пурӑнма тытӑнать.Дайте нам ваших девственниц, и мы родим от них племя и оно населит материки тумы.
Аэлитӑн пӗрремӗш калавӗ // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
8. Вара сирӗн ывӑлӑрсене, сирӗн хӗрӗрсене Иуда ывӑлӗсен аллине парӑп, кусем вӗсене инҫетри халӑха, Савея халӑхне, сутса ярӗҫ; Ҫӳлхуҫа ҫапла каларӗ.
Иоиль 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
14. Эпӗ сирӗн хӗрӗрсене аснӑ чухнехишӗн, кинӗрсене аскӑн ӗҫ тунӑ чухнехишӗн айӑплама пӑрахӑп, мӗншӗн тесен эсир хӑвӑр аскӑн арӑмсем майлӑ, аскӑнчӑксемпе пӗрле парне кӳретӗр, тӗттӗм халӑх вара пӗтсе пырать.
Ос 4 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
6. Авланӑр — ывӑлсемпе хӗрсем ҫуратӑр; ывӑлӑрсене авлантарӑр, хӗрӗрсене качча парӑр, вӗсем те ывӑлсемпе хӗрсем ҫуратчӑр.
Иер 29 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Ӗнтӗ итлӗр, хӗрарӑмсем, Ҫӳлхуҫа сӑмахне, Ӑна хӑлхӑра тайса итлӗр; хӗрӗрсене те хӳхлеме вӗрентӗр, пӗри тепӗрне хӳхлев юррисем вӗренттӗр: 21. пирӗн чӳречесенчен вилӗм кӗрет, пирӗн керменсене кӗрсе каять, вӑл ачасене урамра, яш-кӗрӗме уҫӑ вырӑнта пӗтерсе тӑкасшӑн.
Иер 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
81. Халӗ вара хӑвӑр хӗрӗрсене вӗсен ывӑлӗсене качча ан парӑр, вӗсен хӗрӗсене те ывӑлӑрсем валли качча ан илӗр, 82. ҫакӑ ҫӗр ҫинче тӗпленсе, унӑн ырӑлӑхӗпе пурӑнса ӑна хӑвӑр ачӑрсене еткерлӗхе хӑварас тесессӗн, нихӑҫан та вӗсемпе килӗшӳ ан шырӑр, тенӗ.
2 Езд 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӗсене Турӑ ячӗпе тупа тутарса ҫапла каларӑм: хӑвӑр хӗрӗрсене вӗсен ывӑлӗсене ан парӑр, вӗсен хӗрӗсене хӑвӑр ывӑлӑрсем валли, хӑвӑр валли ан илӗр.
Неем 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Эпир Санӑн ӳкӗтӳсенчен пӑрӑнтӑмӑр, 11. Эсӗ вӗсене пире Хӑвӑн чурусем, пророкусем, урлӑ панӑ, Эсӗ каланӑ: «эсир хӑвӑр аллӑра илме каякан ҫӗр таса ҫӗр мар, вӑл ют халӑхсен тасамарлӑхӗпе, вӗсен йӗрӗнчӗкӗсемпе вараланнӑ, вӗсем ҫӗре пӗр хӗрринчен пуҫласа тепӗр хӗррине ҫитиех ирсӗрлетнӗ. 12. Ҫапла ӗнтӗ, хӑвӑр хӗрӗрсене вӗсен ывӑлӗсене качча ан парӑр, вӗсен хӗрӗсене те ывӑлӑрсем валли качча ан илӗр; ҫав ҫӗрӗн ырӑлӑхӗпе пурӑнса ӑна хӑвӑр ывӑлӑрсем валли еткерлӗхе хӑварас тесессӗн, вӗсене ӗмӗрне те тӑнӑҫлӑ ырӑ пурӑнӑҫ ан сунӑр» тенӗ.
1 Езд 9 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Самуил хӑйӗнчен патша ыйтакан халӑха Ҫӳлхуҫанӑн мӗнпур сӑмахне каласа кӑтартнӑ, 11. каланӑ вара: сире тытса тӑрас патшанӑн ирӗкӗ акӑ мӗнле пулать: вӑл сирӗн ывӑлӑрсене илӗ те хӑйӗн ҫар урапийӗсем ҫумне тӑратӗ, вӗсене хӑйӗн юланутҫисем туса хурӗ, вӗсем унӑн ҫар урапийӗсем умӗнче чупса пырӗҫ; 12. вӗсене вӑл пинпӳсемпе алпӳсем туса лартӗ, вӗсем унӑн хирӗсене сухалӗҫ, унӑн тыррине вырӗҫ, ун валли вӑрҫӑ кӑралӗ тата ҫар ураписем тӑвӗҫ; 13. сирӗн хӗрӗрсене хӑй валли сӗрӗш хатӗрлеттерӗ, апат-ҫимӗҫпе ҫӑкӑр пӗҫерттерӗ; 14. сирӗн хирӗрсене, сирӗн иҫӗм пахчийӗсене, ҫу йывӑҫҫи пахчисене чи лайӑххисене илӗ те вӗсене хӑйӗн тарҫисене парӗ; 15. сирӗн хирӗрсем, иҫӗм пахчийӗсем кӳрекен ҫимӗҫрен вуннӑмӗш пайне илӗ те ӑна хӑйӗн хайранӗсемпе тарҫисене парӗ; 16. сирӗн чурӑрсемпе хӑрхӑмӑрсене, чи лайӑх яш ачӑрсене, ашакӑрсене суйласа илӗ, вӗсемпе хӑйӗн ӗҫӗсенче усӑ курӗ; 17. вак выльӑхӑртан вуннӑмӗш пайне илӗ, эсир хӑвӑр та унӑн чурисем пулса тӑрӑр; 18. ҫавӑн чухне вара хӑвӑр валли суйласа илнӗ патшана пула ахлатса йӗретӗр эсир; Ҫӳлхуҫа сире ун чухне нимӗн те хуравламӗ, тенӗ.
1 Пат 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Египет ҫыннисен куҫӗ умӗнче ҫак халӑха ырӑлӑх парӑп; кайнӑ чухне эсир пушӑ алӑпа тухса каймӑр: 22. кашни хӗрарӑм хӑйӗн кӳршӗ арӑмӗнчен тата унӑн килӗнче пурӑнакан арӑмран кӗмӗл япаласемпе ылтӑн япаласем, тумтир ыйтса илӗ, вӗсемпе эсир хӑвӑрӑн ывӑлӑрсене те, хӗрӗрсене те капӑрлантарӑр, ҫапла Египет ҫыннисен пурлӑхне пухса тухса кайӑр, тенӗ.
Тух 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Иаков ывӑлӗсем Сихемпа унӑн ашшӗне Еммора чееленсе хуравланӑ; вӗсем Сихем хӑйсен йӑмӑкне Динӑна мӑшкӑл кӑтартнӑшӑн ҫапла калаҫнӑ; 14. [Симеонпа Левий — Дина пиччӗшӗсем, Лия ывӑлӗсем —] вӗсене каланӑ: эпир апла тӑваймастпӑр, ӳт кастарман ҫынна хамӑр йӑмӑкӑмӑра параймастпӑр, ку пирӗншӗн мӑшкӑл шутланать; 15. эсир пирӗн пек пулсассӑн ҫеҫ, сирӗн те пур арҫыннӑр та ӳт кастарсассӑн ҫеҫ, эпир сирӗнпе тату тума, [сирӗн патӑра вырӑнаҫма] пултаратпӑр; 16. вара хамӑр хӗрсене сире качча пара пуҫлӑпӑр, сирӗн хӗрӗрсене хамӑр валли илӗпӗр, сирӗнпе пӗрле пурӑнӑпӑр, пӗр халӑх пулса тӑрӑпӑр; 17. эхер те ӳт касас тӗлӗшӗнчен пире итлемесессӗн, эпир хамӑр хӗре илетпӗр те кунтан пӑрахса каятпӑр, тенӗ.
Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Еммор вӗсемпе калаҫа пуҫланӑ, вӗсене каланӑ: манӑн Сихем ывӑлӑм чунӗпе сирӗн хӗре иленнӗ, ӑна Сихема качча парсамӑр; 9. пирӗнпе хурӑнташлӑ пулӑр; хӑвӑр хӗрӗрсене пире парӑр, пирӗн хӗрсене [хӑвӑр ывӑлӑрсем валли] илӗр; 10. пирӗнпе пӗрле пурӑнӑр; ҫак сирӗн умӑрти ҫӗр [аслӑ], пурӑнӑр, ӗҫлӗр ҫакӑнта, ӑна хӑвӑр валли илӗр, тенӗ.
Пулт 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
- 1