Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗртсе (тĕпĕ: хӗрт) more information about the word form can be found here.
— Пуҫсене юсаса, хӗртсе илер-ха пӗрре кутанасене те…

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ҫак ӳтӗмпе-хайлапа пире иксӗмӗре те ӑшчикке хӗртсе илсен те ҫылӑх пулмӗ пуль тетӗп…

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Фельдшер пуҫӗ самаях вӗриленсе анкӑ-минкӗленчӗ пулин те ҫӗрӗк ҫӗрулми пек епсӗрӗлнӗ, елпӗрнӗ кӑмӑлне татах хӗртсе илес ӗмӗтлӗ пулчӗ, анчах…

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Чунӑма ленчешкелентерсе, пӗр авӑк ӳт-тирӗме куҫа шартарса, ҫунтарса пӑхакан кӑнтӑр хӗвелӗпе хӗртсе, пиҫтерсе тӑтӑм, алла выляткаласа, карӑнса-тӑскаланса илтӗм, кукленҫи турӑм, вара, шыв патне ҫывхарса, урана Атӑла пусрӑм: сивӗрех те-ха…

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Кушӑхнӑ утта кӗрепле-сенӗкпе тавӑрса пымалла ҫеҫ, апла пулин те хӗртсе пӑхакан хӗвел ӑшшинче шӑмшак самаях йывӑрланчӗ Клавӑн.

Help to translate

Тӗлӗкри пек тӗлпулу // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 113–121 с.

Сасартӑк хӗртсе хӗвел пӑхнӑ маях ҫумӑр пӗрӗхме пуҫларӗ.

Help to translate

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Ямшӑк ятлаҫа-ятлаҫах лашине пушӑпа хӗртсе илчӗ.

Кучер с руганью огрел лошаденку кнутом.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Хӗвел хӗртсе пӑхать, ҫанталӑк питӗ ӑшӑ.

Help to translate

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.

Вӗсене, тӗрӗ йӗппи пек ҫинҫескерсене, хӑйсен хупписене тӑкса ӗлкӗрейменскерсене, сасартӑк хӗвел хӗртсе типӗтесрен кашни кун ҫеҫ мар, кашни сехетрех тимлӗн асӑрхаса усрамалла.

Help to translate

Кашлатӑр Вӑрнар вӑрманӗ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с. — 58–66 с.

Пӳртри пӑнтӑхнӑ сывлӑшпа йӳҫӗ тӗтӗм кӑкӑрне хӗртсе илчӗҫ.

Help to translate

IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анчах тимӗр хӗртсе тытнӑ пекех хӗмленет.

Help to translate

X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑйсене таканламалли тимӗре те хӑйсемех хӗртсе туптанӑ Хусанта чурасем.

Help to translate

9. Шухӑшӑм, ман шухӑшӑм // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Кӑнтарла умӗн, хӗртсе хӗвел пӑхнӑ вӑхӑтра, отряд Казанка хӗррине ҫитсе чарӑнчӗ.

Help to translate

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ак мӗншӗн: хӗвел хӗртсе пӑхнипе улӑхри шыв типсе ларнӑ.

Help to translate

Ӗненместӗр пулсан… // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 32–33 с.

Курӑк, чечексем ҫинче ҫумӑр тумламӗсем ҫутӑ шӑрҫа пек курӑнаҫҫӗ, хӗртсе пӑхакан хӗвел ҫинче йӑлтӑртатаҫҫӗ.

Help to translate

Асамат кӗперӗ айӗнчен тухма кайни // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Кӑмакасене ытлашши хӗртсе яма, вӗсен ҫывӑхӗнче хӑвӑрт тивсе илекен, ҫунакан япаласене хӑварма юрамасть.

Help to translate

Чи кирли – асӑрханулӑх // В.Давыдов. http://kasalen.ru/2022/11/11/%d1%87%d0%b ... bba%d1%85/

Хӗвелӗ тӑчӗ пит хӗртсе: Ӳсен-тӑран ларать типсе.

Help to translate

XVIII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Вӑл чипер юртакан лашанах вӗҫӗмсӗр хулӑпа хӗртсе пырать, пӗр ҫухрӑм хушшинче пӗр хулӑ пӗтерет.

Help to translate

VII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Ҫак кӗрешӳре шурӑ ҫар ҫыннин ҫанни уҫӑлса кайсан Танук-нойон тимӗрпе хӗртсе лартнӑ палла палласа илчӗ, хӗҫпе ҫӗлен.

Help to translate

Юлашки тӗлпулу // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Йывӑҫа ҫулӑм ҫунтарать, тимӗре хӗртсе авать.

Help to translate

Ылтӑн вӑчӑра // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed