Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗррине (тĕпĕ: хӗрӗ) more information about the word form can be found here.
Кӑнтӑр-хӗвелтухӑҫ енче штат ҫӗрӗсем Атлантика океанӗ хӗррине тухаҫҫӗ, чи пӗлтерӗшлӗ порт — Сантус хули.

На юго-востоке штат имеет выход к Атлантическому океану, важнейший порт — город Сантус.

Сан-Паулу (штат) // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%A1%D0%B0%D ... %B0%D1%82)

1925 ҫулта Антарктикӑра хӑй вӑхӑчӗшӗн пӗрремӗш плавбаза ӗҫлеме пуҫланӑ, ҫавна май китсене ҫыран хӗррине илсе кайса тирпейлес ӗҫ пӗлтерӗшӗ ҫухалнӑ.

В 1925 году в Антарктике начала работу первая современная плавбаза, в связи с чем пропала необходимость разделывать китов на берегу.

Кит тытас ӗҫ // Владимир Андреев. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 4%95%C3%A7

Инҫет Хӗвелтухӑҫӗнче Амур шывӗпе тинӗс хӗррине ҫити илсе каяҫҫӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ ҫулӗ тикӗс мар // Надежда СЕМЕНОВА. http://kasalen.ru/2023/12/22/%d0%bf%d1%8 ... %b0%d1%80/

Актай пӳрт тӑпрасси ҫинче ларакан витрене илсе кӳл хӗррине утрӗ.

Help to translate

9 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ҫырма хӗррине чупса ҫитсенех кукленсе лартӑм.

Help to translate

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Юхин ҫыран хӗррине тухнинех асӑрханӑ Михха хирӗҫ пычӗ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Юхин, рейдӑран анатарах ҫыран хӗррине ҫыпҫӑнса, кимӗ ҫинчен тухрӗ.

Help to translate

VI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл шӑтӑкран тапаланса тухрӗ те, тӳрех ҫыран хӗррине анса, Атӑла сикрӗ.

Help to translate

V // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унӑн чӗри савнийӗпе пӗрле тӗнче хӗррине кайма та килӗшрӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Анукпа Кӗтерук тутисене черкке хӗррине тивертсе пӑхрӗҫ те каялла лартрӗҫ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кӗтерукпа хӗрачине ҫыран хӗррине тухма пулӑшрӗ те: — Матрена Игнатьевна, паллашӑр, ку пирӗн хисеплӗ кума, мӑнукӑн хреснамӑшӗ, — терӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Кимӗ ҫыран хӗррине ҫитсе перӗнсенех, Ваҫли сиксе тухрӗ те тӗлӗннипе ним шарламасӑр тӑчӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӗсем ҫыран хӗррине ҫывхара пуҫларӗҫ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан вӗсене ҫыран хӗррине ертсе пычӗ.

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫыран хӗррине тухсан, Ваҫли Кӗтерукпа иккӗшӗн мӑнкунта хӗресне ывӑлне кӗпе парнелемелле пулнине аса илчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӑрахут Атӑлкассине ҫитсен, Ҫтаппан, тус-йышӗсемпе сывпуллашса, ҫыран хӗррине тухрӗ.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан ҫыран хӗррине ҫитсен, Матӗрне чарӑнса тӑчӗ.

Help to translate

IV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӗр ҫӗр метр аяларах вара Изосимыч кӑшкӑрса юхса анакан хӗрсене тытатчӗ те ҫыран хӗррине илсе тухатчӗ.

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Сӗтел хӗррине вара пӗр ҫул ытларах службӑра тӑракан «ватӑ» салтак вырнаҫать.

Help to translate

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Тӗттӗмленсен амӑшӗ хӑй ытамӗнче ӑшӑнса сӗнк пулнӑ ачана йӑтса илсе ҫӗклерӗ те кравать хӗррине вырттарса кунӗпе тусан тӑрӑх утса ҫӳренӗ урине ӑшӑ шывпа ҫуса ячӗ, пиртен ҫӗленӗ кӗпипе йӗммине хывтарса кравать ҫине вырттарчӗ, унтан ҫӳхе шӑналӑкпа витсе ячӗ.

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed