Шырав
Шырав ĕçĕ:
Унпа юнашарах ҫавӑн пек гимнастеркӑпах, шӑп ҫавӑн пек шлемпах, анчах питӗ шурса кайнӑ, пирӗн Трофим унтан хӗрлӗрех.
Юлашкинчен калани // Андрей Краснов. Катаев В.П. Эпӗ — ӗҫхалӑх ывӑлӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 112 с.
Тинӗс тӗпӗнчен вут ҫулӑмӗ епле тухса тӑнине те лайӑх курма пулать: хумсем хушшинче малтан хӗрлӗрех тӗслӗ пӑнчӑ палӑрать, вӑл вара шыв айӗнчен ҫулӑм евӗрлӗ хӗрлӗ ҫӑлтӑр сиксе тухичченех ҫуталса тӑрать.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Танкер борчӗ ҫине таянса, танкерӑн вӑрӑм та хура мӗлки хӗрлӗрех сарӑ тӗспе ҫуталса тӑракан тинӗс ҫийӗпе хӑвӑрт кайнине сӑнаса тӑнӑ май, Агаев шухӑша кайрӗ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Инженер ҫул тӑршшӗпех чӗнмесӗр пычӗ, вӑл хушӑран кӑна анса ларакан хӗвел ҫутинче хӗрлӗрех те сарӑ тата кӗрен тӗслӗ курӑнакан виноградниксем ҫине пӑхкаласа илчӗ.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Кимӗрен инҫетре те мар хӗрлӗрех пӑнчӑ сиксе тухрӗ.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Немцов В.И. Шыв тӗпӗнчи ылтӑн: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 314 с.
Анчах виҫӗ йӗрӗ кӑна пӗтӗм трубопровод тӑршшӗпех тӑсӑлса пынӑ: хӗрли (автомобиль ҫулӗ), кӑвакки (ҫыхӑну), хӗрлӗрех сарӑ тӗсли (тӗрлӗ ҫурт-йӗрсем).
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Хӗрлӗ йӗр — автомобильсем ҫӳремелли ҫул, кӑвакки — ҫыхӑну, хӑмӑрри — трасса тӑрӑх трубасене турттарни, симӗсси — шӑратса сыпни, кӗренни — траншейӑсем алтни, ҫутӑ кӑвакки — трубопровода тасатни, изоляцилени тата ӑна траншейӑна антарса хуни, сарри — трубопровода шыв ярса тӗрӗслени, сирень тӗсли — траншейӑна ҫӗрпе тултарни, хӗрлӗрех кӑвак тӗсли — нефть уҫласа тӑракан станцине туни, хӗрлӗрех сарӑ тӗсли — тӗрлӗ ҫурт-йӗрсем.
Вунтӑваттӑмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Ун вырӑнне ҫурла пек металран авса тунӑ хырчӑксемпе тата щеткӑсемпе каллӗ-маллӗ тасатнӑ хыҫҫӑн, хура труба куҫ умӗнчех улшӑнать — вӑл ҫуталать, малтан хӑмӑр тӗслӗ, унтан хӗрлӗрех пулса юлать, вара тусан та тухми пулать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Хӗрлӗрех ҫутӑ шоферсен пичӗ ҫинче вылять.
Пӗрремӗш сыпӑк // Петр Золотов. Ажаев, В. Н. Мускавран инҫетре: роман / вырӑсларан П.Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 242 с.
Вӑл хӑй садра, беседкӑра выртнине курчӗ; чӳрече кантӑкӗсем витӗр, йӗпе туратсем хушшипе хӗрлӗрех тӗслӗ, тӗлӗнмелле ҫывӑх пӗлӗт курӑннӑ, вӑл ҫакӑнтах, йывӑҫсем хыҫӗнчех ҫакӑнса тӑнӑ пек, ӑна алӑпах тӗртӗнме май пулнӑ пек туйӑннӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Июль уйӑхӗнчи каҫ, сада хӗрлӗрех тӗттӗмлӗхпе тултарса, ҫумӑрпа йӗпетнӗ хӗвелпе ӑшӑтнӑ ҫӗрӗн йывӑр шӑршине чӳречесем витӗр илсе кӗртрӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Лӳчӗркеннӗ шведски куртка, хӗрлӗрех сарӑ брюки, чӗркуҫҫи таран кунчаллӑ тусанлӑ атӑ тӑхӑннӑскер, вӑл машинист манерлӗ пулнӑ; унӑн шӑммисем палӑрса тӑракан, яп-яка хырса тасатнӑ пичӗ тата касса тикӗслетнӗ уссийӗсем ӑна ҫар ҫынни тӗслӗ тунӑ; вӑл мӗн калаҫсан та, тем калаҫсан та унӑн сахал хускалакан сӑн-пичӗ улшӑнманпа пӗрех пулнӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Йӑмӑкӗ Татьяна сасартӑк Воргородран хӑйне валли каччӑ — типшӗм, хӗрлӗрех ҫӳҫ-пуҫлӑ, инженер картузӗ тӑхӑннӑ ҫынна илсе килчӗ; вӑл ҫӑмӑл, хӑвӑрт утакан, питӗ хаваслӑскер, Татьянӑран икӗ ҫул кӗҫӗнтерех пулнӑ, Татьянӑран пуҫласа, ӑна килте пурте тӳрех Митя тесе чӗнме тытӑннӑ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Эсир Носкова, сунарҫа, паллатӑр-и? — ыйтрӗ Яков хуллентереххӗн; офицерӑн хӗрлӗрех куҫхаршийӗсем ҫӳлелле хӑпарса кайрӗҫ, Китай ҫыннин пек уссийӗсем хускалса илчӗҫ; вӑл пӗр уссине тытрӗ, пӗлӗтелле пӑхса куҫӗсене хӗсрӗ; ҫаксене пула Яков хӑй ӑшӗнче: «Суять ӗнтӗ. Анчах — мӗнле суйӗ-ши?» тесе шухӑшларӗ.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Хула тӑрӑх каллех турӑшсем йӑтса утрӗҫ, хӗрлӗрех сарӑ сюртук тӑхӑннӑ Воропонов патша портретне йӑтса пырса, ыйтрӗ:По городу снова пошли с иконами, Воропонов в рыжем сюртуке нёс портрет царя и требовал:
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Яков тутарла сарлака сухал ҫитӗнтерсе янӑ, хӗрлӗрех сухалӗпе пӗрле Яковӑн ҫынсенчен тӑрӑхлас йӑли палӑрмаллах ӳссе пынӑ; ывӑлӗ шухӑ ҫынсене кахаллӑн кӑна: — Ҫул ҫинче шыв лупашкине кӗрсе ларатӑр эсир, господа! Лӑпкӑрах пурӑнасчӗ сирӗн, — тенине илтме кӑмӑллӑ пулнӑ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Анчах пур шухӑшсем те сасартӑк татӑлчӗҫ, хӑранипе таҫта кайса ҫухалчӗҫ: Артамонов, кӗтмен ҫӗртен, хӑй умӗнче ӑна Алексей пек ҫӑмӑллӑн та ӑста пурӑнма, ытти ҫивӗч ҫынсем пек пурӑнма кансӗрлекен ҫынна курчӗ; — ӑна хӑйӗнпе тӗлме-тӗл, сӑмавар умӗнче ларакан сарлака сӑн-питлӗ, сухаллӑ ҫын кансӗрленӗ; вӑл ним чӗнмесӗр, сулахай аллин пӳрнисемпе сухалне пӗтӗрсе тытса, пит ҫӑмартипе ывӑҫ тупанӗ ҫине тӗренсе ларать; вӑл Петр Артамонов ҫине ҫав тери салхуллӑн, унпа сывпуллашнӑ пек пӑхать, ҫав вӑхӑтрах вӑл ӑна хӗрхеннӗ пек, ӑна темшӗн ӳпкелешнӗ пек пулнӑ; пӑхать те — макӑрать; унӑн хӗрлӗрех сарӑ куҫ тӗкӗсем айӗнчен усал куҫҫулӗсем юхаҫҫӗ; сухалӗ хӗррипе, сулахай куҫӗ патӗнче, пысӑк шӑна шуса пырать; акӑ вӑл, вилнӗ ҫын пичӗ урлӑ каҫнӑ пек, тӑнлав ҫинелле шуса каҫрӗ, куҫхарши ҫинче чарӑнса тӑрса, куҫсенчен пӑхма пуҫларӗ.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Акӑ Артамонов, хӑйне тӑп тытса тӑракан ют тумтир тӑхӑннӑскер, хускалма хӑраса, тӗлӗкри пек, ӑшӑ пӳлӗмре, сӗтел умӗнче, типӗ те кӑмӑллӑ тӗттӗмрех ҫӗрте именсе ларать; сӗтел ҫинче никельпе витнӗ сӑмавар чашкӑрать, чейне ҫӳллӗ, хӗрлӗрех ҫӳҫлӗ, тӗксӗм те сарлака кӗпе тӑхӑннӑ ҫинҫешке хӗрарӑм тултарса парать.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Унӑн сарлака янахне, шатраллӑ питне, кулӑшла куҫӗсене, пуҫ шӑмми ҫумне ҫыпӑҫнӑ тата хӗрлӗрех ҫӳҫӗ айне пытаннӑ хӑлхисене, ҫӑра сухалне, вӑл хуллен, анчах шанчӑклӑн утса ҫӳренине, унӑн кӑнттам, лутака кӗлеткине курма кӑмӑллӑ пулман.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Наталья хура пурҫӑнтан ҫӗлетнӗ, хулпуҫҫисене те, ҫаннисене те тӑрӑхла шӑрҫасемпе илемлетнӗ вӑрӑм кӗпе — тальма тӑхӑннӑ, хура-кӑвак калпакӗ унӑн кӑпӑшка хӗрлӗрех ҫӳҫне илемлӗн витсе тӑрать.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.