Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗрен the word is in our database.
хӗрен (тĕпĕ: хӗрен) more information about the word form can be found here.
Вӑл хӑйӗн ирӗклӗхне мана юратнинчен ытларах юратать, эпӗ Раддӑна хамӑн ирӗклӗхе юратнинчен те ытларах юрататӑп, ҫавӑнпа та эпӗ Раддӑна ӳксе пуҫҫапас терӗм, вӑл мана ҫапла хушрӗ, унӑн илемлӗ маттур йӗкӗте — Лойко Зобара епле парӑнтарнине пурте курччӑр; Раддӑна куриччен Лойко хӗрсемпеле, хӗрен кӑвакалсемпе епле вылять, ҫавӑн пекех вылятчӗ.

Она любит свою волю больше меня, а я ее люблю больше своей воли, и решил я Радде поклониться в ноги, так она велела, чтоб все видели, как ее красота покорила удалого Лойко Зобара, который до нее играл с девушками, как кречет с утками.

Макар Чудра // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Максим Горький. Сочиненисем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 7–19 стр.

Халӗ вӑл ытларах сухан турать, хӗрен хырать тата ҫавӑн йышши уҫӑ туталлӑ апатсем хатӗрлет.

Теперь ей чаще приходится крошить лук, тереть хрен и тому подобные пряности.

V сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Ун чухне вара пурте вырӑнпах выртаҫҫӗ; ахлатни, йынӑшни илтӗнсе тӑрать; пӗри пуҫӗ ҫине хӑяр хурса тултарать те питшӑллипе ҫавӑрса ҫыхать; тепри хӑлха шӑтӑкӗсене шур ҫырли чикет, хӗрен шӑршлать, виҫҫӗмӗшӗ кӗпе вӗҫҫӗн сивӗ ҫӗре тухать, тӑваттӑмӑшӗ ним туймиех урайӗнче йӑваланать.

Тогда все валяются вповалку по постелям; слышится оханье, стоны; один обложит голову огурцами и повяжется полотенцем, другой положит клюквы в уши и нюхает хрен, третий в одной рубашке уйдет на мороз, четвертый просто валяется без чувств на полу.

IX сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Вӑл хӗрен яштака чечен пӗвне лӑпкӑн ыталаса илчӗ, ачашшӑн ӑна хӑй чӗри ҫумне пӑчӑртарӗ.

Он тихо обнял стройный ее стан и тихо привлек ее к своему сердцу.

XV сыпӑк // Никифор Ваҫанкка. Александр Пушкин. Дубровский. Никифор Ваҫанкка куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949

Хӗрен тути уҫӑлса кайрӗ.

Девушка приоткрыла рот.

Старикпе хӗр тата хӗвел // Хветӗр Агивер. Василий Шукшин. Пахчапа мунча хуҫи. Вырӑсларан Хв. Акивер куҫарнӑ. КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1989. — 59–64 стр.

Эпӗ хӗрен сӑн-питне татах сӑнарӑм.

Я присматривался в лицо девушки.

Лаох // Василий Алентей. Василий Алентей. Лаох. Хырсем ӗмӗрех ем-ешӗл. Повестьсем. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970

Ай сарӑмӗсем ҫине ыхра, хӗрен ҫулҫисем, чӑрӑш тураттисем, армути, сухан, петрушка, сельдерей тата ытти шӑршӑллӑ курӑксем пӑрахса памалла.

Под настил положить: чеснок, листья хрена, ветки ели, полынь, лук, петрушку, сельдерей или другие похучие травы.

Чӗпӗсем чирлесрен // Сувар. «Сувар», 22(700)№, 2007.06.01

Халӑх медицини склерозпа чирлӗ ҫынсене рациона хура пилеш, тӑпӑрчӑ, хӗрен, петрушка, панулми, шӑлан ҫырли, хӑмла ҫырли, абрикос, гранат, барбарис кӗртме сӗнет.

Help to translate

Ҫӑмӑллӑх кӳреҫҫӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.04.20. 15№

15. Вӗтӗ теркӑпа 100 грамм хӗрен тымарне хырмалла, тин вӗренӗ 4 литр шыва ямалла, 20 минут вӗретмелле.

Help to translate

Атеросклероза парӑнтарасчӗ // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Ҫӳҫ ҫаралма пуҫланӑ тӗле чӗрӗ хӗрен тымарӗн пӑттине эрнере икӗ хут хумалла.

Help to translate

Хӗрен косметики // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

1 апат кашӑкӗ теркӑланӑ хӗрен тымарне сӗтре е хӑймаллӑ сӗтре ирӗлтернӗ ҫӗпрепе хутӑштармалла.

Help to translate

Хӗрен косметики // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Теркӑланӑ хӗрен тымарне, лимон сӗткенне, хӑймана пӗр виҫепе илсе хутӑштармалла.

Help to translate

Хӗрен косметики // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Теркӑланӑ хӗрен тымарне пӗр виҫепе хӑймаллӑ сӗтпе /сливки/ тата ҫӑмарта саррипе /ӳт типӗ тата йӗркеллӗ чухне/ е ҫӑмарта шуррипе /ӳт ҫуллӑ чухне/ хутӑштармалла.

Help to translate

Хӗрен косметики // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Вӗтӗ теркӑпа хырнӑ 100 грамм хӗрен тымарне ҫур литр апат уксусне ямалла.

Help to translate

Хӗрен косметики // Сывлӑх. «Сывлӑх», 2016.03.16. 10№

Хӗрен пек!

Help to translate

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗлӗт тӳпинче пӗр хӗрен явӑнать.

Help to translate

11 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫӳлте ҫунаттисене планер пек ним сулкаламасӑр пӗр хӗрен хӑнчӑр-р! хӑнчӑр-р-р! текелесе ярӑнса ҫаврӑнать.

Help to translate

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 83–127 с.

Суйса калаҫма суя хӗрен ҫимен-ха, суеҫ лупашки те тарӑнланса кайман.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Ҫул леш енче сарӑлса выртакан сарӑ хӑмӑллӑ ыраш пусси вӗҫӗнчи тарӑн ҫырмаран тӳпене каллех хӗрен ҫӗкленчӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Кӗрхи янкӑр тӳпере вичкӗн куҫӗпе ҫӗр ҫинелле ҫивӗччӗн тинкерсе хӗрен явӑнать, ҫуначӗсене сулмаклӑн саркалантарса пӗрре ҫӳлерех улӑхать, тепре аяларах сулӑнать.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed