Шырав
Шырав ĕçĕ:
Траурлӑ вагон хӗлӗх пек тӳрӗ тӑсӑлса тӑнӑ штыксен ҫутӑ стенисем хушшипе хуллен шуса кайрӗ.Траурный вагон медленно проплыл за светлой оградой вытянутых в струнку штыков.
XXXI. Лафет ҫинчи ещӗк // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Тӗрӗссипе каласан, унӑн хӳри пачах сахал юлнӑ: ик-виҫ хӗлӗх тата пӗр пӗчӗк пӑта, анчах ҫапах та…Правда, хвоста у нее осталось уже маловато: два-три волоска да обойный гвоздик, — но все-таки.
III. Ҫеҫенхирте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Акӑ, халь аса илетӗп те эпӗ ҫав лашана, тӗлӗнетӗп, тикӗт пек йӑм-хураччӗ, урисем — хӗлӗх пек, куҫӗ вара Бэла куҫӗнчен пӗртте кая мар; вӑйӗ мӗнлеччӗ тата ун!
Бэла // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964
Кнопка ҫине пусӑр, урӑхла каласан, ҫӑраҫҫи ӑшне уҫҫине чиксе чӑнкӑртаттарӑр — заключеннӑйсем ҫав вӑхӑтра хӑть мӗн тӑваҫҫӗ пулсан та вырӑнтан сиксе тӑрса хӗлӗх пек карӑнса тӑраҫҫӗ; алӑк уҫӑлать те — камера старости пӗр сывлӑш ҫавӑрмасӑрах персе ярать.
III сыпӑк // Леонид Агаков. Юлиус Фучик. Асаплӑ вилӗм уменхи сӑмах. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953
— Кам ӳкернӗ ҫакна? — терӗ нимӗҫ хӗрарӑмӗ тепӗр хут, хытӑ карӑнтарнӑ йӗс хӗлӗх пек чӗтренӗ сасӑпа.– Кто это рисовал? – повторила немка голосом, задрожавшим, как сильно натянутая струна.
15 сыпӑк // Леонид Агаков. Валентин Катаев. Полк ывӑлӗ. Повесть. Леонид Агаков куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1948
4. Ӑна тӳнкӗр ҫапса, ташласа мухтавлӑр, Ӑна хӗлӗх янӑратса, шӑхличӗ каласа мухтавлӑр.4. Хвалите Его с тимпаном и ликами, хвалите Его на струнах и органе.
Пс 150 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Эй итлӗр, патшасем, тӑнлӑр, аслӑ ҫынсем: эпӗ Ҫӳлхуҫана мухтаса юрлатӑп, хӗлӗх янӑратса Ҫӳлхуҫана, Израиль Туррине, мухтатӑп.3. Слушайте, цари, внимайте, вельможи: я Господу, я пою, бряцаю Господу Богу Израилеву.
Тӳре 5 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Типсе хӑрнӑ курӑксем туртса карӑнтарнӑ хӗлӗх пек курӑнаҫҫӗ, ҫав кашни хӗлӗх сасси пач чарӑничченех вӑйсӑрланса та вӑйсӑрланса пынӑн туйӑнать.
IV // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 23–36 стр.