Шырав
Шырав ĕçĕ:
Каютӑра кӑштах ларсан Дюрок палуба ҫине тухрӗ, унӑн пирус хӗлхемӗ ман патӑмалла килет, компас умне тайӑлнӑ пите асӑрхарӑм кӗҫех.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.
Ӑна Петрония еплерех тӑни килӗшет: чечекленекенскер, ҫӳллӗ, хуҫалӑхлӑхпа сывлӑх сӑнлӑхӗ, вара пӗтӗмлетрӗ: Петрония ҫак куна тӗлӗнмелле юмахӑн хӑй еккипе вӗҫсе кӗнӗ хӗлхемӗ пек хакласа пурнӑҫ тӑршшӗпех ас туса пурӑнӗ ахӑр.
IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Футроз кулли перламутрла тап-таса шӑлӗсене уҫать; ҫакӑн чухне унӑн пит ҫӑмартисенче илӗртӳллӗ-хаваслӑ путӑксем тухаҫҫӗ, — вӗсем Элли путӑкӗсемпе тӑванлӑ, хура куҫӗсенче ихӗлтетӳ хӗлхемӗ мӗлтлетет.
II сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.
Ҫутӑ ҫухалчӗ: хӗвелӗн тӳрӗ, пайӑркаллӑ хӗлхемӗ хӗрлемесрех, витӗр курӑнакан пӗкӗ пек пулса тӑчӗ, ҫавӑнпах ҫул хӗрринчи канавсенчи йӑлтӑркка чечек-курӑк куҫ умӗнчех илемне ҫухатрӗ, кӗтмен ҫӗртен купороспа сапнӑн курӑнать.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 310–317 с.
Ягдин «турӑ хӗлхемӗ» йышши йӑлӑхтармӑш танлаштарусене илсе кӑтартрӗ.
I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 198–207 с.
Ҫавӑнпа та алӑкра нумай вӑхӑт ҫаврӑнкаланӑ уҫӑ ӑна электричество хӗлхемӗ лекнӗн сиксе тӑма хистерӗ.Поэтому долгий ворочающийся звон ключа в двери заставил его вскочить, как от электрического заряда.
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 23–48 с.
Хутран-ситрен чӑн-чӑн туйӑм хӗлхемӗ унра та хыпса хӗмленет пек, анчах ҫакӑн валли унӑн эрех ӗҫсе ӳсӗрӗлмелле, ҫапла майпа характерӗшӗн килӗшӳллех мар юрату ҫемҫелӗхӗ пӑснӑ пӗр шайлӑха «йӗркене кӗртмелле».
Пьерпа Суринэ // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 276–284 с.
Анчах тарӑху-ҫилленӳ хӗлхемӗ курӑнмарӗ унта, эй-эй, унашкалли мар, пач урӑххи, ӗненме те май ҫукки палӑрчӗ.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Ҫапах юрату хӗлхемӗ пач сӳнчӗ теме ҫукчӗ ҫав.
3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.
Пӗчӗкҫӗ мотор, — ӑна кӗсьере вырнаҫтараятӑн, — шурӑ металл пӗрчисемпе «апатланать», вӗсем вара электричество хӗлхемӗ тухсанах хӑрушӑран та хӑрушӑ хӑватпа пайланма пуҫлаҫҫӗ.
Гусев хулана сӑнать // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Тутапа тута кӑварӗн чи-чи пирвайхи те чи-чи юлашки хӗлхемӗ.
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Тав сана, чирлешке ҫынна та туххӑмрах чӗрӗлӗх вӗрсе кӗртме нимӗскерне те чӗптӗм хӗрхенмен хӑватлӑ уй-хир, тав сана, ачам-пӑчама хӗвел хӗлхемӗ парнеленӗ ен!
6 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Ун чухне мана: каткари шыва ӗҫме хӑрушӑ (шывӗ вӗременскер пулсан, тем курӑн!), уҫӑ чӳрече умӗнче тӑни тата та хӑрушӑрах (кӗтмен ҫӗртен паровоз хӗлхемӗ куҫа кӗрес-мӗн пулсан, хуплантӑмӑр вара!), поезд пынӑ чух пӗр вагонран тепӗр вагона ҫӳрени вилӗмпе танах, тесе никам та ҫӑвар уҫман пулӗччӗ.
«Чи кирли ҫинчен ан манса кай!» // Аркадий Петров. Алексин А.Г. Сашӑпа Шура: повесть; А.Петров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 92 с.
Хавхалану хӗлхемӗ текенни вара вӗсен куҫӗсенче хытӑрах та хытӑрах ҫиҫсе йӑлкӑшать тейӗн.Огонь возбуждения в их глазах, казалось, разгорался все ярче и ярче.
Хӗрлӗ хӗвел // Тани Юн. Шундик Н.Е. Инҫетри ҫурҫӗрте: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 340 с.
Ҫак ҫуртӑн кантӑкӗсенчен вара тӗттӗм тавраналла пӗр ҫутӑ хӗлхемӗ те сӑрхӑнса тухмасть.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Ҫак хӗрарӑм, ҫамрӑк йӗкӗте курсан, кашнинчех унӑн куҫӗсенче ҫиҫсе вылякан намӑссӑрлӑх хӗлхемӗ сӳнсе ларать, куҫ шӑрҫисем сарӑлса каяҫҫӗ, хӑйсен сӑрӑ-кӑвак тӗсне улӑштарса тӗксӗмленеҫҫӗ, вара пӗр хускалми пулса тӑраҫҫӗ.
Окуров хули // Уйӑп Мишши. Горький М. Окуров хули: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 134 с.
Тӗтӗмлӗ ҫулӑмӑн малтанхи хӗлхемӗ унӑн усӑнса тӑракан ҫӳҫне ӗнтсе илнӗ, питне пӗҫертнӗ, Аранда тутисене сиктернӗ, темӗскер каласшӑн пулнӑ.
Вунсаккӑрмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Траяска Романия марэ! — кӑшкӑрса ячӗ кӗтмен ҫӗртен хӗрача; унӑн хура куҫӗсенче хӑюлӑх хӗлхемӗ йӑлтӑртатрӗ.Траяска Романия Марэ! — неожиданно сказала девочка, и в черных ее глазенках блеснула решимость.
II // Наум Любимов. Гончар, Александр Терентьевич. Ялавпа пыракансем: 3 кӗнекеллӗ роман; Н. Я. Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 456 с.
Мӗскершӗн сана шанчӑк хӗлхемӗ патӑм-ши пӗрех хут, мӗскершӗн, мӗскершӗн, мӗскершӗн?..
4 // Хветӗр Агивер. Агивер Ф.Г. Сар ачапа сарӑ хӗр: Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1980. — 256 с.
Бомбардирсемпе кавалеристсем вара офицертан кӑштах аяккарах ларчӗҫ, чӗмсӗррисем вара, лере, алӑк патнех, ҫутӑ хӗлхемӗ кӑшт ҫеҫ ӳкекен ҫӗрех кайса вырнаҫнӑ.Бомбардиры и кавалеры сидели поближе, а уж там, в тени около входа, поместились покорные.
22 // Василий Алагер, Стихван Шавли. Толстой Л.Н. Севастополь калавӗсем: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 238 с.