Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӗллехи (тĕпĕ: хӗлле) more information about the word form can be found here.
Ватӑсен ачи-пӑчи тӗрлӗ еннелле саланнӑ, хӗллехи каҫсене пӗччен ирттерме тунсӑх, нушаллӑ.

Help to translate

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Хӗллехи вӑхӑт вӗсемшӗн хӗрӳ тапхӑр.

Help to translate

Ушкӑнпа ӗҫлеме те, канма та аван // Хресчен сасси. «Хресчен сасси», 2016.03.17, 10№

Февралӗн 6-мӗшӗнчен пуҫласа Вӑрмар поселокӗнче ашшӗпе ывӑлӗ - Александрпа Евгений Бойковсем - урам командисем хушшинче «Хӗллехи классика» ятпа пилӗк туртан тӑракан юр ҫинчи мини-футбол вӑййисем ирттерме пуҫлани, унта пӗтӗмпе ултӑ команда хутшӑнма кӑмӑл туни ҫинчен пӗлтернӗччӗ.

Help to translate

«Хӗллехи классика» ҫуллахине те куҫӗ // В.ТОЛМАТОВ. «Хӗрлӗ ялав», 2016.03.15

Хӗллехи сезон хупӑннӑ кун (март вӗҫӗнче) шкул ятне Люда Павлова, Тамара Егорова, Вениамин Васильев, Тамара Вершинина ҫӳле ҫӗклеҫҫӗ.

Help to translate

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Икӗ ҫул каялла Сочи хулинче иртнӗ хӗллехи олимпиада ҫӗршывра спортпа туслисен йышне тата пысӑклатрӗ.

Help to translate

Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Мартӑн 12-13-мӗшӗсенче пирӗн ентешсем Смоленскра шалта иртекен ҫӑмӑл атлетикӑн хӗллехи чемпионатӗнче тупӑшнӑ.

Help to translate

Смоленскран – медальсемпе // Татьяна Майорова. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24

Хӗллехи кӑн-кӑвак тӳпе тата пит-куҫа ӑшӑтайман хӗвел чуна савӑнтарчӗ.

Help to translate

Ҫывӑхрах - пӑши! // Людмила МАЙОРОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№

Чир ҫынна шӑшисен шӑкӗпе, каяшӗпе вараланнӑ япаласем урлӑ ерет (ҫулҫӑ, йӗкел, хӑрӑк турат пуҫтарнӑ чух, выльӑх апачлӗх тырӑпа, утӑ-улӑмпа, коллективлӑ садсенче ӗҫленӗ, тирпейленӗ, вӑрман ӗҫленӗ чухне, хӗллехи вӑхӑтра вӑрмансенче вырнаҫнӑ ҫуртсенче пулнӑ вӑхӑтра, шӑшисем вараланӑ апат-ҫимӗҫе сывлӑшпа тусан урлӑ).

Help to translate

Шăши чирĕнчен асăрханар // Р. ДАНИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Хӗллехи вӑхӑтра шӑшисем ҫын пурӑнакан вырӑнсене куҫаҫҫӗ.

Help to translate

Шăши чирĕнчен асăрханар // Р. ДАНИЛОВА. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04

Столовӑйра хӗллехи вӑхӑтра кӑна кӑшт сывласа яма пулать – килекенсем сахалрах, хӗрӳ тапхӑрта – ҫурхи ака, вырма вӑхӑтӗнче – каҫчченех плита умӗнче, хирте тӑрӑшакансене 3 хутчен вӗри апатпа тивӗҫтермелле.

Help to translate

Чăваш Ен Пуçлăхне те хăналанă // Любовь Семенова. «Тӑван Ен», 15-16№, 2016.03.02-10

РФ спорт мастерӗ 2012 ҫулта ҫамрӑксен хӗллехи I Олимп вӑййисенче кӗмӗл медаль ҫӗнсе илчӗ.

Help to translate

«Кăйкăрсем» парăнма хăнăхман // Андрей МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Вӗсенчен вуннӑшӗ 1952-1990 ҫулсенче ҫуллахи тата хӗллехи Олимп вӑййисенче ӑмӑртнӑ, пиллӗкӗшӗ малти вырӑнсене йышӑннӑ.

Help to translate

Чăваш Ене тĕнче шайне çĕкленĕ Краснов // Петр СИДОРОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 1; 27№

Сывӑ пурнӑҫ йӗркине тытса пыракансем хӗллехи вӑхӑтра йӗлтӗрпе ярӑнаҫҫӗ, хоккей площадкисенче иртекен ӑмӑртусене хутшӑнаҫҫӗ.

Поддерживающие здоровый образ жизни в зимнее время катаются на лыжах, участвуют в соревнованиях, проходящих на хоккейных площадках.

Волейболла, футболла вылярĕç // Н.АРХИПОВА. «Каҫал Ен», 2016, нарӑс, 26

Ку, паллах, ҫитӗнӳ, ҫавна май эпӗ шанатӑп: Чӑваш Ен спортсменӗсем ҫывӑх вӑхӑтрах хӗллехи олимпиадӑсен пьедесталӗсене тем тесен те парӑнтарӗҫ.

Это несомненный успех, и я уверен, что уже в недалеком будущем спортсменам Чувашии обязательно покорятся пьедесталы белых олимпиад.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Раҫҫейӗн пӗрлештернӗ Олимп команди йышӗнче нумай ҫул хушшинче пуҫласа хӗллехи спорт тӗсӗсем енӗпе пирӗн республика спортсменки те ӑмӑртни уйрӑмах камӑллӑ пулчӗ.

Особенно приятно, что впервые за много лет в составе олимпийской сборной России по зимним видам спорта выступила представительница нашей республики.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Пӗлтӗрхи нарӑс уйӑхӗнче Сочи хулинче ҫӗршывра пуҫласа хӗллехи Олимп вӑййисем иртрӗҫ.

В феврале прошлого года в Сочи впервые в нашей стране состоялись Олимпийские зимние игры.

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed