Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑтӑлса (тĕпĕ: хӑтӑл) more information about the word form can be found here.
Юбка пиҫиххине чупнӑ ҫӗртех туртса татрӑм, унран хӑтӑлса тухрӑм та малалла чупса кайрӑм, юбкӑпа трофей пек сулкалашатӑп.

Я на бегу разорвал пояс юбки и выскочил из нее, потом, отбежав, стал трясти ею, как трофеем.

XI // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Хамӑрӑннисем патне сиктерсе ҫитрӗм те, юлташӑмсене калатӑп: «Пирӗннисем серепене ҫакланчӗҫ пулмалла, хӑтӑлса тухаймаҫҫӗ», тетӗп.

Прискакал к своим и говорю: «Влопались наши, должно, не выберутся».

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Тытасран хӑтӑлса юлса Гимнаст, ҫаврӑна-ҫаврӑна пӑхнӑ май, пульлисене тӑватӑ хутчен ывӑтрӗ, ҫак самантсенче кашнинчех хыҫалта вилесле аптӑравлӑх палӑрнине туять.

Четыре раза, спасаясь от поимки, Гимнаст оборачивался, швырял пули, и каждый раз происходило некоторое смертельное замешательство.

I. Тарни // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 287–291 с.

Ан ҫыхланӑр, питех те тӗл пенӗрен каттӑркӑ ссылкинчен хӑтӑлса юлаймӑр, тата та япӑхрах килсе тухмасан…

Лучше не ввязывайтесь, а то при вашей меткости не миновать вам каторжной ссылки, если не хуже чего.

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

Анчах эпӗ те сире ҫакна асӑрхаттарам: ялавсем, портретсем илкеленипех хӑтӑлса юлаймӑр, хӑҫан та пулсан сирен пеккисене те тыткалама пуҫлӗҫ-ха.

А только дозвольте вам заметить, что ни флажками, ни портретами вы не откупитесь, придет и на вас управа.

I сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

— Эсӗ ҫакӑнпа хӑтӑлса юласшӑн-и?

 — Этим ты думаешь отделаться?

IV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–281 с.

— Пӑхса киленем: еплерех хӑтӑлса тухайӑн?

 — Посмотрю я, как ты выкрутишься.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 345–359 с.

— Каласамӑр… э-э… — хӑйне пӑвакан кулӑран хӑтӑлса ыйтрӗ тухтӑр, — эсир йӗркеллех аталаннӑ-тӑр?..

— Скажите… э-э… — спросил доктор, отделавшись от душившего его смеха: — вы развиты нормально?

Йӗрекен ҫын // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 285–290 с.

Вӑл ҫак чунсӑр ҫынсен тыткӑнӗнчен тепӗр кунне кӑна хӑтӑлса тухнӑ.

Help to translate

Ҫын вӑрлакансем // Н. Пушкин, Н. Никитин. «Капкӑн», 1962, 7№, 10 с.

Упаран эпӗ, чӑн та, йывӑҫ ҫине йӑпӑр-япӑр улӑхса хӑтӑлса юлтӑм, анчах хама пур пӗрех ӑмсанмалла апат пек хакларӑм.

От медведя я, правда, залез на дерево, но все-таки смотрел на себя, как на завидное кушанье.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 174–191 с.

Телее — ҫын вилесси-аманассинчен хӑтӑлса юлчӗҫ.

К счастью, человеческих жертв не было.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 229–275 с.

Йӑванпа Унеҫӗм евитленипе тепӗр кун яла милиционер килсен те, Ехвин хӑйӗннех печӗ, ҫапла вара чиперех хӑтӑлса юлчӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хальхинче нӑрӑ Ассолӗн страница кӗтессине тытнӑ алли тӗлнех ҫитрӗ; кунта «кур» сӑмах ҫинче лакса ларчӗ, хӑйне тепре тапӑнасса кӗтнӗ май иккӗленерех чарӑнчӗ, чӑнах та — ырӑ мар япаларан аран-аран хӑтӑлса юлчӗ, мӗншӗн тесен Ассоль: «Каллех кӑпшанкӑ… ухмахскер!» — тесе кӑшкӑрсах янӑччӗ ӗнтӗ, хӑнана татӑклӑн вӗрсе антарасшӑнччӗ, анчах куҫӗсене пӗр пӳрт тӑрринчен теприн ҫинелле ӑнсӑртран куҫарчӗ те — сасартӑк урам уҫлӑхӗнчи сенкер тинӗс хушӑкӗнчен… хӗрле парӑслӑ шурӑ карап ишсе тухрӗ.

На этот раз жучку удалось добраться почти к руке Ассоли, державшей угол страницы; здесь он застрял на слове «смотри», с сомнением остановился, ожидая нового шквала, и, действительно, едва избег неприятности, так как Ассоль уже воскликнула: — «Опять жучишка… дурак!» — и хотела решительно сдуть гостя в траву, но вдруг случайный переход взгляда от одной крыши к другой открыл ей на синей морской щели уличного пространства белый корабль с алыми парусами.

VII. Хӗрлӗ «Вӑрттӑнлӑх» // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Тӗккелесе пӗтерчӗҫ мана; ҫапах хӑтӑлса тухрӑм та куҫлӑхлӑ хура ҫын умне пырса тӑтӑм.

Меня затолкали; однако я выбралась и подошла к черному человеку в очках.

IV. Пӗр кун маларах // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремёш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 9–90 с.

Ҫавӑнпа ытти ҫӗртен килнӗ ҫынсенчен нумайӑшӗ кунтан каймаҫҫӗ, вӗсем кӑнтӑралла тата малалларах — большевиксенчен хӑтӑлса ҫӗнтерӳллӗ чансемпе кӗрлекен атаманлӑ Новочеркасска, е — «чикӗ леш енне»: тӗлӗнмелле ырӑ Крыма-и, нимӗҫсем лӑплантарса, тап-таса шӑлса тасатнӑ, лӑплантарнӑ илемлӗ Киева-и, ҫак шиклӗ вӑхӑтра тухса каяс вырӑнне, — переворот пулса большевиксен хӑрушлӑхӗнчен пӗтӗмпех хӑтӑличчен тата темиҫе эрнене кунтах хӑракаласа ирттерни лайӑхрах пулӗ тесе шутлаҫҫӗ.

И многие приезжие предпочитали потомиться еще какое-то количество недель до переворота, до полного освобождения от большевистского ужаса, чем подвергать себя случайностям заманчивого, но крайне опасного сейчас, продвижения дальше на юг — в гудящий победоносными колоколами, освобожденный атаманский Новочеркасск или — «за границу»: в дивный Крым, в красавец Киев, успокоенный, чисто подметенный немцами.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Кашни эшелонри халӑх ҫак михӗ пек таппа кӗрсе юлнӑ, капланса тӑракан вагонсен хушшинчен епле те пулин хӑвӑртрах хӑтӑлса тухма тӑрӑшать.

Население каждого эшелона стремилось поскорее уйти из этого запертого в ловушке скопления вагонов.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ӗҫ капла пулса тӑрасса никам та кӗтмен, сехӗрленнӗ ҫамрӑк боецсем, хӑйсен стройри вырӑнне пӑтраштарса ҫухатнӑ та, кашниех тӑшман хуптӗрӗнчен хӑтӑлса харпӑр пуҫне ҫеҫ ҫӑласшӑн пулнипе тӗрлӗ енне сапаланса пӗтнӗ.

Такого оборота никто не ждал, молодые бойцы смутились, потеряли строй, и врассыпную пошел каждый спасать свою шкуру, выходя из окружения.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Каҫ пулнӑ вӑхӑта тӑшманпа перӗнсе тӑрассинчен хӑтӑлса тухнӑ.

К ночи удалось выйти из соприкосновения с противником.

6 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Ун телейне темӗнле карчӑк краватьшӗн тӑватӑ крона пама пулчӗ, ҫапла майпа Эмиль кирлӗ мар япала туянассинчен хӑтӑлса юлчӗ.

К счастью, какая-то старушка согласилась отдать за неё четыре кроны, и таким образом Эмиль был спасён.

Ку вӑл шӑматкун, июнӗн вуниккӗмӗшӗнче, Бакхорвари суту-илӳ вӑхӑтӗнче пулса иртнӗ // Галина Матвеева. Линдгрен А. Лённебергӑри Эмиль мыскарисем: повесть; чӑвашла Г.А. Матвеева куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2018. — 203 с.

Ҫапла ӗнтӗ, сӑмах кунта ӗмӗр-ӗмӗрех ҫамрӑклӑх ырлӑхӗсемпе киленсе пурӑнасси ҫинчен мар, ватӑлнӑ кун-ҫулта яланах пулакан инкексенчен мӗнле майпа хӑтӑлса ӗмӗр-ӗмӗрех пурӑнса ирттересси ҫинчен пулать.

Следовательно, речь идет здесь вовсе не о том, чтобы вечно наслаждаться молодостью и ее благами, а о том, как провести бесконечную жизнь, подверженную страданиям, какие приносит старость.

Вуннӑмӗш сыпӑк // Урхи Наумӗ, Куҫма Чулкаҫ. Свифт, Даниэль. Лемюэль Гулливер ҫулҫӳренисем; вырӑсларан Н. Урхипе К. Чулкаҫ куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1954. — 368 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed