Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑтланса (тĕпĕ: хӑтлан) more information about the word form can be found here.
Ҫу-ук, пыраймастӑп, — терӗ Актай пуҫне ҫӗклемесӗр, ҫаплах аппаратпа ӳкерме хӑтланса.

Help to translate

4 // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 16–60 с.

Ванюк, амӑшӗ хыҫҫӑн калама хӑтланса, кӑшкӑрса ячӗ:

Help to translate

III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хура маччапа хура пӳрт стенине курсан: «Ӑҫта эпӗ?.. Мӗн пулнӑ мана?» — шухӑшларӗ аса илме хӑтланса.

Help to translate

VIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Кам килӗ умӗнчеччӗ-ха ку? — тавҫӑрма хӑтланса шухӑшларӗ вӑл.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Хӑтланса пӑх-ха — арӑмупа ачусене тӳрех сӗретӗп, Рэмбо юлташ, — хӑратать хайхи.

Help to translate

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

«Мӗн пулать те мӗн килет, каяс, хӑтланса пӑхас.

Help to translate

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

«Ирина Алексеевнӑн ашшӗ сӑмахне ҫилпе вӗҫтермен тата ҫирӗп ыйтакан ҫын пулмалла, енчен те вӑл хӗре стройкӑра мӗн хӑтланса ҫӳренине пӗлсен, аванах лектерет ӑна», — шутларӗ те Миша ыйтӑва хуравларӗ:

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Эсир кутӑн ача пек кирек те мӗнле хӑтланса ҫиеле тухма тӑрӑшсан та, ҫак лесапа усӑ курма ирӗк памастӑп, — терӗ инженер.

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

Египета каллех пӑхӑнтарса тӑма хӑтланса пӑхнӑ кушитсен юлашки патши Тануатамон пулнӑ, пирӗн эрӑчченхи 664 ҫулта вӑл ассирисемпе ҫапӑҫса илнӗ, анчах унӑн ҫарне аркатса тӑкнӑ.

Последним кушитским царем, который попытался восстановить контроль над Египтом, был Тануатамон, который потерпел сокрушительное поражение от ассирийцев в 664 г. до н. э.

Нуби // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9D%D1% ... 0%B1%D0%B8

Ӑна йӑпатма, ӑсатма хӑтланса пӑхнӑ — яхӑна та яман ҫакскер.

Help to translate

Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.

Подполковник сӑн-пичӗ ҫумӑр пӗлӗчӗ пек тулса кайрӗ, вӑл арестанткӑна, ҫав Ешӗл Йӑмраллӑ ялӗнчи Жанна д’Арка пӳлме хӑтланса кӑкӑрне сывлӑш тултарчӗ, пултараймарӗ.

Help to translate

Тӑранайми вӑрҫӑсем // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл, мӗнле те пулин тӗллев патне ҫитме хӑтланса шӑпах выртрӗ.

Help to translate

Чӑтӑмлӑхӑн та вӗҫӗ пур // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӑл хӑй те выртрӗ, пулас ачана куҫ умне кӑларса тӑратма хӑтланса кулса та илчӗ.

Help to translate

Лиля // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Эпир хӑтланса пӑхӑпӑр.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Чупма та хӑтланса пӑхрӗ, анчах та сулахай ури сутӑнчӑклӑн айккинелле пӑрӑнчӗ те хӗрарӑм юр ҫине тӑсӑлса ӳкрӗ — юр пите ҫунтарса илчӗ.

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Британсем хулара пурӑнакан хрантсус чӗлхиллӗ ҫынсене колонилесе ассимиляцилес тӗлӗшпе пӗрре кӑна мар, темиҫе те ӑнӑҫсӑр хӑтланса пӑхнӑ.

Британцами делались неоднократные, но в целом безуспешные попытки колонизации и ассимиляции франкоязычных жителей города.

Квебек // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%9A%D0% ... 0%B5%D0%BA

1729 ҫулта Чукотка халӑхӗсене ясак тӳллеттерес тесе черетлӗ хут хӑтланса пӑхнӑ, ҫак тӗллевпе Афанасий Шестаков ертсе пыракан ҫӗнӗ ҫар экспедицине йӗркеленӗ, ҫапах та ӑна чукчасем ҫӗмӗрсе тӑкнӑ.

В 1729 была с целью очередной попытки обложить народы Чукотки ясаком предпринята новая военная экспедиция под командованием Афанасия Шестакова, однако она была разбита чукчами.

Анадырь историйӗ // Аҫтахар Плотников. https://cv.wikipedia.org/wiki/%D0%90%D0% ... 0%B9%D3%97

Кайран вара — Павӑл алкум тӑрринчен вӑрттӑн кӗме хӑтланса пусма ҫинчен персе анчӗ.

Help to translate

XVII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

— Мӗн хӑтланса ҫӳретӗн эс? — ыйтрӗ вӑл.

Help to translate

XV сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Эх ухмах, ухмах, мӗн хӑтланса пурӑнтӑм, ӑҫта ҫапкаланса, мӗнле телей шыраса ҫӳрерӗм пуль эпӗ ҫак таранччен!

Help to translate

1 // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 34–50 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed