Шырав
Шырав ĕçĕ:
Пирӗн ял ачисем усал мар, билетсӑр кӗме хӑтланакансем ҫук.
Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.
Тата Анука укҫа Михха паман, вӑл ыйткаласа ҫӳрекене ҫаратнӑ теме хӑтланакансем те тупӑнчӗҫ, анчах ку халапсем витӗмлех пулмарӗҫ.
XI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Ура хума хӑтланакансем те тупӑнчӗҫ.
Улах саланчӗ // Анатолий Юман. Ӑшхыптармӑшсем: калавсем, сӑвӑсем, шӳтсем, пьесӑсем. — Шупашкар: и. ҫ., 1986. — 62 с. — 48–50 с.
Ӗнер ҫеҫ вӗт-ха начальниксем патне ман участокра пурте лӑпкӑ, патша тытӑмне хирӗҫ калама хӑтланакансем ҫук тесе пӗлтертӗм.
IX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хырҫӑсене укҫан парса татма хӑтланакансем те пур.Находятся несколько человек, которые пытаются откупиться деньгами.
Кантуртисем // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.
Тытӑҫакансене уйӑрма хӑтланакансем те йышланчӗҫ.
2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.
— Эверккине ура хума хӑтланакансем те ҫав ушкӑнра кӗшӗлтетеҫҫӗ, авӑ.
XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.
Чӑнах та, Кассет шутсӑр хӑрушӑ, Вард тавра ҫаврӑнас марришӗн ҫула кӗскетес тӗллевпе ун урлӑ кайма хӑтланакансем ҫукпа пӗрех; анчах вӑл, Дюк, хӑранипе пӑрӑнса ҫӳренӗ-им вара «Ӑссӑр Пыртан»?
V // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пӗрремӗш том. — Шупашкар, 2010. — 416 с. — 187–210 с.
Хапха патӗнчен салтаксем пӗрхӗнчӗҫ, урам тӑрӑх карма-ҫӑвар офицера пуҫхӗрлех сӗтӗрсе кайрӗҫ, штурмлама хӑтланакансем пусма тӑрӑх пере-пере ӳкрӗҫ те тарса каякан рота хыҫҫӑн чупрӗҫ.
XXV сыпӑк // Петр Золотов. Мстиставлский С.Д. Курак — ҫурхи кайӑк: повесть. Вырӑсларан П. Золотов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950. — 366 с.
— Авӑ вӗсем, вуласа хӑтланакансем, чугун ҫула сиктерсе янӑ, вӗлересшӗн пулнӑ…— Вон они, читатели-то, железную дорогу взорвали, хотели убить…
VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Хӑйсен ҫурчӗсен кӗлӗ ҫинче те пулин ӑшӑнма сала патне ҫывхарма хӑтланакансем ҫинелле пирвайхи хут персенех хресченсем сала патне урӑх пымарӗҫ, вӗсем сӑртсем хушшипе саланчӗҫ те нимӗҫсем каясса кӗтме тытӑнчӗҫ.
34 // Александр Яндаш. Чосич, Д. Хӗвел инҫетре: роман / вырӑсларан А.Яндаш куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 352 с.
Ҫыпӑҫма хӑтланакансем нумай пулнӑ.
Хуркайӑк // Асклида Соколова. Алексеев, Михаил Николаевич. Ҫӑкӑртан асли ҫук: [повеҫ] / М. Н. Алексеев. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1967. — 192 с.
Паян историе ҫӗнӗлле тата ӑна пӑсса ҫырма хӑтланакансем каллех пуҫ ҫӗклеҫҫӗ.Сегодня с новой силой возобновились попытки переписать, извратить историю.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Чӑваш Республикин Патшалӑх Канашне янӑ ҫыру (2020) // Михаил Игнатьев. http://www.cap.ru/events/events/2020-god ... /2020-chuv
Хӗрес илесшӗн рескелленсе хӑтланакансем питӗ ытлах тупӑнмастчӗҫ.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Германи вӑрҫинче чух хӗрес илесшӗн шухӑланса хӑтланакансем шуйттан чухлӗччӗ, халӗ ак инҫетри разведкӑна мар, заставӑна кайма та ӳкӗте кӗртейместӗн.
LXI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Вӗсен хушшинче «пуҫсӑр-мӗнсӗр шухӑсем» те пур вӗсен, ҫӳрес пулсан, ҫил шӑхӑрса пымалла хӑвӑрт ҫӳрес пулать, машинӑна хӑваласа иртес пулсан, сӗрлесе-шавласа кӑна иртмелле, пӑрӑнмалла пулсан, хӗсӗнсе пӑрӑнмалла, — ҫавӑн пек хӑтланакансем милици работникӗсемпе яланах тӑшманла пурӑнаҫҫӗ, ыйӑха та, канӑва та пӗлмесӗр ӗҫлекен те пур, васкавлӑн тырӑ турттармалла пулса тухсан, вӑл руль умӗнче талӑкӗпех те ларма пултарать; анчах шел пулсан та, «калым мастерӗсем», урӑхла каласан, укҫа-тенкӗ шӑршине таҫтан туйса илекенсем те пур-ха: вӗсем яланах вӑхӑтра «газ парса», ӑҫта та пулин ют склада е базӑна пӑрӑнса кӗме пултараҫҫӗ, вара, ҫемҫенрех калас пулсан, «ҫула май, пушӑ каяс мар тесе» ют ҫын грузне тонна е тонна ҫурӑ тиеҫҫӗ, ҫул ҫинче тата кузова михӗ ҫакнӑ вунӑ «короле» лартаҫҫӗ; вӗсем пурне те пит чеен тума пултарнипе чылай вӑхӑтчен чи сыхӑ автоинспектор та ҫавна курма пултараймасть.
III // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫавӑнпа фермера тавӑрма, ура лартма хӑтланакансем те пур-ха.Поэтому есть такие, которые мстят и ставят подножки фермерам.
Куҫ хӑрать те, алӑ тӑвать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 21(2608)№, 2016.06.02
- Унчченхи ҫыравра хирӗҫлекенсем, пӑрӑнма хӑтланакансем те пурччӗ.
Тĕрĕс сăмах чул ватать // Лариса Никитина. «Хресчен сасси», 7(2594)№, 2016.02.25
- 1