Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑрушшӑн the word is in our database.
хӑрушшӑн (тĕпĕ: хӑрушшӑн) more information about the word form can be found here.
Йытӑсем тулашнине сехрене хӑпартса итлесе ларсан-ларсан, пулӑшу ыйтса Тарзан нӑйк-нӑйк тума тытӑнсан тӳсеймерӗ Вова тискеррӗн, хӑрушшӑн кӑшкӑрса, ҫухӑрса ячӗ.

Help to translate

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

— А-а-а! — аслӑ вӑрман хӑрушшӑн янӑраса каять.

Help to translate

Лапшу Ҫтаппанӗн халапӗ мар // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Уртем, хӑрушшӑн йӑлтӑртатакан куҫӗпе тӑсланкӑ шофера пӑраласа, лешӗ чулпа ҫапасран шикленмесӗр таплаттарса, ун патне васкамасӑр утса пырать.

Help to translate

Арӑм парни — сысна валашки // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Христос аллинче ҫӗҫӗ хӑрушшӑн ялтӑртатса илет…

Help to translate

Христос ушкӑнӗ ташлать // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 85–186 с.

Хӑрах ури тахҫанах сусӑрланнӑран тӑлт-талт пусса чупакан Вихтӗр бригадир, юр ҫине тӑсӑлса выртса, кашкӑрсене тӗллет те, кӗрӗст! тӑвать пӑшал хӑрушшӑн.

Help to translate

Тӑваттӑмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

«Ял кулакӗ, эсӗ кунта мӗн сӑлтавпа килнине пӗлетпӗр», — тени халӗ те хӑлхара хӑрушшӑн янӑраса тӑрать.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хӑрушшӑн кӗрлет пушар.

Help to translate

44 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Вӑхӑтӑн-вӑхӑтӑн пире хӑрушшӑн туйӑнса каять: е кунта витӗр курма ҫук курӑк ӑшӗнче пӗр-пӗр тискер кайӑк пытанса тӑрать пулсан, тен вӗсенчен чи вӑйли — арӑслан пулсан…

Временами нам делается жутко: а вдруг где-нибудь рядом в непроницаемой траве притаился хищный зверь, может быть, даже самый могучий из них — лев…

Африкӑри саванна тӑрӑх ҫӳрени // Никифор Ваҫанкка. Географи: пуҫламӗш шкулӑн тӑваттӑмӗш класӗнче вӗренмелли кӗнеке / Л. Г. Терехова, В. Г. Эрдели; РСФСР Ҫутӗҫ халӑх комиссариачӗ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 132 с.

— Вӑрлатӑр эппин! — сасартӑк хӑрушшӑн кӑшкӑрса ячӗ Денис.

Help to translate

3 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Хӑрушшӑн карклатса пуҫ ҫийӗнех вӗҫе-вӗҫе ирте пуҫларӗҫ.

Help to translate

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Юлашкинчен вӑл сакӑлтаран персе анас патнех ҫитет те хӑрушшӑн кӑшкӑрса ярса вӑранса каятчӗ.

Help to translate

2 // Николай Андреев. https://chuvash.org/lib/haylav/8101.html

Ҫак шӑплӑхра хушӑран хушӑ ҫеҫ ҫерем ҫинче амӑшӗ апат тупса парасса кӗтсе ларакан курак чӗпписем, ҫунаттисене сарса, уҫӑлсах ҫитмен сассисемпе хӑрушшӑн хурахлатса кӑшкӑрса яраҫҫӗ, унтан темскер тупнӑ амӑшне хирӗҫ ынатланса сиксе пыраҫҫӗ.

Help to translate

4 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫурри ытла пушӑ витре, урана перӗнсе, ҫӗрлехи шӑплӑхра хӑрушшӑн чӑнкӑртатса илчӗ.

Help to translate

1 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Нихӑшӗ те парӑнасшӑн мар, сассисем уйра хӑрушшӑн янраҫҫӗ.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Вӑрман ҫаплах хӑрушшӑн кашлать…

Help to translate

4 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Юрланса шуралнӑ ҫӑмламас ҫӗлӗк хӑлхине ҫӗклесе тӑнлать, анчах ҫил хӑрушшӑн улани кӑна илтӗнет.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Хӑрушшӑн улать.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Йывӑҫсем хӑрушшӑн кашланисӗр пуҫне вӑрманта нимӗнле сас-чӗвӗ те ҫук.

Help to translate

2 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Ҫарала пуҫланӑ йывӑҫсем хӑрушшӑн карлаҫҫӗ, хӑрӑк туратсем шартлата-шартлата хуҫӑлаҫҫӗ.

Help to translate

5 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 35-61 с.

Пурте хура та хӑрушшӑн курӑнаҫҫӗ.

Help to translate

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed