Шырав
Шырав ĕçĕ:
Сехре хӑпнипе чӗтрекен пулнӑ шургвардеецсем, пӗтӗмпех арпашӑнса кайса, пристаньсенчен каякан пароходсене хупла-хупла илнӗ.Охваченные судорожным страхом, белогвардейцы в панике осаждали уходящие от пристаней пароходы.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
— Мӗскер тетӗн? — сехри хӑпнипе тепӗр хут ыйтрӗ.
Ҫутаттӑр // Олимпиада Таллерова. Гайдар, Аркадий Петрович. Ҫутаттӑр: калав; вырӑсларан О.Таллерова куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1971. — 44 с.
Анчах путакан йӳҫлӗхе кӗрсе ӳкесрен хӑранипе, эпӗ ун тавра ҫаврӑнса кайма шутларӑм, унталла-кунталла ҫаврӑнса ҫӳренӗ хыҫҫӑн сехре хӑпнипе чӑтлӑх витӗр тӳрех куҫ курнӑ ҫӗрелле чупрӑм.
Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.
Хальхинче ула курак «кра» тесе кӑшкӑрни эпир сехре хӑпнипе: — Шуй-т-т-ан! — тесе кӑшкӑрни пекех пулнӑ.В этом случае воронье «кра» означало, как если бы мы в ужасе крикнули: — Чёр-р-р-р-рт!
Ӳхӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 98–102 с.
Ҫапӑ купи айӗнчен тухса, ӳхӗ сехри хӑпнипе ҫывӑхри чӑрӑш патне пӗшкӗнсе чупса каҫнӑ вӑхӑтра пӗр ула курак кӑна пурччӗ.
Ӳхӗ // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 98–102 с.
Сехри хӑпнипе вӑл сиксе тӑрать, хӑлхисене чанк! тӑратса итлет: турат хӑй тӗллӗнех авкаланмасть вӗт-ха?В страхе он встаёт и прислушивается: веточка не может же сама собой шевельнуться.
Хӗрӳ сехет // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 72–73 с.
Ывӑлне вӑл юратнӑ, анчах та калама ҫук хӑраса тӑнӑ; именине тытма Василий Ивановича ирӗк панӑ — хӑй нимӗнле ӗҫе те хутшӑнман: старике хуҫалӑхра улшӑнусем тӑвасси ҫинчен, хӑйӗн планӗсем ҫинчен калаҫма тытӑнсанах, вӑл ахлатма, тутӑрпа сулкалама пуҫланӑ, сехри хӑпнипе куҫхаршийӗсене ҫӳлерех те ҫӳлерех ҫӗкленӗ.
XX // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ыттисем, сехри хӑпнипе, тарса пӗтрӗҫ.
Вӑрман разведчикӗсем // Михаил Рубцов. Виталий Бианки. Йӗр тӑрӑх; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1952. — 107–116 с.
Темӗнле ӑнланма ҫук вӑй ӑна кӑкӑртан чышса ячӗ те, вӑл, каялла чакса, месерле йӑванса кайрӗ, сехри хӑпнипе ҫавӑнтах ура ҫине сиксе тӑчӗ.
XVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Мӑн кӑмӑллӑ офицерччӗ ҫавскер, ярса тытрӑмӑр та хайхине, — тӳрех лӗнчӗрр! усрӗ мӑйӑх вӗҫӗсене, сехри хӑпнипе йӑлт лӑнчашкаланса кайрӗ.Важный офицер был, а как забрали его — и усы книзу опустил, обмяк весь со страху.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Сехри хӑпнипе вилсе кайӗ тата…
XIX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ах, сехре хӑпнипе чун тухас патне ҫитрӗ вӗт-ха.
XII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӗсем каялла ҫаврӑнса тараҫҫӗ; пичӗсем хӑйсен сехре хӑпнипе чалӑшнӑ.
IX // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Наталья, сехре хӑпнипе чӗтреме ерсе, кравать ҫине выртса ӗлкӗрнӗччӗ ҫеҫ — шашулкка шӑкӑрт-шакӑрт турӗ те кухньӑна ҫӳллӗ кӗлеткеллӗ хӗрлӗармеец пӗшкӗнсе кӗрсе тӑчӗ.
IV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Тётка кушак ҫинче тапаланкаласа чемодана шал енчен чӗрмелерӗ, сехри хӑпнипе сасӑ та кӑлараймарӗ.Тетка топталась по коту, царапала стенки чемодана и от ужаса не могла произнести ни звука.
VII. Ӑнӑҫсӑр ӗҫ // С. Алексеев. Антон Чехов. Каштанка: калав; вырӑсларан С. Алеквеев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 68 с.
Асатте — Петро Богатырева чи малтан кӗтсе илнӗскер — сехри хӑпнипе тӑнсӑр пулса ӳкнӗ карчӑкӗ выртакан тӑкӑрлӑка чупрӗ, округ правленийӗпе пӗрле декабрь уйӑхӗнче чакса кайнӑ ывӑлӗ пирки хыпар пӗлтерсе савӑнтарасшӑн пулчӗ.
LIII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Емельян утсене кӳлсе аппаланчӗ, сехри хӑпнипе пичев пӑявӗсене ҫыхаймасӑр тертленчӗ.
XXVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Виҫҫӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1974. — 438 с.
Бунчук ҫывӑхӗнченех казаксем Назарова, сехри хӑпнипе кӑвакарса-симӗсленсе кайнӑ Канаш председательне Волошинова, унтан татах темиҫе ҫынна туртса тухрӗҫ.
XIX // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Анна, бинокльне пӑрахса, йынӑшса ячӗ те сехри хӑпнипе чарӑлса кайнӑ куҫӗсене пылчӑклӑ аллипе хупласа тытрӗ: вӑл биноклӗн ҫывхартса кӑтартакан кӗленчинче хӑрушӑ ҫавра ҫилпе ют этемсен тискер вилӗмне курчӗ, пырне темле йӳҫек япала тӑвӑнса тулчӗ.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
— Вырт!.. — уншӑн сехри хӑпнипе тӗксӗмленсе, юн килсе капланнипе хӗрелсе кайса, кӑшкӑрчӗ Бунчук.— Ложись!.. — чернея от страха за нее, наливаясь кровью, крикнул Бунчук.
VI // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.