Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑпартӑм (тĕпĕ: хӑпар) more information about the word form can be found here.
Хӑпартӑм ҫӳллӗ ту ҫине, Ҫаврӑнтӑм пӑхрӑм ял енне: Ялти ватсем-мӗн хупахра, Алси-калпакӗ саклатра.

Help to translate

Поэзи пулсан… // Василий Долгов. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 92–98 с.

Клоун кӗпине тӑхӑнса хапха тӑрне хӑпартӑм.

Help to translate

Тӑрӑр вӑйӑ картине // Валентина Элпи. Эльби В. А. Тӑрӑр вӑйӑ картине: калавпа повеҫ. — Шупашкар: Чӑвашиздат, 1964. — 60 с. — 3–15 с.

Вырсарникун Атӑл хӗррине антӑм та хамӑн йывӑҫ кимме ҫыран хӗрринчен ҫӳҫесем айне сӗтӗрсе хӑпартӑм, унтан, чун туртмӑш Атӑла пӑрахса каяс килменнипе, шыв хӗррипе васкамасӑр тӑвалла утрӑм.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

«Ял» мӗнле арканни ҫине мар, сцена калӑпӑшӗ чӑнахах та залран курӑннӑ чухлӗ ҫеҫ-ши, пысӑкрах мар-ши вӑл, тесе пӑхрӑм эпӗ, ҫавна пӗлес килнӗрен чупса хӑпартӑм кунта.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Спектакль вӗҫленсен, алӑ ҫупни шӑплансан, артистсен ури айне чечек ҫумӑрӗ тӑкӑнма чарӑнсан, темиҫе хут уҫӑлса хупӑннӑ чаршав урӑх тем чухлӗ кӗтсен те уҫӑлас ҫуккине ӑнланса илсен, эпӗ вырӑнтан хускалтӑм та аннепе пиччене: «Атьӑр-ха, атьӑр манпа пӗрле!» тесе, пушӑ залран алӑк еннелле виркӗнтӗм, сцена хыҫне чупса хӑпартӑм.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Ленӑна анса тазик илсе хӑпартӑм.

Help to translate

Ҫичӗ ачана ҫӑлнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61000

Эп ҫӳле хӑпартӑм та.

Help to translate

Ҫичӗ ачана ҫӑлнӑ // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. http://www.ntrk21.ru/video/61000

Тепӗр самантран эпӗ, хашкаса, тарласа, виҫҫӗмӗш хута чупса хӑпартӑм та алӑка шаккарӑм.

Help to translate

II. // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 3–36 с.

Хӑранипе ҫӑвара картӑм, унтан, шыв ҫӑтнипе кӗҫех чыхӑнса каяйманскер, ҫӳлелле мечӗкрен ҫивӗччӗн ярӑнса хӑпартӑм.

Help to translate

6 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Кӑмака ҫине хӑвӑрт хӑпартӑм та кӑҫатӑсене урайне вӑркӑтрӑм.

Help to translate

Пӑрала // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Эпӗ ухӑпа янӑ ҫӗмрен хӑвӑртлӑхӗпе ҫӳлти палубӑна ҫиҫтерсе хӑпартӑм та, хашки пулнӑскер, ҫамка ҫинчи сивӗ тара шӑла-шӑла, анчӑка вӑйратнӑ куҫӑмпа пӑрахутӑн хыҫалти карлӑкӗнчен ытамларӑм, куратӑп: «Шурӑ пӑнчӑ» дебаркадер ҫинчен санкӑлт-санкӑлт чупса тухрӗ те ҫаплах шӑнкавлӑ, шултра хӑйӑрлӑ ҫыран хӗррипе тӑвалла вӑркӑнчӗ.

Help to translate

Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.

Каллех чӑматана пӳлӗме ҫӗклесе хӑпартӑм.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 47–67 с.

Эпӗ вӑр-вар тӑрса, ҫи-пуҫ тӑхӑнса пакша патне, сарай ҫине хӑпартӑм.

Help to translate

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

Халь ҫӑмартасем пур, Вадима леҫсе паратӑп ӗнтӗ тесе, кӑвакарчӑнсен йӑвисем патне хӑпартӑм та, ак тӗлӗнтермӗш, каллех пӗр ҫӑмарта та ҫук!

Help to translate

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

Тепӗр кунне, иккӗшне Вадима кайса парас тесе, кӑвакарчӑнсен йӑвисем патне хӑпартӑм та, ак япала!

Help to translate

Ашкӑнчӑк // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 38–40 с.

Кӗсле ту ҫине хӑпартӑм Ухсай Яккӑвӗ патне.

Help to translate

Кӗсле ту ҫине хӑпартӑм // Мӗтри Мишши. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 5 с.

Силпи улӑхӗнче татрӑм Чи хитре чечексене, Кӗсле ту ҫине хӑпартӑм Ухсай Яккӑвӗ патне.

Help to translate

Кӗсле ту ҫине хӑпартӑм // Мӗтри Мишши. «Хыпар», 2015, 37 (26689)№, 5 с.

Эпӗ ҫырма тӑрӑх ҫӳлелле хӑпартӑм, шӗшкӗ тӗмӗсем айне пӑхкаласа пыратӑп.

Help to translate

Сывӑ пулӑр! // Трубина Мархви. Трубина М. Ача чухнехи. Повесть. Калавсем. — Шупашкар, Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 288 с. — 3–192 с.

Селем чуста пекех хӑпартӑм, Анчах… вал юлчӗ тӗлӗкре.

Help to translate

XXXII // Маркиан Удалов. «Тӑван Атӑл». — 2007. — 3№. — 95–117 с.; 4№. — 52–75 с.; 5№. — 40–72 с.

Хӑпартӑм кӑна, илтетӗп — мана чӗнеҫҫӗ.

Как я поднялась, слышу — меня окликнули.

XXVII сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 7–227 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed