Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑпартса (тĕпĕ: хӑпарт) more information about the word form can be found here.
Мероприяти тени хӑпартса, ӳстерсе каланӑ пек туйӑнать пулин те, ӑна чӑвашсен ӗлӗкрен пыракан йӑлипе пыл ҫулӗпе кайса ҫу ҫулӗпе таврӑнма ырӑ сунса йӗркеленӗ ӑсату каҫне ашшӗ-амӑшӗ, тӑванӗсем, Николай Александровича хисеплекен тус-тантӑшӗ чылайӑн пуҫтарӑннӑ.

Help to translate

Ҫара пил парса ӑсатнӑ // Юрий Михайлов. http://kasalen.ru/2024/05/31/%d2%ab%d0%b ... %bd%d3%91/

Йытӑсем тулашнине сехрене хӑпартса итлесе ларсан-ларсан, пулӑшу ыйтса Тарзан нӑйк-нӑйк тума тытӑнсан тӳсеймерӗ Вова тискеррӗн, хӑрушшӑн кӑшкӑрса, ҫухӑрса ячӗ.

Help to translate

Унӑн Амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Пура хӑпартса лартнӑ чух пӗренесене ҫавӑркалама, тыткалама чӑрмантарӗҫ.

Help to translate

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Лере хӑпартса лартас — чип-чипер мунчанах пӑсмалла.

Help to translate

Тирексем, тирексем… // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Мучи, — тет вӑл карттусне ҫӳлерех хӑпартса, — эсӗ халь миҫере?

Help to translate

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

— Ӑшӑ пулчӗ-им, шӗпӗн? — тет вӑл ырӑ кӑмӑллӑн ача куҫӗ ҫине анса ларнӑ карттуса ҫӳлерех хӑпартса.

Help to translate

Аслӑ амӑшӗ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Сассине хӑпартса, кӑшкӑрмах пуҫларӗ.

Help to translate

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Малалла Сарман сассине хӑпартса калаҫрӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Юлашкинчен чӑтӑмӗ ҫитеймерӗ, кӑмалсӑррӑн сассине хӑпартса калаҫакана пӳлчӗ:

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Арҫын вӑйне шеллемесӗр ӗҫлерӗ пӗтӗм бригада, мӗн чухлӗ хӑмпӑ хӑпартса тухрӗ алӑсенче.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

Мӗн кирлине хӑпартса парать те каллех каять.

Help to translate

Пурнӑҫ улшӑнчӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 34–167 с.

2023 ҫулта пирӗн округшӑн чи кӗтнӗ пулӑм пулса иртрӗ, «Культура» наци проекчӗн «Культура тӑрӑхӗ» регионти проекчӗпе килӗшӳллӗн Ямпай ялӗнче лармалли 49 вырӑнлӑх ҫӗнӗ культура ҫурчӗ хӑпартса лартнӑ.

Help to translate

Культура – ҫын пурнӑҫне хавхалану кӳрекенӗ // Эвелина МИХАЙЛОВА. http://gazeta1931.ru/gazeta/11751-kultur ... nu-k-reken

Анчах, видеона пӑхнӑ тӑрӑх, округ пуҫлӑхӗ вӗсене итлемест те, сасӑ хӑпартса калаҫать.

Help to translate

Красноармейски округӗн пуҫлӑхӗ Санькассинчи пухура халӑхпа вӑрҫӑнса кайнӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/37452.html

Ҫурҫӗр тинӗсне сирсе хатӗрленӗ лаптӑкра бизнесмен темиҫе отель хӑпартса лартас шухӑшлӑ, ҫапла май хӑнасене йышӑнмалли вырӑнсен шутне вӑл виҫӗ хута яхӑн ӳстересшӗн, ҫавӑн пекех вӑл пысӑкрах та хӑтлӑрах пляж йӗркелеме сӗнет.

На отвоеванной у Северного моря территории бизнесмен предлагает построить несколько отелей, увеличив число гостиничных мест почти в три раза, а также оборудовать более просторный и комфортный пляж.

Гельголанд // Аҫтахар Плотников. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%93%D0%B5%D ... 0%BD%D0%B4

Сӑмахран, ҫак ҫулсенче 105 шкула тӗпрен юсаса ҫӗнетнӗ.Ҫӗнӗ 13 шкул хӑпартса лартнӑ.

Help to translate

Чӑваш Енре ачасене хушма пӗлӳ пама пин ытла вырӑн кӑҫал йӗркелӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2024/01/31/chav ... in-itla-vi

Ял халӑхӗ тахҫантанпах кӗтнӗ суту-илӳ ҫуртне рабочисем виҫӗ уйӑхра хӑпартса хута яма пултарнӑ.

Help to translate

Ҫӗнӗ лавкка уҫнӑ // Канаш Ен. http://kanashen.ru/2023/12/22/ce%d0%bde- ... 3c%d0%bda/

— Мӗнле пулӑшу? — тӗлӗнчӗ асли, ҫырӑ куҫ харшине хӑпартса.

Help to translate

Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ӗнтӗ канма та вӑхӑт, — терӗ те Матӗрне тӳшекпе минтерне хӑпартса ҫемҫетрӗ.

Help to translate

XXVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

— Акӑ мӗншӗн вӑл, явӑл пуҫӗ, ҫынсен сехрине хӑпартса кунтан хӑвалама тӑрӑшрӗ! —

Help to translate

XXV // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вара ҫавӑнтах матрацне хӑпартса ҫӗнӗ ҫивитти сарчӗ, теприне утиял айне хучӗ.

Help to translate

XX // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed