Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Эпӗ ав пакша йывӑҫ тӑррине хӑпарнине куратӑп, — шутласа кӑларать хальхинче Маняша та, — пирӗн Оля пекех хӑпарать.— Я вижу, белочка на дерево карабкается, — придумывает уже и Маняша, — карабкается, как наша Оля.
Хӗллехи каҫ // Юхма Мишши,Асклида Соколова. Воскресенская, Зоя Ивановна. Амӑш чӗри: Мария Александровна Ульянова пурнӑҫӗ ҫинчен ҫырнӑ калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 286 с.
Саша шыв урлӑ каҫнӑ халӑх вак вӑрманпа витӗннӗ ҫыран тӑрӑх тӑвалла хӑпарнине курчӗ.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Ывӑлӗ ҫине ҫывӑхран тинкерсе пӑхрӗ те ҫак юлашки кунсенче Саша чылай ҫӳлелле хӑпарнине асӑрхарӗ.Он внимательно посмотрел на сына и только сейчас заметил, как за последнее время Саша повзрослел.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Клеть тенӗ машина ҫӗр айне мӗнле анса хӑпарнине унтан пӑхса тӑма май пулчӗ.Оттуда можно было наблюдать, как поднимается и опускается клеть.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.
Вӑл кунхине эпӗ хам мӗн курнисенчен — обозри лаша сывласа кӑларнӑ ҫӑра сывлӑш хыр тӑррисем ҫинелле хӑпарнине тата ракотулет ҫуннипе ирӗлекен юр чашлатнине кӑна астӑватӑп.
Саккӑрмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Эпӗ ҫавӑрӑнса тӑтӑм та вӑл сывланипе тухакан сывлӑш ҫӳлелле хӑпарнине куртӑм, унтан хытӑ кӑшкӑртӑм!Я живо обернулся, увидал поднимающийся пар его дыхания и громко крикнул:
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Фиш Г.С. Кимас-кӳлли ялӗ парӑнни: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 140 с.
Хам юлташсем вилнине, юнашар пыракан танк пӗтӗм экипажӗпех сывлӑша вӗҫсе хӑпарнине те курма тиврӗ.
Ҫырусем // Макар Хури. Космодемьянская Л.Т. Зойӑпа Шура ҫинчен: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 232 с.
Сасартӑк вӑл пусма тӑрӑх пӗр ҫын шуса хӑпарнине, кӑшт аяларах такам пуҫне ҫӗклесе пӑхнине курчӗ.
ХIII. Палач // Михаил Рубцов. Гюго Виктор. Тӑхӑрвун виҫҫӗмӗш ҫул: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1958. — 282 с.
Халӗ анчах эпир тӗрӗс меслетсемпе сӑнаса пӗлнӗ тӑрӑх, ҫав хусканусем ерипен мар пулса пыни тӗрлӗ ҫӗршывсенче халӗ те аван палӑраҫҫӗ: Вӑтаҫӗр тинӗсӗ, Ҫурҫӗр тинӗс хӗррисем (Германи ҫыранӗсем анса пыраҫҫӗ, Швеци ҫыранӗсем хӑпараҫҫӗ), Ҫурҫӗр полярта Новая Земля утравӗ нумаях та пулмасть, тӑватӑ ҫӗр метр ҫӳлелле хӑпарнине сӑнаса пӗлнӗ.
Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.
Ҫав анлӑшсем юлашки ҫӗр ҫул хушшинче мӗнпур геологи вӗрентӗвӗн никӗсӗ пулса тӑнӑскерсем, ҫапах та пысӑк хӗнлӗхпе ҫирӗпленсе пынӑ, мӗншӗн тесен этем ҫав авалхи вӑхӑтсенче ҫӗр пичӗ мӗнле хӑпарнине тата аннине тӳрех хӑй куҫӗпе сӑнаса курайман.
Ҫӗрӗн ҫийӗсем мӗнле тытӑнса тӑни тата ҫӗр варрине кайса ҫӳрени ҫинчен // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с. — 211–227 с.
Ҫав минутра эпир хӑйӑрлӑ ҫыран хӗррине тухрӑмӑр та тинӗс хумӗсем айлӑма майпенех хупласа хӑпарнине куртӑмӑр.Мы во-время вышли и смогли наблюдать, как волны мало-помалу заливали плоский берег.
XXXI сыпӑк // Куҫма Чулкаҫ. Жюль Верн. Ҫӗр варрине анса курни: роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1947. — 228 с.
Амӑшӗ те хӑйӗн чӗринче темскер йӳҫсе хӑпарнине туйрӗ, хӑй ҫумӗнчи чухӑн тумланнӑ ҫамрӑк ҫын патнелле ҫаврӑнса, тарӑхса каларӗ:
XII // Леонид Агаков. Горький, Максим. Амӑшӗ: [Роман] / М. Горький. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 362 с.
Кӑна лайӑхрах пӗлес тесе, тин ҫеҫ ыйтӑва тапратма пикенчӗ те, ҫав вӑхӑтра Гленарванпа унӑн арӑмӗ, мисс Грант палуба ҫинелле хӑпарнине курчӗ.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Яхта ҫинчи пассажирсем кун ҫути ҫӗкленсе хӑпарнине хавхаланса пӑхаҫҫӗ.Пассажиры яхты в благоговейном молчании любовались восходом дневного светила.
Улттӑмӗш сыпӑк // Иван Митта. Жюль Верн. Грант капитан ачисем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 36 с. — 500 с.
Эпир чи ҫӳле хӑпарса ҫитсен, хамӑр хыҫҫӑн чее Брутик хашкаса хӑпарнине куртӑмӑр.
Вӑрманти тӗтӗм // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 77–104 с.
Анчах снаряд тӗлленӗ вырӑна ҫитсе саланать те, вара ачасем ҫав вырӑнта пӗлӗт пек тусанлӑ хура тӗтӗм хӑпарнине кураҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш блиндаж // Михаил Рубцов. Гайдар, Аркадий Петрович. Ман юлташсем: калавсем; вырӑсларан М. Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 158 с. — 54–76 с.
Снаряд тӗлленӗ вырӑна ҫитсе саланать те, вара ачасем ҫав вырӑнта пӗлӗт пек тусанлӑ хура тӗтӗм хӑпарнине кураҫҫӗ.
Тӑваттӑмӗш блиндаж // Георгий Шумилов. Гайдар, Аркадий Петрович. Тӑваттӑмӗш блиндаж: калав; вырӑсларан Г.С. Шумилов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1938. — 24 с.
Унӑн сӑн-пичӗ халь ӗнтӗ вӑл ҫак калаҫӑва хутшӑнмасӑр аяккалла кайнине, хӑй пӗтӗмпех темӗнле пӗлӗт тӳпинелле вӗҫсе хӑпарнине палӑртакан сӑн-сӑпатпа улшӑнать.
VI // Феофан Савиров. Тургенев И.С. Ашшӗсемпе ывӑлӗсем: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 206 с.
Ҫавӑнпа та Чумаков тусӗн урине сӑмсине пӳрнисемпе пӑчӑртаса тытса, пит-куҫне пӗркелентерсе, пыр патнелле хӑсӑк капланса хӑпарнине аран тӳскелесе ҫеҫ пӑхма пултарчӗ.
XV // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Пулни-иртни тӑнӑҫ пурнӑҫ, ӗҫ-пуҫ, вӑрҫӑ-харҫӑпа ҫыхӑнман ытти темтепӗр ҫинчен аса илесси уншӑн рехет пулчӗ, мӗншӗн тесен ҫак ҫичӗ ҫул тӑсӑлнӑ вӑрҫӑ ӑна тӳсмелле мар йӑлӑхтарса ҫитерчӗ те, ун ҫинчен, службӑпа ҫыхӑннӑ пӗр-пӗр урӑх япала ҫинчен аса илсенех вӑл хӑсӑк килесле ӑш вӑрканине, тарӑху капланса хӑпарнине туйрӗ.
VI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.