Шырав
Шырав ĕçĕ:
Эпир, телейлӗскерсем, час-часах хамӑр пурнӑҫӑн мухтавӗпе ырлӑхӗ ҫинчен те манса каятпӑр, мухтавпа ырлӑха хӑнӑхнӑскерсем, час-часах вӗсене асӑрхамасӑрах пурӑнатпӑр.
Иккӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
Колхоз ҫамрӑкӗсем, пӗтӗмпех ватма-ҫӗмӗрме хӑнӑхнӑскерсем (хӑйсен марҫке!) паян ҫак илемрен нимӗн те хӑварман.
Юрату пӑшӑлтатса ҫуралать // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.
Шавлӑ ӗҫке-ҫике хӑнӑхнӑскерсем, Сафа-Гирее шашлыкшӑн тав тумарӗҫ.
5. Хан пӳлӗмӗнчи тавлашу // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
Турра ӗненнӗрен хӑшӗ-пӗри шуйттана аса илчӗ; вӗсен пӗчӗк пуҫ мимисем, пурнӑҫ тӑршшӗпех хӑрама хӑнӑхнӑскерсем, кунта тамӑкпа ҫыхӑнтармасӑр ӑнлантарма май ҫуккине палӑртрӗҫ.
II // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 291–297 с.
Кунти пӑшисем алла хӑнӑхнӑскерсем.
Вунвиҫҫӗмӗш сыпӑк // Виссарион Синичкин. Козлов В.Ф. Чул утрав президенчӗ: повесть. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1983 — 224 с.
Вӗсем, ҫуратма тата вилнӗ ҫынна пытарма хӑнӑхнӑскерсем, ку вилӗм ҫине ҫуралнӑ ҫын пурӗпӗр вилме тивӗҫлӗ пулнӑ пек пӑхрӗҫ.
II сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Нимӗҫ постисем, ялтан яла чӳлмексем сутса ҫӳрекенсене хӑнӑхнӑскерсем, вӗсем ҫине ҫаврӑнса та пӑхман.которые, привыкнув к кочующим по селам гончарам, не обращали на них внимания.
Вунпӗрмӗш сыпӑк // Николай Степанов. Герасимов, Е. Щорс: [тулли мар вӑтам шкулсем валли] / Е. Герасимов, М. Эрлих; Н. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1940. — 208 с.
Тӑван вӑрман шавӗпе хирте урапа шалтӑртатнине тата лӑпкӑ Хӑва шывӗ хӗрринчи хӑмӑшсем шавланине ҫеҫ илтме хӑнӑхнӑскерсем, пирӗннисем халӗ хӑйсене ҫулӑм ӑшне лекнӗ пекех туйнӑ.
VI // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Нимӗҫ ҫапах укҫана пӑрахман тата кӑмӑллӑнах темӗн каланӑ, анчах пирӗн туссем, лайӑхрах чупса пырса пӑрахут ҫине сикес тесе пусӑм каялла чаксанах, вӑл икӗ матроса куҫ хӗснӗ те, лешсем, паллах, ку ӗҫре хӑнӑхнӑскерсем пулас, самантрах пирӗн хӑвалӑхсене ярса та илнӗ — пӑрахут ҫине сиксе ларасси ҫинчен шухӑшламалли те пӗтнӗ вара.
II // Николай Иванов, Евстафий Владимиров. Короленко В.Г. Чӗлхесӗр: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 108 с.
Ҫынсем, хӑйсен кулленхи паекне пӗр кун маларах илме хӑнӑхнӑскерсем, сасартӑк пӗрер пӑт ҫӑнӑх илеҫҫӗ!
1941-мӗш ҫул // Александр Галкин. Баруздин С.А. Пӗр ҫулпах: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1970. — 308 с.
Пурин те пекех учӗсем селӗм: вӗҫӗ-хӗррисӗр инҫе ҫула хӑнӑхнӑскерсем, кунне ним мар ҫӗршер ҫухрӑм чупса тухма пултараканскерсем.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Кунти япаласем пурте хӑнӑхнӑскерсем пулин те: ванчӑк вешалка, ҫурӑк чейник, унта-кунта сапаланса выртакан тусанланса пӗтнӗ ӗҫ хучӗсен папкисем, хуҫӑк ураллӑ кивӗ кресло, хӑйӗн кресли ҫинче кальян тытса ларакан Цинь И-тан, — ӑна тип ӳслӗк асаплантарать, вӑл пуҫне чӗтрештеркелесе ҫеҫ ларать… — пурте, пурте ют.
Пӗртӑвансем // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 115–130 стр.
Хура кураксем кӑна, ҫеҫенхирте пурӑнсах ватӑлнӑскерсем тата ҫеҫенхирти кунашкал пӑтӑрмахсене хӑнӑхнӑскерсем, курӑк ҫийӗн ним пулман чухнехи пекех лӑпкӑн, ӑна-кӑна уямасӑр вӗҫсе ҫӳрерӗҫ, хӑйсен хулӑн сӑмсипе хытса кайнӑ ҫӗре таккарӗҫ.
II // Ваҫлей Игнатьев. Чехов, Антон Павлович. Ҫеҫенхир: повесть; вырӑсларан Ваҫлей Игнатьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1988. — 116 с.
Пысӑк, лаптӑк камбаласем, лӑпкӑ бухтӑсен юшкӑнлӑ тӗпӗнче пурӑнма хӑнӑхнӑскерсем, хӑйсен хура симӗс хулӑн тирӗпе тӗлӗнтереҫҫӗ.
XIII. Мадам Стороженко // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
- 1