Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑнӑхманскер (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Халиччен хӗрлӗ эрех те ӗҫме хӑнӑхманскер, вӑл ҫак самантра Козыревпа «чармак куҫ» умӗнче ӗҫеймесӗр мӑшкӑл курасран ҫеҫ хӑрарӗ.

Help to translate

IX // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Вихтӗр, лашине хистеме хӑнӑхманскер, тулли лав хыҫӗнче майӗпен утса пырать, сулнӑкра-мӗнре ҫуна шалт ҫаврӑнса ҫапӑнасран сыхланать: йывӑр лава е унтан тытса туртать, е кунтан тӗртет.

Help to translate

Пӗчӗк лаша // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.

Лар, лар! — вӗрентекен, суйнине нумай итлеме хӑнӑхманскер, урокне малалла ӑнлантарма тытӑнать.

Help to translate

5 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.

Вӑл хаклӑ кантӑкран хатӗрленӗ черккери эрехне чӗкеҫ пек пӗчӗкшерӗн ҫеҫ сыпса ларчӗ пулин те, эрех-сӑра ӗҫме хӑнӑхманскер, хӑвӑрт ӳсӗрӗлчӗ, пуринчен те хытӑрах кулма пуҫларӗ.

Help to translate

Шӑнкӑр-шӑнкӑр ҫӑлкуҫ… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 55–68 с.

Залпа куҫа-куҫӑн тӑма хӑнӑхманскер, хӑйне именерех тытрӗ-ха.

Help to translate

9 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Раман, хӑнӑхманскер, кӗрпе куҫа кӗресрен пуҫне аяккинелле пӑрма пӑхрӗ кӑна, Хӗрӳ Хӗветӗр кӑшкӑрса пӑрахрӗ:

Help to translate

3 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Хӑнӑхманскер, пуҫра самаях темӗн кашла пуҫланине туйрӑм эпӗ, ӳт-пӳ те лӑстӑрах кайнӑ пек пулчӗ.

Help to translate

Пӗчӗк акӑшсен ташши // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 57–75 с.

Эпӗ, пурнӑҫра ҫеҫенхир ҫилӗ пулса, кӗҫҫе питленсе ҫӳреме хӑнӑхманскер, ҫичӗ хут виҫкелесе тӑратӑп:

Help to translate

Супер! // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 128–143 с.

Павлуш, чӗлӗм туртма хӑнӑхманскер, час-часах лав ҫинчен анса чупкаларӗ.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Кӳренӗве асра тытма хӑнӑхманскер — ирхине ҫеҫ вӑл ӑнӑҫу хӑпартланӑвӗнчи хавхалануллӑ, илемлӗ туйӑмсен кӳллинче ишетчӗ, халӗ вара йӑлтӑртатса ҫиҫекен кавирӗн тусанлӑ, тӗттӗм тӳнтерӗшӗ ҫинче ҫатӑлтатать.

Если утром, незлопамятный от природы, он переживал в восторге удачи только вдохновенное и красивое, то теперь бился над пыльной, темной изнанкой сверкающего ковра.

III // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Виҫҫӗмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 337–349 с.

Санюк ытти кирек хӑш арҫынна та ҫунтарса яма пултаракан, упӑшки ҫине пӑхсан вара сасартӑк йӑвашланакан пысӑк куҫне мӑч-мӑч тутарчӗ те, мӑшӑрне хирӗҫлеме хӑяймасӑр, стакана тытрӗ, чӑпӑрт сыпса пӑхрӗ, хаяр эрехе хӑнӑхманскер, ҫавӑнтах чыхӑнса кайрӗ, ал лаппине ҫӑварӗ умӗнче сулла-сулла, аран-аран сывлӑш ҫавӑрса ячӗ.

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Хӑнӑхманскер, паллах, ывӑнатӑн…

— С непривычки, известно, устанешь…

IX // Митта Ваҫлейӗ. Горький М. Фома Гордеев: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 288 с.

Хӑнӑхманскер, паллӑ ӗнтӗ, тутлах мар.

С непривычки, конечно, не очень вкусно.

Пакет // Николай Степанов. Пантелеев А.И. Пакет: калав. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 67 с.

— Эпӗ вӗсене хам илсе пырӑп, унсӑрӑн тата эсӗ, хӑнӑхманскер, лапчӑтса вӗлерӗн, — терӗ вӑл.

— Я их сам понесу, а то ты, по неопытности, раздавишь, — сказал он.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Наум Любимов. Носов Н.Н. Витя Малеев шкулта тата килте: повесть; Н.Любимов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 202 с.

Вӑл, ӗҫсӗр ларма хӑнӑхманскер, картишӗнче е алӑкумӗнче пуртӑпа таккакаласа ҫӳрерӗ; ҫав вӑхӑтра хӑй тата Песковатски еннелле час-часах пӑха-пӑха илетчӗ.

По своей привычке всегда что-нибудь делать он постукивал топором на дворе и у крыльца и тоже часто поглядывал в ту сторону, где находилось Песковатское.

Ҫирӗммӗш сыпӑк // Михаил Юрьев. Смирнов В.И. Саша Чекалин: повесть. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1960. — 340 с.

Сӑрта хӑпарнӑ ҫӗрте, малта, тепӗр лав курӑнчӗ; Шерккей лаши, кая юлма хӑнӑхманскер, талпӑнса утма тытӑнчӗ те, ик-виҫӗ ана пӳ кайсанах, малтине хуса ҫитрӗ.

Когда стали подниматься в гору, впереди увидели подводу, не привыкшая ходить за кем-то, лошадь Шерккея убыстрила шаг и скоро догнала ехавших впереди.

XVIII. Харсӑр алӑсем // Илпек Микулайӗ. Илпек Микулайӗ. Хура ҫӑкӑр. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 400 с.

Унӑн темиҫе хутчен те каялла таврӑнас килчӗ, анчах пӗр тытнӑ шухӑша каялла тума хӑнӑхманскер, таврӑнмарӗ.

Несколько раз подмывало его вернуться, и лишь самолюбие удерживало от этого шага.

Пиллӗкмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.

Ҫав вӑхӑтрах ӑна мӗн пур фермӑсем, бригадӑсем тӑрӑх ертсе ҫӳреме манса ан кай — вӑл, хӑнӑхманскер, халтан кайиччен ывӑнтӑр та: ҫапла ҫав, председателе чӑнах та ҫӑмӑл мар, тесе шухӑшлатӑр!

Не забывай при этом водить его по всем фермам, бригадам, чтобы, он с непривычки устал до изнеможения и подумал — да, видать, председателю на самом деле нелегко!

11 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.

Вӑл шухӑшӗсен ҫиппине ҫухатначчӗ те, йӗркипе шутлама хӑнӑхманскер, ӑна ҫийӗнчех шыраса та тупаймарӗ.

Он утерял нить мыслей и, по непривычке думать последовательно, не мог сразу найти ее.

VI // Антал Назул. Куприн, Александр Иванович. Тытӑҫу: повеҫсем; вырӑсларан Антал Назул куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1978. — 144–392 с.

Вӑл, юланутпа инҫене ҫӳреме хӑнӑхманскер, паян ытлашши нумай ҫӳресе шӑйӑрттарнӑ ӳт-тирӗ ыратнипе пит-куҫне пӗркелентерчӗ.

Он широко расставлял ноги, морщась оттого, что потерся, сделав с непривычки чрезмерно большой пробег верхом.

XXIV сыпӑк // Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Мирун Еник, Владимир Садай, Александр Яндаш куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed