Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑнкӑласем (тĕпĕ: хӑнкӑла) more information about the word form can be found here.
Ҫитменнине, совет влаҫӗ пекех, хӑнкӑласем хыттӑн ҫыртрӗҫ.

Help to translate

Ҫӗр ҫинчи тамӑк // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗрене стенасем ҫинче Суздаль таврашӗнче тунӑ пӗр ӳкерчӗк те курӑнмасть; кӗтесре, кӗмӗлпе илемлетнӗ йывӑр турӑш умӗнче, лампадка ҫунса тӑрать; ҫӑка сӗтеле нумаях та пулмасть хырсах ҫуса тасатнӑ; пӗренесем хушшинче, чӳрече янаххисем тӑрринче чупкӑн хӑнкӑласем те, шухӑшлӑ таракансем те пытанса лармаҫҫӗ.

Ни одна суздальская картина не залепляла чистых бревенчатых стен; в углу, перед тяжелым образом в серебряном окладе, теплилась лампадка; липовый стол недавно был выскоблен и вымыт; между бревнами и по косякам окон не скиталось резвых прусаков, не скрывалось задумчивых тараканов.

Хорьпе Калиныч // Николай Степанов. Тургенев И. С. Сунарҫӑ ҫрса пынисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949. — 172 с. — 3–16 с.

Эпӗ тӗтӗмне хуралса ларнӑ кӑмака ҫамки ҫинелле, шӑнасем вараласа пӗтернӗ чашкӑ-тиркӗ шкапӗ ҫинелле ҫавӑрӑнса пӑхатӑп, — кухня калама ҫук чыссӑр, хӑнкӑласем пит нумай, ӑшаланӑ ҫӑвӑн, кӑраҫинӑн тата тӗтӗмӗн йӳҫӗ шӑрши ҫапса лартнӑ.

Я оглядываюсь на закопчённое чело печи, на шкаф с посудой, засиженный мухами, — кухня невероятно грязна, обильна клопами, горько пропахла жареным маслом, керосином, дымом.

VIII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.

Хӑнкӑласем, ман юнпа пурӑнатӑр!

Клопы, моей кровью живёте!

IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.

Хӑнкӑласем ӑҫтан пынине эпӗ пайтахчен пӗлеймесӗр тӑтӑм.

Долго я не мог понять.

Хӑнтӑласем // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.

Хӑнкӑласем, — каласа хучӗ Мазин.

— Клопов, — изрекал Мазин.

24 сыпӑк // Василий Хударсем. Осеева В.А. Ваҫҫук Трубачевпа унӑн юлташӗсем. Повесть. 1-мӗш кӗнеке. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1955. — 221 с.

Ачасем ҫапӑҫакан, пӗр-пӗрин ҫинчен элеклесе паракан, ачасене чӗркуҫҫи ҫине лартакан, хӑнкӑласем хытӑ ҫыртакан приюта каймалла…

В приют, где дерутся мальчишки и фискалят друг на друга, где ставят на колени, где кусаются клопы…

Вуннӑмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Спальнӑри кашни хушӑкрах, кашни кӗтесрех хӑнкӑласем пурӑннӑ.

В каждой щелке, в каждом уголку спальни жили клопы.

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Пиктемир. Голубева, Антонина Георгиевна. Уржум ачи: повесть; вырӑсларан Н. Пиктемир куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1953. — 194 с.

Ҫак тӗлӗнтермӗш япалапа кӑсӑкланнӑ темиҫе ҫамрӑк, Ай-гу вӗсене асӑрхайманччӗ те-ха, Ци господин ҫумне типсе хӗсӗннӗ хӑнкӑласем пек ҫыпҫӑнчӗҫ.

Другие — молодым господам, которых Ай-гу сразу и не приметила, подавленные блеском и величием Седьмого господина, они облепили его, словно высохшие клопы.

Уйрӑлу // Николай Григорьев. Лу Синь. Калавсем. Чӑваш АССР государство издательстви, 1960. — 131–145 стр.

Ӑна тӑсса янӑ ӳкерчӗксенчен (тӗслӗхе, ҫул ҫинчи нушасене ӗртӗ пахалӑхне чакармасӑрах кӗскетме пулать), ҫакса янӑ кирлеми сӑмахсенчен тата пуплевсенчен тасатсан (сӑмахран, хамӑр историе варалан вырӑнсенчен — «курайман Совет влаҫӗ», «халӑх ылханакан вӑтӑрмӗш ҫулта», «коммунистсем хӑйсен хура ӗҫӗсене ҫӗрле тунӑ», «хӑнкӑласем совет влаҫӗ пекех хыттӑн ҫыртрӗҫ»; эстетикӑпа килӗшмен («лӑкаса хӑвартӑн», «тула ларма тахҫанах вӑхӑт ҫитнӗ…» пеккисене) тата ача пӑрахтармалли инструкцие, минтер википедине катертсен, ун вырӑнне «Корсаковсен вунтӑватӑ вилӗм хучӗ, Самаркинсен йӑхӗнчен ҫеҫ вунвиҫ тӑван вӑрҫӑра ӗмӗрлӗхех юлнӑ» тени мӗне пӗлтернине философилесе парсан, Веселина Кузнецова сӑваплӑ вӑрҫа хирӗҫ тӗрӗс вӑрҫӑ пуҫланине лайӑхрах ӑнланма, унӑн тӳре-шарана хирӗҫ пӑлхавне тӳрре кӑларма пулатчӗ.

Help to translate

«Тӑлӑх арӑм минтерӗ» роман тавра // Виталий Станьял. https://chuvash.org/blogs/comments/4943.html

— Тӗнчере хӑнкӑласем пулнӑшӑн эпӗ ма айӑплӑ-ха? — терӗ вӑл, айванла тӗлӗнсе.

— Чем же я виноват, что клопы на свете есть? — сказал он с наивным удивлением.

I сыпӑк // Александр Артемьев, Михаил Рубцов. Иван Гончаров. Обломов: роман. Александр Артемьевпа Михаил Рубцов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956

Хӑнкӑласем ҫав…— терӗ вӑл, сывлӑшне йывӑррӑн ҫавӑрса.

Да, клопы… — отвечал он, тяжело вздохнув.

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Хӑнкӑласем ҫыртмаҫҫӗ-и сире? — тесе ыйтрӑм эпӗ.

— Не клопы ли вас кусают? — спросил я.

Максим Максимыч // Николай Пиктемир, Нестор Янкас. Михаил Лермонтов. Пирӗн вӑхӑтри герой. Н. Пиктемирпа Н. Янкас куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашкӗнекеиздат, 1964

Страницăсем:
  • 1

Menu

 

Statistics

...more detailed