Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑмасенчен (тĕпĕ: хӑма) more information about the word form can be found here.
Сцена ҫине ҫӳхе хӑмасенчен тунӑ пысӑк мар ещӗксем купаласа хунӑ.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ун тавралла хитрелетсе каснӑ вӑрӑм мар хӑмасенчен карта тытса ҫавӑрнӑ.

Help to translate

I // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Шап-шурӑ хӑмасенчен сарай, будка турӗҫ.

Help to translate

XXIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Калинккерен инҫех те мар, пахча ҫумӗпе иртекен шырлан хӗрринче, саваламан хӑмасенчен ҫапкаласа тунӑ пӗчӗк сарай пур.

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 306–337 с.

Хӑй каланӑ тӑрӑх, вӑл хӑмасенчен карта тытма палӑртнӑ.

По его словам, он намеревался из досок построить изгородь.

Чӑваш Ен арҫынни карта тытас тесе кӳршӗ региона кайса йывӑҫ каснӑ // Софья Савнеш. https://chuvash.org/news/34849.html

Урам хӗррине чус хӑмасенчен лаҫ та турӗ.

Help to translate

Ҫӗнӗ пӳрт // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 85-91 с.

Вилтӑпри ҫинче икӗ япала: пысӑк мар чул тата хӑмасенчен ҫапса тунӑ хӗрес, вӗсем тӑлӑххӑн тӑрса юлчӗҫ.

Help to translate

Эпилог // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сарӑрах хӗрлӗ ҫутӑ хӑмасенчен тунӑскер, виҫӗ ҫын ларма та ҫитет.

Help to translate

Минюк // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хӑмасенчен ҫапса ҫӳллӗ урай тунӑ, хӑмач карнӑ ҫӗре пӗр этем хӑпарчӗ те, пиншак кӗсйинчен сехет кӑларса, сехет ҫине пӳрнепе тӗкрӗ.

Help to translate

Майӑн пӗрремӗшӗ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Картине кӑвак сӑрӑпа сӑрланӑ йывӑҫ хӑмасенчен ҫавӑрнӑ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ир-каҫ Ула Тимӗр виҫӗ ҫухрӑмри поселокри хӑмасенчен ҫапса тунӑ пӗр кивӗ, хӑлтӑ-халтӑ баракра (улттӑн пӗр пӳлӗмре) выртса тӑчӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ытах платниксене каламалла, хӑмасенчен те ҫапса ӑсталама пулать.

Help to translate

7 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Пӗррехинче, вӗренекенсем, ыйхӑллӑ куҫӗсене сӑтӑркаласа, столовӑйне ирхи апат ҫиме кайрӗҫ, лайӑх саваласа якатман, тикӗс мар хӑмасенчен ҫапса тунӑ сӗтелсем хушшине вырнаҫса ларчӗҫ.

Однажды утром ученики, еле продрав глаза, с заспанными лицами сидели за столами,

Саккӑрмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

Йӗри-тавра хулӑн хӑмасенчен тунӑ тенкелсем, варрине сӗтел майлӑ тӑваткалласа яка хӑмасем ҫапнӑ.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.

Элентейпе Мӑрсук малтанах хатӗрлесе хунӑ хӑмасенчен тупӑк турӗҫ.

Help to translate

6. Читлӗхри кӑсӑя // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пирӗн кубрик — ахаль йывӑҫран ҫавӑркаласа тунӑ йӑва кӑна, урай ҫара хӑмасенчен, сӗтел — сельдь пички.

Наш кубрик был простой дощатой норой с двумя настилами из голых досок и сельдяной бочкой-столом.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 7–163 с.

Вутсем хурса ҫунтарма пуҫларӗҫ, ҫурса вакланӑ хӑмасенчен сӑмала шӑрши, табак тӗтӗмӗпе юнашар пристань ҫинче купаланса выртакан типӗтнӗ пулӑ шӑрши, Атӑл ҫинчен вӗрекен уҫӑ ҫил ҫапма пуҫларӗ.

Загорелись костры, запахло смолой расщепленных досок, махоркой, сушеной рыбой, сваленной штабелями на соседних пристанях, и свежим волжским ветром.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Сад варринче, хӑмасенчен ҫапса тунӑ раковинӑра, Украинӑри погромсенчен тарса килнӗ пӗр теҫеткене яхӑн еврейсем струннӑй оркестр калаҫҫӗ.

В центре сада, в раковине, играл струнный оркестр — десяток евреев, бежавших от украинских погромов.

1 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Пульмановски вагонсенчен пӗринче — мӗнпур пӳлмексемпе купесене пурне те пӑсса тӑкнӑ ҫӗрте, — саваласа якатман хӑмасенчен тунӑ вӑрӑм сӗтел пулнӑ, унта сиккелесе ҫунакан ҫурта тӗпӗсен ҫутинче анархистсем сӗнксе ларнӑ.

В одном из пульмановских вагонов, где вся внутренность — перегородки и купе — была выдрана и во всю длину стоял узкий из неструганых досок стол, сидели анархисты, насупясь на колеблющиеся огоньки свечных огарков.

3 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Саваламан хӑмасенчен йӑпӑр-япӑр ҫапкаласа тунӑ трибуна ҫине, хӑмасем тӑрӑхах, тикӗтпе: «Памастпӑр Донбаса империалистсене!» тесе ҫырса хунӑ.

На трибуне, наскоро сколоченной из неструганых досок, где прямо по доскам написано дегтем: «Не отдадим Донбасса империалистам», —

2 // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Толстой, А.Н. Ҫӑкӑр: Царицына оборонӑлани: повесть. — Шупашкар: ЧАССР государство издательстви, 1941. — 244 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed