Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Ку ҫеҫ мар-ха, ачасен хӑлхисене, сӑмсисене касаҫҫӗ, тет, ҫав ҫитермелли вырӑнсенче!
Ленин // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.
Ҫак вӑхӑтра сасартӑк вӗсен хӑлхисене ҫывӑхрах тем чӑштӑртатни, унтан патрак туратсем, хӑрӑк-марӑк шӑтӑр-шатӑр, шӑч-шач хуҫӑлкалани «тирӗнсе-хӑйраса» илчӗ.
Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.
Магаев, «укҫа ҫук» текелесе, «хӑлхисене ваткӑпа вӑшт-вашт питӗрчӗ» те, уттине татах та сулмаклантарса хӑвӑртлатрӗ, анчах офис алӑкӗ патне ҫитсен, ун ҫулне чӑп-чӑмӑр питлӗ, тапчам, йӑпӑш ҫырӑ ҫӳҫлӗ, ҫар ҫыннилле тумланнӑ арҫын (гимнастерки ҫеҫ пакунсӑр) валт! пӳлсе хучӗ:
Пӗрремӗш экзамен // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 70–96 с.
Вӑл, хӑлхисене лӑпчӑнтара-лӑпчӑнтара, пӗтӗм кӳлепипе чӗтрене-чӗтрене, куҫӗпе ман куҫӑмран «кӑкарӑнса», паҫӑрхи пекех хӳрине пӑлтӑртаттарать, вӗлтӗртеттерет.
Вӑрттӑн сыхлавҫӑ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 36–70 с.
…Пурис хӑйӗн ҫӑмӑл автомашини кабининче арӑш-пирӗш сапалатса янӑ йӑм-йӑм хура ҫӳҫлӗ, йӑлкӑн, пӑрӑнчӑк хура куҫлӑ, хура шӑна пилӗклӗ, чӑп-чӑмӑр туталлӑ, хӑлхисене сапфир алка ҫакнӑ тӑпӑл-тӑпӑл вӗлтӗрккене ыталаса ларать.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Чарӑнса тӑчӗ, хӑлхисене сасӑ илтӗннӗ еннелле вичкӗнлетрӗ, анчах урӑх нимӗн те илтӗнмерӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Халтӑраса, ҫавӑнталла тӑнк! тимлерӗ, сывлавне пӳлсех хӑлхисене сисчӳлетсе чӑнк! вичкӗнлетрӗ, анчах кӑшарни сивви тивнӗ чӗри кӑлт! кӑлт! кӑлт! чиксе тапнисӗр пуҫне нимӗн те илтмерӗ.
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Чарӑнса тӑчӗ те, каялла ҫаврӑнса, хӑлхисене хыттӑн вичкӗнлетрӗ: инҫере те мар, ҫывӑхра та мар, сылтӑмра, ҫын сас парать иккен: «Охо-хо-хо-хо-хо-о-о! Охо-хо-хо-хо-хо-о-о-о! Охо-хо-хо-хохо-о-о-о!»
Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.
Кӗҫтук тӑчӗ те пӳлӗм тӑрӑх каллӗ-маллӗ хутларӗ, унтан каллех сӗтел умне ларчӗ, кӗнеке вуланӑ чухнехи пек, хӑлхисене аллисемпе хупларӗ.
XX // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 189–265 с.
Вӑл хром атӑ ҫийӗн калуш тӑхӑннӑ, кӑвак галифепе, вӗр-ҫӗнӗ кӑвак фуфайкӑпа, хӑлхисене ҫӳлелле ҫавӑрса ҫыхнӑ хура ҫӗлӗкпе.
VII // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.
Лешӗ ӗҫнӗ хушӑрах хӑлхисене вылятса ман ҫине пӑхрӗ.
Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Юлия Николаева. Николаева Ю.Ф. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: калавсем. — Шупашкар, 2002. — 72 с.
Макҫӑмпа Верук, ывӑлӗ темӗнле пысӑк ӗҫ ҫинчен калама шутланине сиссе, кашӑкӗсене сӗтел ҫине хучӗҫ те хӑлхисене чӑнк тӑратрӗҫ.
VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Каччӑсем сисчӗвленсе хӑлхисене чӑнк!
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Каччӑсем чӗмсӗрленсе хӑлхисене чӑнк! тӑратсан: — Сисрӗр-и? — терӗ ытарлӑ сасӑпа.
III // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Хӑранипе хӑлхисене тӑраткаласа пыракан лаша ҫивӗччӗн юртса кайрӗ.
X // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.
Тӑрантас хыҫӗнчен кӑкарнӑ тимӗр кӑваксем, урампа хӑйсен хуҫи лӗпӗстетсе чупса аннине асӑрхасан, хӑлхисене чанк! тӑратрӗҫ, пуҫӗсене сӗлтрӗҫ.
Шаккур патӗнче // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Хветут хӑлхисене чӑнках тӑратрӗ, хӑйне хӑй те ӗненмесӗр, сылтӑм алӑ лаппине хӑлхи ҫуначӗ хыҫне хурса тӑнлама пуҫларӗ.
Хветут систерет // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
«Хӗрлӗ Ҫар», «комиссар», «ҫӗнӗ власть», «ҫӗнӗ самана» сӑмахсене илтсе, ҫамрӑксем хӑлхисене чанках тӑратрӗҫ.
Вӑйӑран — вӑкӑр // Геннадий Пласкин. Пласкин Г. А. Ҫавраҫил: Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1993. — 288 с.
Алӑк умӗнче ҫеҫ Садыя аппа хӑлхисене чанк тӑратса чӗрне вӗҫҫӗн уткаласа ҫӳрерӗ.
19. Мускав тулашӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.
— Пӗрре те юратмастӑп эпӗ хӗрарӑмсем арҫынсемпе юнашар хӑлхисене тӑратса ларнине, вӗсем пӗли-пӗлми сӳпӗлтетнине.
15. Вӑхӑт иртмест — ӗмӗр иртет // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.