Шырав
Шырав ĕçĕ:
Серёжик — «тарӑн шухӑшлӑ философ», пӗчӗк ҫеҫ Серёжик, хӑйӗн ачаш та кӑткӑс механизмне тин ҫеҫ ӗнерме пуҫлаканскер, ҫав механизмӑн хӗлӗхӗсене тин ҫеҫ сӗртӗнсе пӑхса, вӗсен ҫинҫе те вӑрахчен янӑракан сассине хӑлхипе ҫивӗччӗн итлекенскер, ирӗксӗрех чуна хӑй патнелле туртать.
Каҫару // Уйӑп Мишши. Гарин-Михайловский Н.Г. Тёмӑн ача чухнехи пурнӑҫӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 164 с. — 3–157 с.
Малтанхи самантра вӑл нимӗн те курмарӗ, килхушши пушӑ пулнинчен тӗлӗнчӗ, анчах ҫавӑнтах пусма айӗнче такам тӑнине куҫпа мар, хӑлхипе тавҫӑрса илчӗ — карлӑк урлӑ пӗкӗрӗлсе пӑхрӗ те Ленӑна курчӗ.
Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Николай Евстафьев. Павленко П.А. Телей: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 312 с.
Ҫапла вӑл хӑлхипе ҫивӗччӗн итлесе, куҫӗсемпе тимлӗн тинкерсе, вӑрман тӑрӑх, пысӑк мар улӑхсем тӑрӑх ҫӳрерӗ, кулленхи пурнӑҫ ҫинчен шухӑшламан вӑл, ӑна пӗтӗмпех вӑрманти йӑл-йӑл ҫутӑ, шавпа чӑштӑртатнӑ сасӑсем ҫавӑрса илнӗ.
5. Ҫул-йӗр // Александр Яндаш. Николаева, Галина Евгеньевна. Ӗҫҫинче: роман; вырӑсларан И.Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 524 с.
Джим корольтен пӗр-ик сӑмах французла калаҫма ыйтнӑ-мӗн — ҫав чӗлхе мӗнлереххине хӑлхипе кӑшт итлесе пӑхас килнӗ унӑн, лешӗ ӑна: тахҫантанпах Америкӑра пурӑнатӑп, темӗн чухлӗ инкек чӑтса ирттертӗм, ҫавӑнпа французла калаҫма пачах манса кайрӑм тенӗ.
Ҫирӗммӗш сыпӑк // Асклида Соколова. Твен М. Гекльберри Финн темтепӗр курса ҫӳрени. Повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1985. — 328 с.
Таткаланчӑк, кӗске сӑмахсен шухӑшне вӑл пуҫпа ҫавӑрса илме тахҫанах пӑрахнӑ, халь вӑл, ҫав сӑмахсен пӗлтерӗшӗсем пирки нимӗн те шухӑшласа тӑмасӑрах, хӑлхипе итлет те аллипе хут ҫине ҫырса хурать.
Пиллӗкмӗш сыпӑк // Максим Данилов-Чалдун. Островский, Николай Аслексеевич. Хурҫӑ мӗнле хӗрлӗ: [роман] / Н.А. Островский. — Шупашкар: Чӑваш государство издательстви, 1948. — 402 с.
Вӑл хӑйӗн пит чее хӑлхипе этем илтме, пултарайман сасса, шурлӑхри сукмак ҫинчи шыв ҫинче мулкач ури чаплатса пынине илтрӗ.
X // Гаврил Молостовкин. Пришвин М.М. Ылтӑн ҫаран: калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 200 с. — 133–188 с.
Куҫӗпе те илтет, хӑлхипе те курать.
Асамлӑ кӗсье // Марина Карягина. Карягина М.Ф. Ылтӑн панулми: калавсем/ М. Карягина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 2011. — 68–72 с.
Прохор, фляга ҫӑварне пӑкӑласа, каллех Григорий патне пӗшкӗнчӗ те, вӑл хӑлхипе илтнинчен ытла Прохорӑн ҫилпе ҫуркаланнӑ тути мӗкӗлтетнинчен ҫеҫ хӑйӗнчен мӗн ыйтнине тавҫӑрса илчӗ:
XXVII // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Вӑл, пӗр хускалмасӑр тӑраканскер, ҫивӗч хӑлхипе кашни сас-чӗвве итленӗ.Застыв как изваяние, он ловил чутким ухом каждый подозрительный шорох.
19 // Николай Сандров. Елизар Мальцев: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Николай Сандров куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1963. — 384 с.
Богаевский сулӑнса кайса чӗркуҫҫи ҫине ларать те, хӑлхипе Калединӑн ӑшӑ та ҫемҫе кӑкӑрӗ ҫумне лӑпчӑнса итлеме пуҫлать.Криво качнувшись, Богаевский упал на колени, ухом припал к теплой и мягкой груди Каледина.
XV // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ҫавна хӑй те вӑл, ҫав сӗтексӗр сӑмахсене аякран тӑнлакан ҫын пек, хӑйӗн хӑлхипе илтрӗ.
XVII // Аркадий Малов. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Иккӗмӗш кӗнеке. Аркадий Малов куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1963. — 415 с.
Ӑна вӑл комбат лашин хӑлхипе тӗлме-тӗл танлаштарчӗ.
II // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Упа ҫывӑрасса ҫывӑрать те хӑлхипе итлесех тӑрать, — мухтанса хушса хучӗ Мердевенджиев.Медведь спит, а ухо держит востро, — добавил Мердевенджиев гордо.
XXI. Хур кӑтартма хӑтланни // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Хӑрах хӑлхипе ҫӗрлехи сасӑсемпе шавсене итлерӗ.
XXVII. Асатте // Александр Ярлыкин. Валентин Катаев. Пӗччен парус шуррӑн курӑнать. Александр Ярлыкин куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1949
Йысна пирӗнпе яланах хӗрхенсе пекле, ҫурма сасӑпа, куҫне хӗсерех, пуҫне кӑшт пӑрарах калаҫать, пупленӗ чухне вӑл пирӗн кашни сӑмаха хӑйӗн чее хӑлхипе тӗрӗслесе пӑхать, тейӗн ҫав.
1 сыпӑк // Митта Ваҫлейӗ. Лев Кассиль. Аслӑ хирӗҫтӑру. Митта Ваҫлейӗ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1950
25. Вӗсем пӗр-пӗринпе килӗштереймесӗр туха-туха кая пуҫласан, Павел вӗсене ҫак сӑмахсене каланӑ: Таса Сывлӑш пирӗн аттемӗрсене Исаия пророк урлӑ питӗ лайӑх каланӑ: 26. «кай та кала ҫав халӑха: хӑлхӑрпа илтӗр те — ӑнласа илеймӗр, куҫӑрпа пӑхӑр та — кураймӑр: 27. ҫак ҫынсен чӗрисем хытса ларнӑ, хӑлхисем те аран илтеҫҫӗ, куҫӗсене те хупнӑ. Урӑхла пулнӑ пулсассӑн, куҫӗпе те курӗччӗҫ, хӑлхипе те илтӗччӗҫ, чӗрипе те ӑнланӗччӗҫ, вара Ман енне ҫаврӑнӗччӗҫ — Эпӗ вӗсене сыватӑттӑм» тенӗ.
Ап ӗҫс 28 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Вӑл каланӑ: «хӑлхӑрпа илтӗр те — ӑнласа илеймӗр; куҫӑрпа пӑхӑр та — кураймӑр: 15. ҫак ҫынсен чӗри хытса ларнӑ, хӑлхипе те аран илтеҫҫӗ, куҫне те хупнӑ. Урӑхла пулнӑ пулсассӑн куҫӗпе те курӗччӗҫ, хӑлхипе те илтӗччӗҫ, чӗрипе те ӑнланӗччӗҫ, вара Ман енне ҫаврӑнӗччӗҫ — Эпӗ вӗсене сыватӑттӑм» тенӗ.
Мф 13 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.