Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑлха the word is in our database.
хӑлха (тĕпĕ: хӑлха) more information about the word form can be found here.
Сулахай пит ҫӑмартийӗнчи, хӑлха ҫывӑхӗнчи кантӑр вӑрри пысӑкӑш хӑмӑр тур палли те ӑна виҫесӗр илемлетет тейӗн.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Трубкӑна хӑлха патне тытсан палламан хӗрӗн пӑлханчӑк сасси илтӗнчӗ:

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 126-196 с.

Галина ҫаплах лӑскать тата, вӑл хӑлха ҫурӑлса каяслах кӑшкарать: «Тӑр! Тӑр! Тӑр!»

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Тӑкӑрлӑкра тӗл пулнӑ хӗрарӑм латлӑн-йӗркеллӗн сӑмах та хушмарӗ, хӑлха ҫуначӗ таринех хӗмленсе хӗрелнӗскер пуҫне тайса сывлӑх суннипех ҫырлахрӗ, ачисене сӗркеленсе утнӑшӑн вӑрҫа-вӑрҫа тӑкӑрлӑк вӗҫнелле талпӑнчӗ, пиҫсе-саралса ҫитнипе йывӑррӑн кӑштӑртатса хумханакан ыраш пуссинче ҫухалчӗ.

Help to translate

II // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Мана хӑлха чикки памалла, тет…

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хӑлха чикки памалла сана…

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

— Хуп ҫӑварна! — ҫухӑрса ячӗ те офицер Асмантее хӑлха урлӑ кӗрӗслеттерчӗ.

Help to translate

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

«Ну, — тетӗп, — ҫӗр ҫирӗм тенкӗ мар, хӑлха чикки ӗҫлесе илӗп-и кунта…»

Help to translate

Хаклӑ туссем // Петр Речкин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 36–38 с.

Итлетӗп, ара, хӑлха тӑратсах итлетӗп-ҫке.

Слушаю, да слушаю я, уши навострил.

Муталанчӑк // Владимир Кузьмин. Шухӑшлама вӑхӑт пур: калавсем. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1981. — 64 с. — 26–29 с.

Пирӗн Хурал-и, ытти йытӑсем-и, пӗр хӑлха та хӑварман.

Help to translate

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пысӑк та илемлӗ ылтӑн хӑлха ункисем сулланаҫҫӗ.

Help to translate

Куҫ-тух, куҫ-тух… // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

«Пурнӑҫ сасси» проект вара камӑн хӑлха питех лайӑх илтмест, вӗсене реабилитаци тухма пулӑшӑшассине асӑннӑ.

Help to translate

Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗпе «Раҫҫей Ача-пӑча фончӗн» председателӗ «Ачалӑхшӑн, ачалӑх ячӗпе» марафона старт панӑ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/03/21/acha ... publikra-s

Манӑн хӑлха хытӑрах та, витӗрех уйӑраймарӑм: мӗн ҫинчен пулчӗ-ши анекдочӗ?

Help to translate

Кулӑш инкекӗ // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 170–180 с.

Саркалансах ҫӗр ҫумне лӑпчӑннӑ сарӑ супӑнь, ҫул курӑкӗ, чемчен, хӑлха ҫакки, чавка пуҫ, вӗлтӗрен, хупах пусса илнӗ кӑштра килхушшинче автан та, чӑх та курӑнмарӗ.

Help to translate

Хура ҫӑмарта // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 116–128 с.

Тухтӑр пӗр хушӑ учитель умӗнче айӑпа кӗнӗ вӗренекен пек пуҫне усса, хурава сӑмах та тупаймасӑр хӗсӗнсе, хӑлха таранах хӗрелсе, мӗхле-мӗхле ларчӗ.

Help to translate

Трофим // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 96–116 с.

Ӗҫри пуҫлӑхне те, «сатрапне», «кирӗкне ҫуса» хӑлха чикки тӑхӑнтартса, кутӗнчен таҫлаттара-таҫлаттара тӑна кӗртетех.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ула Тимӗр самантрах хӑйне утса-чупса пынӑ чух темле йӗплӗ тимӗр карта ҫине пырса тӑрӑннӑн туйса илчӗ, пичӗ, хӑлха таранах хӗрелмерӗ пулин те, карласа ҫунакан кӑвайт вут-хӗмӗ ӳкнӗ пекех пӗҫерсе кайрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Мӗншӗн тата ку сасӑсем пӗрмай хыҫалтан янк та янк янклаттарса «хӑлха чикки параҫҫӗ?»

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ак алла хӑлха лаптӑкӑш пӗр нӳрӗ ҫулҫӑ лекрӗ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Пуриса ӗнтӗ унӑн хаяр, ылханлӑ сӑмахӗсем ҫеҫ хӑрр! хӑрр! хӑваласа ҫитсе, янк-янк хӑлха чикки парса пуҫран тӳнк-тӳнк тӳнккерӗҫ, кӑштахран вӗсем те хавшаса, йӑмса ҫухалчӗҫ.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed