Шырав
Шырав ĕçĕ:
13. Юхтарса ҫӳрекен чирлӗ ҫыннӑн юхса тухаканни чарӑнсассӑн, унӑн хӑйне тасатмашкӑн ҫичӗ кун картса хумалла, хӑйӗн тумтирне ҫуса тасатмалла, ӳт-тирне ҫӑл шывӗпе ҫумалла, вара таса пулӗ; 14. саккӑрмӗш кунне вӑл икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн илӗ те, Ҫӳлхуҫа умне пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна пырса, вӗсене священника парӗ; 15. священник ҫав вӗҫен кайӑксенчен пӗрне ҫылӑх парни кӳрӗ, тепӗрне пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрӗ, юхса ҫӳренинчен священник ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ.
Лев 15 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Хӑйне тасатмалла чухне юрлӑ пурӑнӑҫпа пурӑнакан, тилҫе чирӗпе чирленӗ ҫын тӗлӗшпе хунӑ саккун акӑ ҫакӑ, тенӗ.32. Вот закон о прокаженном, который во время очищения своего не имеет достатка.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
21. Ҫав ҫын чухӑн пулсассӑн, юрлӑ пурӑнӑҫпа пурӑнать пулсассӑн, хӑйне тасатмашкӑн ӳкӗнӗҫ парни силлентерсе кӳме пӗр така илсе пытӑр, тырӑ-пулӑ парни кӳмешкӗн пӗр ефа тулӑ ҫӑнӑхӗн вуннӑмӗш пайне йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарса илсе пытӑр тата пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илсе пытӑр; 22. тата икӗ улатӑпа е икӗ ҫамрӑк кӑвакарчӑн — алли мӗн тупнӑ, ҫавна — илсе пытӑр, ҫав вӗҫен кайӑксенчен пӗри ҫылӑх парни валли, тепӗри пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне валли пулӗ; 23. ҫакна вӑл хӑй тасалмалли саккӑрмӗш кунӗнче священник патне, пуху чатӑрне кӗмелли вырӑна, Ҫӳлхуҫа умне, илсе пытӑр; 24. священник ӳкӗнӗҫ парнийӗн такипе пӗр лог йывӑҫ ҫӑвӗ илӗ те ҫакна Ҫӳлхуҫа умӗнче силлентерсе кӳрӗ; 25. ӳкӗнӗҫ парни кӳме илсе килнӗ такана пусса пӑрахӗ, священник ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнне илӗ те тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине тата сылтӑм урин пуҫ пӳрнине сӗрсе тухӗ; 26. священник хӑйӗн сулахай ывӑҫ тупанӗ ҫине йывӑҫ ҫӑвӗ юхтарӗ, 27. сулахай ывӑҫӗнчи йывӑҫ ҫӑвӗ ҫине сылтӑм аллин пӳрнине пуҫа-пуҫа Ҫӳлхуҫа умӗнче ҫичӗ хут сирпӗтӗ; 28. ывӑҫӗнчи йывӑҫ ҫӑвӗпе священник тасалакан ҫыннӑн сылтӑм хӑлхин хӗррине, сылтӑм аллин пуҫ пӳрнине тата сылтӑм урин пуҫ пӳрнине, ӳкӗнӗҫ парнийӗн юнӗпе сӗрнӗ вырӑнсене, сӗрсе тухӗ; 29. ывӑҫӗнчи юлашки йывӑҫ ҫӑвне священник тасалакан ҫыннӑн пуҫӗ ҫине ярӗ, ҫакна вӑл ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатас тесе тӑвӗ; 30. вара тасалакан ҫыннӑн алли тупнӑ улатӑпасенчен пӗрне е ҫамрӑк кӑвакарчӑнсенчен пӗрне парне кӳрӗ; 31. тасалаканӑн алли тупнӑ вӗҫен кайӑксенчен пӗрне ҫылӑх парни кӳрӗ, тепӗрне тырӑ-пулӑ парнипе пӗрле пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрӗ; вара священник тасалакан ҫынна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ.
Лев 14 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫав чӗрчунсен хӑшӗн те пулин вилли пӗр-пӗр япала ҫине ӳксессӗн — йывӑҫ савӑт-и вӑл, тумтир-и, сӑран-и, михӗ-и е тата ӗҫе юрӑхлӑ япала-и — пурте таса мар пулӗ: вӗсене шыва чиксе лартмалла, вӗсем каҫченех таса мар пулӗҫ, кайран таса пулӗҫ; 33. вӗсенчен хӑшӗ те пулин пӗр-пӗр тӑм савӑт ӑшне кӗрсе ӳксессӗн, савӑтри япала таса мар пулӗ, вара [савӑтне] хӑйне ҫапса ҫӗмӗрӗр.
Лев 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
13. Унтан Моисей Аарон ывӑлӗсене илсе пынӑ та, хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, вӗсене хитон тӑхӑнтартнӑ, пиҫиххи ҫыхтарнӑ, пуҫӗсене кидар тӑхӑнтартнӑ.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Моисей хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек тунӑ, вара пуху чатӑрне кӗмелли ҫӗре халӑх пухӑннӑ.4. Моисей сделал так, как повелел ему Господь, и собралось общество ко входу скинии собрания.
Лев 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
8. Священник камӑн та пулин пӗтӗмӗшпе ҫунтарса памалли парнине кӳрет пулсассӑн, ҫав пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳрекен парненӗн тирӗ священника хӑйне пулать; 9. кӑмакара пӗҫернӗ кирек хӑш тырӑ-пулӑ парни те, чӳлмекре е ҫатма ҫинче хатӗрленӗ кирек хӑш ҫимӗҫ те ҫав парнене кӳрекен священника пулать; 10. йывӑҫ ҫӑвӗпе хутӑштарнӑ е типӗлле кӳрекен кирек хӑш тырӑ-пулӑ парни те Ааронӑн мӗнпур ывӑлне пулать: вӑл пӗрне те, тепӗрне те тивӗҫлӗ.
Лев 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Моисее ҫапла тесе каланӑ: 2. кам та пулин ҫылӑха кӗрсессӗн, Ҫӳлхуҫа умӗнче йӗркесӗр ӗҫ тусассӑн, хӑйне шанса панине е хӑй патне хунине, е хӑй вӑрланине йӑхташӗ умӗнче тунсассӑн, е йӑхташне улталасассӑн, 3. е тата ҫухатнӑ япалана тупса унран тунсассӑн, е, суя тупа туса ҫылӑха кӗрекен ҫын пек, пӗр-пӗр ӗҫ тӗлӗшӗнчен суйса тупа тусассӑн, 4. ҫапла ҫылӑх туса айӑпа кӗрсессӗн, мӗн вӑрланине е мӗн туртса илнине, е хӑйне шанса панине, е хӑй тупнӑ япалине тавӑрса патӑр; 5. е мӗн ҫинчен те пулин суя тупа тунӑ пулсассӑн, вӑл пӗтӗмпех тавӑрса патӑр, ун ҫумне тата унӑн пиллӗкмӗш пайне хушса, япали камӑн пулнӑ, ҫав ҫынна ӳкӗнӗҫ парни кӳнӗ кун патӑр; 6. хӑйӗн айӑпӗшӗн Ҫӳлхуҫана ӳкӗнӗҫ парни кӳмешкӗн священник патне сурӑх кӗтӗвӗнчен, эсӗ хак хунӑ тӑрӑх, айӑпсӑр путек илсе пытӑр; 7. священник ӑна Ҫӳлхуҫа умӗнче тасатӗ, вара вӑл кирек мӗн тунӑ пулсассӑн та, унӑн айӑпӗ пӗтӗмпех каҫарӑнӗ, тенӗ.
Лев 6 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
30. Хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, пуху чатӑрӗпе парне вырӑнӗ хушшине ҫӑвӑнмалли савӑт лартнӑ, ҫӑвӑнмашкӑн шыв тултарса хунӑ, 31. ҫавӑнта Моисейпе Аарон тата Аарон ывӑлӗсем хӑйсен алли-урине ҫунӑ: 32. пуху чатӑрне кӗрсе [кӗлӗ тумашкӑн] парне вырӑнӗ умне пынӑ чухне вӗсем [ҫавӑнта] ҫӑвӑннӑ.
Тух 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
28. Хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, Моисей кӗлӗ чатӑрне кӗнӗ ҫӗре чаршав карса хунӑ; 29. кӗлӗ чатӑрне кӗнӗ ҫӗре — пуху чатӑрӗн алӑкӗ умне — пӗтӗмӗшпе ҫунтарса кӳмелли парне вырӑнӗ лартнӑ, ун ҫинче пӗтӗмӗшпе ҫунтарса парне кӳнӗ, тырӑ-пулӑ парни панӑ.
Тух 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
26. Хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, вӑл пуху чатӑрне, чаршав умне, ылтӑнран тунӑ парне вырӑнӗ лартнӑ, 27. ун ҫинче ырӑ шӑршӑ тӗтӗрнӗ.
Тух 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, Моисей кӗлӗ чатӑрӗн кӑнтӑр енчи пайне — пуху чатӑрне — сӗтеле хирӗҫ, ҫутаткӑҫ лартнӑ, 25. Ҫӳлхуҫа умне [унӑн] лампадисене лартнӑ.
Тух 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
22. Хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, Моисей кӗлӗ чатӑрӗн ҫурҫӗр енчи пайне — пуху чатӑрне — чаршав тулашне, сӗтел лартнӑ, 23. ун ҫине Турӑ умне йӗркипе ҫӑкӑр кӑларса хунӑ.
Тух 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
20. Саккун хӑмисене илнӗ те арчана хунӑ, каштисене арча ункисене тӑхӑнтартнӑ, хупӑлчине арча ҫине ҫиеле хунӑ; 21. хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, вӑл саккун арчине кӗлӗ чатӑрне илсе кӗрсе лартнӑ та, чаршав карса, Турӑ ирӗкне пӗлтерекен арчана хупӑрласа хунӑ.
Тух 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, Моисей кӗлӗ чатӑрӗ лартнӑ: унӑн тӗпӗсене хурса тухнӑ, пӑрӑсӗсене тӑратса лартнӑ, каштисене хунӑ, юписене лартнӑ, 19. кӗлӗ чатӑрӗ тӑррине вителӗкне сарса хунӑ, ҫав вителӗк ҫийӗнчен тата ҫиелти виттине витнӗ.
Тух 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Моисей пурне те тунӑ: Ҫӳлхуҫа хӑйне мӗнле хушнӑ, ҫапла тунӑ та.16. И сделал Моисей все, как повелел ему Господь, так и сделал.
Тух 40 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Пилӗк вителӗкне вӑл хӑйне уйрӑм, ултӑ вителӗкне хӑйне уйрӑм сыпӑнтарнӑ.16. И соединил он пять покрывал особо и шесть покрывал особо.
Тух 36 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
34. Ҫӳлхуҫапа калаҫмашкӑн Ун патне кӗнӗ чухне Моисей пӗркенчӗкне хывнӑ, унтан тухиччен те витӗнмен; тухсассӑн, [хӑйне Ҫӳлхуҫа] мӗн каланине Израиль ывӑлӗсене пӗтӗмпех каласа панӑ.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
32. Ҫакӑн хыҫҫӑн Израиль ывӑлӗсем пурте [ун патне] ҫывӑхарнӑ, вӑл вӗсене Ҫӳлхуҫа Синай тӑвӗ ҫинче хӑйне мӗн каланине пӗтӗмпех каласа панӑ.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
4. Моисей малтанхи чулсем евӗрлӗ икӗ чул хӑма якатса тунӑ, хӑйне Ҫӳлхуҫа хушнӑ пек, ирхине ирех тӑрса Синай тӑвӗ ҫине улӑхнӑ; аллинче икӗ чул хӑма тытса тӑнӑ.
Тух 34 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.