Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑвӑрттӑн the word is in our database.
хӑвӑрттӑн (тĕпĕ: хӑвӑрттӑн) more information about the word form can be found here.
Ҫапла ӗнтӗ, тепӗр хут калӑпӑр, пирӗн паянхи литература ӑна малалла тата хӑвӑрттӑн чечеклентерме, ырӑ ҫимӗҫсем партарма пултаракан писательсенчен, вӗсен халӑх юратса вулакан кӗнекесенчен чухӑн мар.

Help to translate

Аслӑ тӗллевпе ӑсталӑхшӑн // Александр Алга. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 3–11 с.

— Урӑххи мӗн вӑл? — хӑвӑрттӑн ыйтрӗ Лукарье.

Help to translate

XII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

«Ҫук, тем пулсан та ая пулма юрамасть. Тем пулсан та ун аллинчен вӗҫерӗнмелле!» — шухӑшласа илчӗ те, кушак пек хӑвӑрттӑн ҫаврӑнса, ҫамкипе Ҫтаппана сӑмса кӑкӗнчен тӑрӑслаттарчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Ҫтаппан чӗри хӑвӑрттӑн тапма тытӑнчӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Унтан ӑна кӑкӑрӗ ҫумне чӑмӑртаса йӑтрӗ те хӑвӑрттӑн утса кайрӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пӑрахут вырӑнтан тапрансан, пристаньпе ҫыран хӗррисем хӑвӑрттӑн вӗлтлетсе юла пуҫласан, Ҫтаппан хуйха ӳкрӗ.

Help to translate

II // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Пуҫ мими нейронӗсем хӑвӑрттӑн кӑна мана артистпа калаҫӑва кӗме хушса та хучӗҫ.

Help to translate

Калаҫма ӗмӗт ҫухатмастпӑр-ха // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 149–150 с.

Ҫемье патне ҫитсен пӗрле малалла, хула еннелле, хӑвӑрттӑн утрӑмӑр.

Help to translate

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Ӗҫ ӑнӑҫлӑ пулнипе савӑннӑран авса хунӑ ҫамрӑк йывӑҫа ухӑ пенӗ пек хӑвӑрттӑн вӗҫертсе ятӑм.

Help to translate

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Унталла та кунталла хӑвӑрттӑн сулӑнса тарас пек хӑтланать.

Help to translate

Асамлӑ ҫул // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 54–62 с.

Хӗрлӗ питлӗ панулмисене пуҫтарса пӗтерсен салтак кутамккине вӑл хӑй пӗлнӗ пек пураласа ҫыхрӗ, хӑвӑрттӑн ҫурӑм хыҫне ҫакма пикенчӗ, анчах пултараймарӗ.

Help to translate

Панулми // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 36–45 с.

Унтан хӑвӑрттӑн урама тухрӗ те кӳршӗ Мишша патне кайса ӑна кӑмӑллӑ чӗлхепе чӗнчӗ.

Help to translate

Пиҫӗн тӑшманӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 30–36 с.

Штабпа юнашар окоп ерипен ишӗле пуҫласан ҫеҫ Мишша хӑрушлӑха туйса илчӗ те пурне те окоп тӑрӑх пӗшкӗнсе утса хӑвӑрттӑн чӗтрев тепӗр енне ҫутта тухма каларӗ.

Help to translate

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Мишша хӑвӑрттӑн апат ҫикелерӗ те штаба кайма пуҫтарӑнчӗ.

Help to translate

Кӗрт // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 24–29 с.

Эпир хӑвӑрттӑн унтан-кунтан патаксем, шӑтӑрнаксем тупса ют ял клубне шавласа кӗрсе кайрӑмӑр.

Help to translate

Шӑртлӑ сысна хӳри // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 4–18 с.

Алӑка хытӑ шакканӑ сасӑ илтӗнсен Васелиса: «Петӗр мар-и», — тесе шарт сикрӗ, чӗри хӑвӑрттӑн тапма тытӑнчӗ.

Help to translate

III // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 122–141 с.

Лена хай ҫинчи утиялне сирсе хучӗ те хӑвӑрттӑн ура ҫине тӑчӗ.

Help to translate

Аслатиллӗ ҫумӑр // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 78–83 с.

— Эй, Турӑҫӑм, каҫар мана ҫылӑхлӑ утӑм тунӑшӑн, — терӗ те килнелле хӑвӑрттӑн утса кайрӗ.

Help to translate

Хӗр вӑрлани // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

— Итлетӗп, итлетӗп, — хӑвӑрттӑн хуравларӗ ял пуҫлӑхӗ, кукша пуҫне хыҫкаланӑ май.

Help to translate

Уйрӑлу шӑпи // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Вӗренекенӗсене курсан пит хавасланса кайрӗ, хӑвӑрттӑн сиксе тӑнӑран пуль, пуканне йӑвантарса ячӗ.

Help to translate

Пурнӑҫ йывӑҫҫи // Михаил Сунтал. Сунтал Михаил. Ҫӑтмах. Фантастикӑллӑ повесть. Шупашкар, 2009. — 120 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed