Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑвӑнпа (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
Значоксене тум ҫумне ҫирӗплетме те, хӑвӑнпа пӗрле парне пек илме те юранӑ, туристсенчен нумайӑшӗ ҫапла тунӑ та, Нью-Йоркра пурӑнакансем хӑйсем те значоксене асӑнмалӑх илсе кайнӑ).

Значки можно прикрепить к одежде и взять с собой на память, что и делало бесчисленное количество туристов, да и сами жители Нью-Йорка.

Метрополитен музейӗ (Нью-Йорк) // Светлана Трофимова. https://cv.ruwiki.ru/wiki/%D0%9C%D0%B5%D ... %80%D0%BA)

Ҫилӗ тата пӑртакҫӑ вӑйлӑраххӑн килес пулсассӑн, хӑвӑнпа пӗр шайра ҫунатне хускатмасӑр ярӑнакан кайӑкпа пӗрле шур пӗлӗтсем патнех вӗҫсе каяссӑн туйӑнать.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Нӑйшкӑса ан тӑр эсӗ, арҫын пек ҫирӗп пул, хӑвӑнпа мӗн пулнине тӗпӗ-йӗрӗпе каласа пар…

Help to translate

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Эс, пур, хӑвӑнпа пӗрле вӑрра пынӑ Лариван юлташна та инкекре пӑрахса хӑварнӑ.

Help to translate

42 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Санӑн хӑвӑнпа пӗрле эрех е сӑмакун пур-и?

Help to translate

Телейсӗрскер… // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Пӗлӗтри ҫӑлтӑра алла тытса, ӑна хӑвӑнпа пӗрле илсе кайма ҫук.

Help to translate

18. Малалла, малалла! // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

Шухӑшласан вара, ҫапла пулса тухать: эс мана, ырӑ кӑмӑллӑ пулса, ҫав аслӑ ӑру стройӗнчен тухса хӑвӑнпа юнашар тӑма, унтан санпа пӗрле хамӑн тантӑшсене питрен суркалама ирӗк паратӑн пулать.

Help to translate

7. Ҫӗр ҫинче миҫе чӑнлӑх? // Леонид Агаков. Чаковский А. Б. Инҫетри ҫӑлтӑр ҫути: повесть / А. Б. Чаковский ; вырӑсларан Леонид Агаков куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1966. — 275 с.

— Эсӗ, мӗн, кунне те хӑвӑнпа пӗрле илсе каясшӑн-и?

Help to translate

XVIII сыпӑк // Василий Алентей. Алендей, Василий. Курӑксене тайса ҫил вӗрет: роман. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 254 с.

Хӑвӑнпа пӗр сӑмахлӑ пулсах пӑрахрӗ-и вара ферма ӗҫне?

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 374–379 с.

Хӑвна шеллемесен, Натюша шелле, ӑна та хӑвӑнпа пӗрле шурлӑх ӑшне туртса ан кӗрт, — терӗм.

Help to translate

II // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

— Пурте хӑвӑнпа пӗрле-и?

Help to translate

I // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 5–93 с.

Хӑвӑнпа ху ҫапӑҫасси ҫынпа ҫапӑҫассинчен вунӑ хут йывӑртарах…

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Эсӗ, пурте хисеплекен, пурте юратакан артистка, хӑвӑнпа ҫавӑн пек ҫын ҫавнашкал калаҫса пынине лӑпкӑн итлесе утаттӑн, вӑл кӑна та мар, пӗр хутчен, хӑвӑн салхулӑхпа айккипе сирсе, кулса та илтӗн…

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Мана хӑвӑнпа ан танлаштар, ывӑлӑм: эп вӑрҫӑ ҫулӗсенче ӳссе ҫитӗннӗ ҫын.

Help to translate

Ӑшӑ ҫил // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 29-35 с.

— Пурне те хӑвӑнпа ан виҫ, хаспатин путсӗр ҫын!

Help to translate

Этем ятне илессишӗн // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Кӑмӑлу пулсассӑн арӑмна та ил, Анчах хӑвӑнпа хӗрне хӑварас мар, Тесе каланӑччӗ воевотӑ мана, Ҫавӑнпа та хӗрне хӑварас мар, Илемлентӗр унпала Шупашкар, Тесе пӗтерчӗ салтак сӑмахне, Шаклаттарса илчӗ атти кӗллине.

Help to translate

III. Йыхрав // Николай Шупуҫҫынни. Шупуҫҫынни Н.В. Еркӗн: поэма. — Мускав: СССР-ти халӑхсен тӗп издательстви, 1930. — 176 с.

Япалусене хӑвӑнпа ил.

Help to translate

Пӗрремӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ялан хӑвӑнпа пӗрле сӗтӗретӗн.

Help to translate

11. Тата тепӗр тупа // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Эс пире хӑвӑнпа ан танлаштар, Сарыев мӑрса, — сассине самаях хытарчӗ Элӗк.

Help to translate

3. Аллах ярса панӑ ҫын // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Хӑвӑнпа пӗрле паянах леш енне илсе каҫ, вырнаҫтар.

Help to translate

8. Новоград Свияжский // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed