Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑварнине (тĕпĕ: хӑвар) more information about the word form can be found here.
Чӑваш пичетне пысӑк тӳпе хывнӑ Демьян Семенов чӑваш халӑхӗшӗн те, редакцире ӗҫленисемшӗн те ыррине нумай туса хӑварнине палӑртрӗҫ.

Help to translate

Тӗп редактора, вӗрентекенӗмӗре асӑнтӑмӑр // Юрий МИХАЙЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/tep-redaktor ... -asantamar

Министр хула ҫыннисем ыйтнипе «Сокол» — Ҫӑкалӑхъял» маршрута упраса хӑварнине пӗлтерчӗ.

Help to translate

Пулӑ ӗрчетсе те... ӑмӑртӑпӑр // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/pula-erchets ... -amartapar

Ҫав вӑхӑтрах Павел Владимирович хӑш-пӗр районта социаллӑ ушкӑнсенчи ҫемьесене хваттерсемпе тивӗҫтермелли контрактсене пурнӑҫлассине чӳк, раштав пуҫламӑшне хӑварнине пӑшӑрханса палӑртрӗ.

Help to translate

Ҫил-тӑвӑл кӳнӗ инкекре ҫӑмӑлттайлӑх тӳпи те пысӑк // Николай КОНОВАЛОВ. http://www.hypar.ru/cv/news/cil-taval-ky ... i-te-pysak

Пурте ырлаҫҫӗ, анчах пӗр ватӑрах ҫын — пенсионер пулмалла — ҫав тери кӳренмелле сӑмах каласа хӑварнине илтсе юлтӑм:

Help to translate

Михал Михалчӑн икӗ пурнӑҫӗ // Леонид Агаков. Агаков, Л. Я. Суя телей: сатирӑлла калавсем; худож. В. Агаков. - Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви, 1975. — 64 с. — 3–11 с.

Ҫырӑва вӑл, пӗр вырӑнта сиктерсе хӑварнине шута илмесен, кӑлтӑксӑр майлах вуласа пачӗ, анчах сиктерсе хӑварнӑ йӗркесемшӗн ӑна тепӗртакран ытларах та намӑс турӗҫ.

Help to translate

8 // Юрий Скворцов. Скворцов, Ю. И. Ҫул юлташӗ: калавсемпе кӗске повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 184 с. — 128–184 с.

Ҫу уйӑхӗн 2-мӗшӗ тӗлне республикӑри хуҫалӑхсенче 161,1 пин га ҫӗр лаптӑкӗ ҫинче тыр-пула акса хӑварнине пӗлтернӗ вӑл.

Help to translate

Республикӑри хуҫалӑхсенче тыр-пула ҫанталӑк лӑпкӑ тӑрсан пилӗк – вунӑ кун хушшинче акса пӗтерӗҫ // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/05/02/perc ... publikri-h

Сергей Николаевич ҫын асӗнче темӗнле манӑҫмалла мар йӗрсем хӑварнине туйрӗ вӑл.

Help to translate

Манӑн идеал // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 161–176 с.

Пирӗн те чӑн малтанах ҫак тарӑна каякан йӑла-йӗркесене пӑхса, уйрӑмах ҫак Иван Яковлев пек паллӑ патриархсем хӑйсен шухӑшӗсене ҫирӗплетсе хӑварнине тӗпчесе, паянхи куна шута илсе малалла аталантармалла тесе утмалла тесе шухӑшлатӑп.

Help to translate

Яковлев халалӗ - пурнӑҫ кӗнеки // Чӑваш Ен наци телекуравӗ. https://www.youtube.com/watch?v=9geMRIgkUUo

— Амӑшӗ патӗнче усрани пӑрахса хӑварнине пӗлтермест.

Help to translate

3 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Вӑл хӑй вилӗмӗпе пӗтӗм ҫара пӗтесрен ҫӑлса хӑварнине хӗр-полковник лайӑх ӑнланчӗ.

Help to translate

Кашни ҫыннӑн вилӗмӗ — пӗрре... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Сан ҫыннусем ӑна епле ӑс вӗрентсе хӑварнине те каларӑм.

Help to translate

Терт пур та — термен ҫук // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Хулара мӗн тери шӑв-шав туса хӑварнине пӗлмесӗрех Укаслу хӑй ҫарӗпе мӑкшӑ вӑрманне кӗрсе кайрӗ те, Сӑрӑ шывне хирӗҫ ҫур ҫухрӑм пек хӑпарса, сывлӑш ҫавӑрса илме чарӑнчӗ.

Help to translate

Вутпа вут, хутпа хут // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Миҫе ҫыру хӑварнине те хисеплӗр.

Help to translate

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Миҫе ухӑ йӗппи ҫырса хӑварнине хисеплесе пырӑр.

Help to translate

Малашнехи пурнӑҫ // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Ҫакӑн хыҫҫӑн сахӑр хуҫи пӗр ҫатӑртатмасӑр-тулашмасӑрах йӑтмарҫӑсене ӗҫшӗн пурне те (ҫав шутра Ула Тимӗре те) пӗр тан, пӗр виҫепе тӳлерӗ (каҫартӑрах ӗнтӗ халӗ те пулин: ун чух хӑйне шӑтӑк ҫуна ҫине лартса тӑм шӑхличӗ тыттарса хӑварнине пачах ӑнкараймарӗ вӑл.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Ҫамрӑксем ӗнтӗ хӑйсене чикан майрисем, пуҫ ҫавӑрса, сӗмсӗррӗн чике тӑршшӗ лартса хӑварнине, пур-ҫук укҫисене ултавлӑн майланине пӗтӗмпех ӑнланчӗҫ, ҫав вӑхӑтрах хальлӗхе улталамалли, куҫ пӑвмалли мелсене пӗлмесӗр, курма мар, кун пек япаласем ҫинчен нихӑҫан та илтмесӗр, «ан суй!

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Кӗр тыррисене 550 гектар ҫинче акнине, 1266 гектар лаптӑкри кӗрхи ҫӗртме сухине агротехника ыйтнӑ вӑхӑтра пурнӑҫласа хӑварнине тата кӗркуннерен ҫӗр пулӑхне лайӑхлатассипе пысӑк ӗҫсем пурнӑҫланине шута илсе, ҫитес ҫулхи тыр-пул шӑпи те шанчӑклӑ пуласса шанаҫҫӗ ҫӗр ӗҫченӗсем.

Help to translate

Йӗркелӗх, ӗҫлӗх — чи кирли // Светлана АРХИПОВА. http://елчекен.рф/2023/02/14/%d0%b9e%d1% ... %bb%d0%b8/

Графика кӑштах тӳрлетӳсем кӗртсе хӑварнине те асӑннӑ вӑл сӑмаха малалла тӑснӑ май.

Help to translate

Палӑртса хунинчен чылай маларах юсаса ҫӗнетнӗ Чӑваш Енри виҫӗ шкула // Влаҫ органӗсен порталӗ. https://chuv.cap.ru/news/2023/01/09/palr ... cnetn-chva

Микула каҫ Ваҫлине хушса хӑварнине аса илчӗ те, ку ӗҫе хӑй хутшӑннине ял ҫинче пӗлеҫҫӗ пек сунса, Анук хӑлхине кӗресрен хӑраса ӳкрӗ.

Help to translate

XVI // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Вӑл хӑйсем тытнӑ хурах Хӗлип ҫинчен каласа хӑварнине аса илчӗ те унӑн юнӗ тилӗрсе кайрӗ.

Help to translate

XIII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 1-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed