Шырав
Шырав ĕçĕ:
23. Вара Иосиф халӑха каланӑ: акӑ эпӗ халӗ сире хӑвӑра та, сирӗн ҫӗрӗре те фараон валли илтӗм; акӑ сире вӑрлӑх, ҫӗре акса тухӑр; 24. вырса илсессӗн, пиллӗкӗмӗш пайне фараона парӑр, тӑватӑ пайӗ хӑвӑра хире акса хӑварма, хӑвӑра, хӑвӑр килӗртисене тӑранса пурӑнма, хӑвӑр ачӑрсене тӑранса пурӑнма юлӗ, тенӗ.
Пулт 47 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Журналистсен пысӑк ӑсталӑхне тата ҫӳллӗ шайри яваплӑхне пула републикӑри МИХсем хӑйсен чи хаклӑ туприне – вулакансен шанӑҫне – сыхласа хӑварма пултарчӗҫ.
Чӑваш Республикин Пуҫлӑхӗ Михаил Игнатьев Раҫҫей тата Чӑваш пичечӗн кунӗ ячӗпе саламлани (2015) // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/info.aspx?gov_id=712&t ... id=2926907
Хуҫалӑхсен пучах биотытӑмӗн пахалӑхне упраса хӑварма май паракан технологи ҫукчӗ.
Хӑмла отраслӗ чӗрӗлсе ҫӗкленетех // Юрий МИХАЙЛОВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Чӑваш юрлама кӑмӑллать, ҫак пуянлӑха та пулин упраса хӑварма вӑй-хӑват ҫитересчӗ пирӗн.
Анатолий Никитин: «Ҫынпа калаҫнӑ чухне те пуҫра кӗвӗ янӑрать» // Дмитрий МОИСЕЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 18; 35-36№
Ҫамрӑксенчен «Клевер» ООО директорӗ Ростислав Турхан, пенси ҫулне ҫывхарса пыракан Юрий Алексеев /«Комбайн» ЯХПК ертӳҫин ҫумӗ/ тата ыттисем ӑста вылянине палӑртса хӑварма пулать.
Зонӑра ҫӗнтернӗ // Н.АЛЕКСЕЕВ. «Елчӗк Ен», 2016.03.17
Унпа килӗшӳллӗн, алимент тата штраф тӳлеменнисене вӑхӑтлӑха водитель прависӗр хӑварма тытӑнчӗҫ.
Кашни тӗслӗхре - ача шӑпи // Любовь ПЕТРОВА. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Паллах, стройкӑра арҫын чухлӗ укҫа илеймен ӗнтӗ, анчах ҫине тӑнӑ тӑк Владике хӑйӗн ҫумӗнче хӑварма пултарнах.
Уйрӑлнӑ хыҫҫӑн та пӗр-пӗрне лӑпкӑ пурнӑҫ кӑтартмаҫҫӗ // Алина ИЗМАН. «Ҫамрӑксен хаҫачӗ», 2016.03.17, 10 (6103) №
Виҫҫӗшне те условнӑй майпа ирӗклӗхсӗр хӑварма йышӑннӑ.
«Алза» ертӳҫисене айӑпланӑ // Н.ДМИТРИЕВ. «Хыпар», 2016, пуш, 15; 33-34№
Пурте ас тӑваҫҫӗ пулӗ, иртнӗ ҫул вӗҫӗнче Крым ҫурутрава Украина ҫутӑсӑр хӑварма, энергетика блокадине илме хӑтланчӗ.
Крым пирӗнпе! Канма йыхравлаҫҫӗ // ЛЮБОВЬ ГОРОДИЩЕНСКАЯ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Юлашки ҫулсенче халӑх сывлӑхне упраса хӑварма тӗрлӗ меслет шыраҫҫӗ, ҫӗршывра иртекен спорт ӑмӑртӑвӗсен шучӗ те палӑрмаллах ӳссе пырать.
Ҫаврӑнса пӑхсан та – ҫитӗнӳсем // ЛЕОНИД ПАВЛОВ. «Тӑван Ен», 19-20№, 2016.03.18-24
Кӗнекисене вара, ҫӗршыва революци ҫулӑмӗ ярса илсен, халӑх ҫуртӗнче хӑварма йышӑннӑ, анчах та Кӑрмӑш хутлӑхӗнчи пӑлхава чарса лартнӑ хыҫҫӑн управляющи пулнӑ ҫыннӑн ҫуртне /библиотека унта упраннӑ/ конфискациленӗ, кӗнеке фончӗн пӗр пайӗ Етӗрне уесӗн тӗп вулавӑшне, тепӗр пайӗ вулӑс библиотекисене саланнӑ.
Мухтав сире, Таланцевсем! // Надежда СМИРНОВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№
Ҫӗнӗ планра малтанхисенчен ҫаксене - Шупашкарти Пӗтӗм тӗнчери кинофестивале, Д.М.Михайлов ячӗллӗ Пӗтӗм тӗнчери опера фестивальне тата ыттисене те - хӑварма, ҫавӑн пекех тӗнче тата Раҫҫей шайӗнчи ҫак мероприятисене - халӑх пултарулӑхӗн Пӗтӗм Раҫҫейри «Туслӑх кӗперӗ: Крым тата Чӑваш Ен», ачасен пултарулӑхӗн Пӗтӗм Раҫҫейри «Раҫҫей чӗри» фестивалӗсене, Раҫҫей библиотекисен саккӑрмӗш «Библиокараван» форумне кӗртме палӑртнӑ.
Ӗҫ планне улшӑнусем кӗртнӗ // Н.ГЕОРГИЕВА. «Хыпар», 2016, пуш, 11; 32№
Литература - пирӗн культурӑн чи кирлӗ пайӗ, вӑл йӑла-йӗркене, Тӑван ҫӗршыва юратнине сыхласа хӑварма май парать.
Юмахсен кĕнеки пичетленнĕ // В.Рафинов. «Пурнӑҫ ҫулӗпе», 2016.03.04
Асӑннӑ мерӑсене тивӗҫтересси пысӑк тӑкаксемпе ҫыхӑннӑ, анчах вӗсене пурнӑҫлама тахҫанах вӑхӑт ҫитнӗ, ку ӗҫе урӑх кая хӑварма юрамасть.
Чӑваш Ен Пуҫлӑхӗ 2015 ҫулта Патшалӑх Канашӗ патне янӑ Ҫыру // Михаил Игнатьев. http://gov.cap.ru/SiteMap.aspx?gov_id=49 ... id=1937945
Эпӗ, килти пӗччен хӗрарӑм, ҫурта нихӑҫан та пӑрахса хӑварма хӑраман, ӗҫрен таврӑннӑ ҫӗре савӑт-сапа та, урай та, кӗпе-йӗм те тап-таса пулнӑ, - тет телейлӗ амӑшӗ. - Ӗҫе алӑран туртса илетчӗҫ.
«Арапуҫ кӗперӗ пӗрлештерчӗ...» // Виктория Вышинская. http://hypar.ru/ru/node/15771