Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑварман (тĕпĕ: хӑвар) more information about the word form can be found here.
Ҫтаппан килӗнче хуйхӑ, анчах та ҫынсем ӑна пӗччен хӑварман.

Горе пришло в семью Степана, да только люди не остались равнодушными к чужой беде.

Мӗншӗн-ха? // Александра Сергеевна. https://t.me/sergeyevnachavashla/332

Крымра ҫар службинче тӑнӑ ҫулсенче те, строительсен полкӗнче пулнӑран, хӑйӗн юратнӑ ӗҫӗсӗр хӑварман ӑна.

Help to translate

Алли ылтӑн унӑн // Людмила ЕНЕДЕРОВА. http://елчекен.рф/2023/06/02/%d0%b0%d0%b ... bda%d0%bd/

Тепӗр тесен, ватӑ ҫын тесе, ҫырма урлӑ ҫитме май ҫук тесе, пациента пӑрахса хӑварман, машшин патне илсе тухнӑ.

Help to translate

Чӑваш Енри тухтӑрсем тем те ӑсласа кӑларма ӑста! // Аҫтахар Плотников. https://t.me/senkapkan/213

Е арӑму хӑйӗнне пӗр япала та хӑварман?

Help to translate

11 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Чӑваш ҫӗрӗнче вӗсем ҫитмен кӗтес хӑварман.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 272-415 с.

Ҫакӑ ӑна хавхалану кӳмесӗр хӑварман паллах.

Help to translate

Ӑнтӑлу хӗлхемӗ вӑй парса тӑрать // Юрий Гаврилов. http://kasalen.ru/2023/04/25/%d3%91%d0%b ... %82%d1%8c/

Ун чухне пуҫламӑш классенче ҫеҫ вӗреннӗ пулсан та, ку ӗҫрен пире те хӑварман.

Help to translate

Халӗ те ырӑпа асӑнатпӑр // Тамара Григорьева. http://kasalen.ru/2023/04/28/%d1%85%d0%b ... %91%d1%80/

Ашшӗ ача мӗнле пӑхмалли ҫинчен ҫырнӑ кӗнекесене хулари пӗр магазинра та хӑварман пулмалла, анчах вӑл, вӗсене питӗ тӗплӗн вуласа тухнӑ пулин те, час-часах ҫапла каланӑ:

Help to translate

Радик ҫулӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 177–186 с.

Пӗрле пурӑннӑ чухне вӗсен иккӗшӗн те пӗрер уҫӑ пурччӗ, кунтан пӑрахса кайнӑ чух Таня ӑна хӑварман, хӑйӗн ҫӑраҫҫийӗ — хӑйпе пӗрлех кайнӑ…

Help to translate

Пурнӑҫ пуҫламӑшӗ // Василий Игнатьев. Игнатьев В.Г. Шӑпчӑк катинче: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959. — 188 с. — 37–56 с.

Вылпа Юрпаш тӑрӑхӗнче ҫитмен вырӑн хӑварман вӑл.

Help to translate

1 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 92-125 с.

Юрать-ха, тата анкарне манса хӑварман.

Help to translate

Ҫӗрлехи ҫул ҫӗр тӗслӗ // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Анчах сарай алӑкне ӑҫтан уҫӑн-ха, ӑна фашистсем питӗрмесӗр хӑварман, хӑварас та ҫук.

Help to translate

Иккӗмӗш сыпӑк // Сергей Юшков. Юшков С. П. Кӗрен кӳлӗсем: повеҫпе калавсем — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1975. — 112 с. — 3–73 с.

Ачасем мана пӗр татӑкран та хӑварман.

Help to translate

Хуралчик // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Пирӗн Хурал-и, ытти йытӑсем-и, пӗр хӑлха та хӑварман.

Help to translate

Выҫлӑх ҫул, хӗлле // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Хӑйсем вара, шӗмпӗлтсем (вӗсенчен ытларахӑшӗ икӗ ҫул каялла кӑна Ҫӗнтерӳпе вӗҫленнӗ Аслӑ Аттелӗх вӑрҫинче пуҫӗсене хунӑ ашшӗсен «тимӗр аллисене», ҫемьери йӗркесӗрлӗх, сӑпайсӑрлӑх чиккине, «кӑкарӑҫне» туймасӑр яру ярӑнса ӳснӗскерсем) ял касса, ҫырма-ҫатра тӑрӑх ҫавӑрттарса, арҫуриленсе ҫӳресе, унта ура йӗрлемен, алӑ тӗкӗнмен, «шӑлпа ҫыртса тӗрӗслемен» вырӑн та хӑварман ӗнтӗ.

Help to translate

«Пуҫа ҫухатрӑм» — хисеп тупрӑм // Василий Сипет. Сипет В.Н. Калавсем. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2019. — 224 с. 207–214 с.

Анчах тӑнлӑхӗ, харпӑр хӑйне сыхлас инстинкчӗ те ӑна пачах хӑварман иккен.

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Паян та килте ҫук, хут таврашӗ те пулин ҫырса хӑварман хӑть.

Help to translate

9 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

Арҫын ачасем хӑйсемпе пӗрле гитара, волейбол мечӗкӗсем ҫӗкленӗ, транзисторлӑ приемниксене те манса хӑварман.

Help to translate

8 // Елизавета Осипова. Осипова Е.Б. Ӑшӑ ҫумӑр: повеҫпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 128 с. — 3–83 с.

— Упӑшкам нимле мул та хӑварман ман валли, эп хам та ӗҫлетӗп, самаях ӗҫлесе илетӗп.

Help to translate

Йывӑр та телейлӗ пурнӑҫ // Вера Дридзо. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 4-8 с.

Вӑт шельма, пӳрте кӗрсе те каласа хӑварман хуть, хӑйсенчен те ыйтман.

Help to translate

Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ // Геннадий Мальцев. Мальцев Г.С. Уй куҫлӑ, вӑрман хӑлхаллӑ: кулӑшла каласем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1976. — 80 с. — 36–39 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed