Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑварасшӑн (тĕпĕ: хӑвар) more information about the word form can be found here.
Ху ҫавах мана ҫавнашкал условисемпе Хусана леҫсе хӑварасшӑн.

Help to translate

12. Икӗ хула // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Сӑмах пуҫарсанах вӑл: — Эс мана платйӗсӗр хӑварасшӑн, эс мана выҫӑ усрасшӑн. Эс мана ҫынсем патне кивҫене ярасшӑн. Фотоаппарат ҫынна йӑкӑл-йӑкӑл ҫаратмалли, ҫынна чухӑна хӑвармалли япала ҫеҫ вӑл! — тесе янрашма тытӑнать.

Help to translate

Чӑтаймарӗ, тӳсеймерӗ… // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 131–134 с.

— Председатель сана агронома хӑварасшӑн пулнӑ та, эс килӗшмен, терӗҫ.

Help to translate

IX // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Кӑвайт ҫутисем: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 153 с. — 15–35 с.

Хӑй яла таврӑнни ҫинчен тусӗсене пӗлтерсе хӑварасшӑн.

К тому же в Акрамове он должен сообщить друзьям о своем возвращении

Ухтиван // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Хӑни те хӑй хыҫҫӑн хупса хӑварасшӑн пулать те, хуҫи ӑна хуптармасть.

как бы гость ни стремился это сделать сам.

Киремете пуҫ ҫапни // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Ҫапла йӑпатса хӑйне киреметрен, выльӑхне-чӗрлӗхне кашкӑр ҫӑварӗнчен хӑтарса хӑварасшӑн чӑваш.

Так поступает чуваш, чтобы утешить себя, спастись от киреметя, скотину спасти от волчьей пасти.

Янтул несӗлӗ // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Лайӑх вылякан команда членӗсене палӑртса хӑварасшӑн: команда капитанӗ — Гера Смирнов, вратарь — Саша Антонов, вылякансем — Гера Дмитриев, Коля Гаврилов, Алеша Яковлев, Петя Хораськин, Гена Хораськин, Веня Чернов, Миша Иванов, Леня Хораськин, Минсеит Купиров, Минсагит Купиров, Ринат Мухаметзянов.

Help to translate

«Сӑран мечӗк» пӗрлештернӗ // П.ЗАЙЦЕВ. http://kasalen.ru/2022/09/02/%d1%81a%d1% ... 80%d0%bde/

Ҫавӑнпа та ячӗсене асӑнса хӑварасшӑн.

Help to translate

Ветерансем паян та стройра // Ю.Тимофеев. http://kasalen.ru/2022/09/16/%d0%b2%d0%b ... %80%d0%b0/

«Мӗншӗн пире пӑрахса хӑварасшӑн эсӗ, хамӑр ялсем?

— Как же ты нас бросаешь, землячок?

«Пӗр ялсем» // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

«Ӑна эпӗ куланай тӳлеме хӑварасшӑн.

— Я его хочу оставить на уплату куланая.

Ӗҫ ҫинче // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Юрать-ха Липа ӑна улӑх курма тесе сӗтӗрсе килчӗ, — агроном кӑҫал кӗркунне улӑха тикӗслетсе, тӗрлӗ ӑпӑр-тапӑртан тасатса хӑварасшӑн.

Help to translate

XXXI // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Кунта амӑшӗ автан сӑришӗн, хӑйӗн панулми куклипе ҫӗрулми пӳремечне ҫитерсе пӑхтарассишӗн ырана хӑварасшӑн.

Help to translate

XXX // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

— Мӗншӗн тутаркассене кая хӑварасшӑн вара эс, Укахви?

Help to translate

XXVII // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Посольство урлӑ вӑл хӑйне хан туса хунӑ Василий Ивановичран ҫапла ыйтнӑ: ырӑ патша, пиртен Сафа-Гирей хан пулнӑ чухне юлнӑ пищальсене ан ил, вӗсем пире кунта кирлӗ пулаҫҫӗ; сана хирӗҫ ҫапӑҫма мар хӑварасшӑн эпир вӗсене, хамӑр тӑшмансене, Мускавпа Хусан тӑшманӗсене аркатма кирлӗ пулаҫҫӗ вӗсем; пирен кунта туссем йышлӑ, анчах тӑшмансем те ҫук мар.

Help to translate

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Пире ҫеҫен хире ӑсатасшӑн, ывӑлсене аманат тесе Хусанта хӑварасшӑн.

Help to translate

5. Ҫеҫен хир // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ремис та хӑйӗн пурнӑҫӗнче пухӑннӑ ӑсталӑхне мӑнукне парса хӑварасшӑн.

Help to translate

Кашкӑр ҫури — Хура ҫӑлтӑр // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Эльгеевӑн наукӑри пултарулӑхне кура Чебоксаров ӑна хӑй патӗнчех хӑварасшӑн.

Help to translate

Кунҫул тӳпинчен // Ипполит Иванов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 232–239 с.

Мана профессор хӑй патне хӑварасшӑн ассистент вырӑнне, — терӗ Эльгеев.

Help to translate

6 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Каллех хӑвна валли хӑварасшӑн! — тилӗрсе кайса хыттӑн каларӗ Иштерек.

Help to translate

14. Урасмет хӗр ҫураҫать // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Шурӑ гвардеецсем, пирӗн ҫӑкӑра туртса илсе, хуласемпе ялсене выҫлӑха хӑварасшӑн.

Help to translate

3 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed