Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑвалама (тĕпĕ: хӑвала) more information about the word form can be found here.
Ҫавӑнтах Ахваниҫе, ӳсӗр тесе, пухуран хӑвалама тытӑнчӗҫ.

Help to translate

2 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей Павӑлӗ: хроникӑллӑ роман. 3-мӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1984. — 240 с. — 3–231 с.

Алманчӑ Альпие вӑрланӑ пек те, пӗтӗм ял ӑна хыҫран хӑвалама тухнӑ пек.

Help to translate

17. Вилнӗ ӗнен сӗчӗ тутлӑ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Вӑл тӑрлавсӑр шӳт турӗ, ҫынна итлеме пӗлмесӗр ялан хӑй пакӑлтатрӗ, юлашкинчен Нухрат ҫумне ҫыпӑҫрӗ те ӑна хӑвалама тапратрӗ.

Help to translate

16. Хан эшкерӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Пӗрре кайса килни вӑл пирӗншӗн, асап тӳсме вӗреннӗ ҫынсемшӗн, ним те мар, ак Тукай мӑрса пире эрнере пӗрре хӑвалама тытӑнсан мӗн тӑвӑпӑр?

Help to translate

15. Инҫе ҫул // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

«Мӗн кирлӗ-ха ку вӗҫкӗне? Хӑйне кӑтартас тесен лашине ҫирӗм ҫухрӑм хӑвалама та ӳркенмест», — терӗ.

Help to translate

12. Шупашкар пасарӗ // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Черет мана ҫитсен пиччесене лашапа епле маттур ҫӳреме пултарнине кӑтартасшӑн пултӑм, ҫавӑнпа Воронока мӗн пур вӑйран хӑвалама пуҫларӑм, анчах вӑл вите патӗнчен каясшӑн пулмарӗ, эп ӑна темӗн чул ҫаптарсан та сиккипе чуптараймарӑм, вӑл утса пынӑ чухнех каялла ҫаврӑнма хӑтланчӗ.

Когда пришёл мой черёд, я хотел удивить братьев и показать им, как я хорошо езжу, — стал погонять Воронка изо всех сил, но Воронок не хотел идти от конюшни. И сколько я ни колотил его, он не хотел скакать, а шёл шагом и то всё заворачивал назад.

Ватӑ лаша // Валерий Алексеев. Толстой Л.Н. Йывӑҫсем мӗнле утаҫҫӗ: калавсем. Чӑвашла В.Н. Алексеев куҫарнӑ; ӳнерҫи С.А. Бритвина. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2022. — 60 с. — 43–46 с.

Пӑшал пемесӗр хупӑрласа илесшӗн пулчӗҫ пире, — терӗ те Эльгеев, лашана тата хытӑрах хӑвалама хистерӗ.

Help to translate

4 // Петр Осипов. Осипов П.Н. Пиччӗшӗпе шӑллӗ: роман. Шупашкар: Чӑваш чӗнеке издательстви, 1977. — 352 с.

Урапи ҫине ларса лашине хӑвалама тытӑнайнӑччӗ, сасартӑк ҫак ҫын умне ыраш хӑмӑлӗпе кӗрсе кайнӑ тӑрантас йӗрри курӑнчӗ.

Help to translate

5 // Петр Осипов. Осипов, П. Н. Элкей таврашӗ:роман. 1-мӗш кӗнеке; [И. Иванов умсӑмахӗ; Г. Хлебников хыҫсӑмахӗ]. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1973. — 463 с. — 15–458 с.

Икӗ шар юлчӗ: ҫиччӗ тата вун пӗр, ҫавӑнпа хирӗҫ тӑруҫӑ вун пӗр хыҫҫӑн хӑвалама пикенчӗ, ӑнӑҫтарсан вӑл партие вӗҫлет.

Осталось два шара: семь и одиннадцать, так что противник начал гнаться за одиннадцатью, сыграв который, окончил бы партию.

XIV сыпӑк // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Пиллӗкмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 432 с. — 229–414 с.

Илемпи хӑй умӗнче кам тӑнине чухларӗ ӗнтӗ, анчах тӳрех палӑртас темерӗ, тарӑху капланса килчӗ пулин те, ҫилле хӑвалама кирлӗ маррине те ӑнланмасть мар.

Help to translate

XIV // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Малтанласа хыта хӑвалама тӑхтарӗ-ха, шикленчӗ: темрен тем сиксе тухас пур.

Help to translate

III // Юлия Силэм. Силэм Ю. Юр ҫинчи кӑвайт: повесть. — Шупашкар: КПСС Чӑваш обкомӗн издательстви. 1990 — 64 с.

Кунсӑр пуҫне вырӑн-вырӑнпа чӑн-чӑн шурлӑхран иртме тивет, тем те пӗр тӳснӗ наҫилккеҫӑсем те унта ассӑн сывла-сывла, хашлата-хашлата кӗреҫҫӗ: «Ух, шыв нумай!» — вара вӗсене чӑннипех те ҫапкаласах хӑвалама тивет.

Кроме того, путь местами пересекали болота, куда даже видавшие виды носильщики входили, вздыхая: «Ух, много воды!» — и их надо было действительно понукать.

VIII. Цаупере чура // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Тӑваттӑмӗш том. — Шупашкар, 2012. — 428 с. — 165–317 с.

Вӑкӑр урса кайса ман хыҫҫӑн хӑвалама пуҫларӗ, эпӗ шыв варрине ҫитиччен ишсе кайрӑм та, зонтикне пӑрахса, хам пӗвен тепӗр хӗрне тухса йывӑҫ тӗмӗсем хушшинелле пытантӑм.

Он разъярился — за мной, я вплавь, отплыл до середки и бросил зонт, а сам на другой берег и в кусты.

VI сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Вӑл Яшкӑпа йывӑр та лӳппер сулӑна ҫыран хӗрринчен тӗртсе яриччен, эпир Тимкӑпа кивӗ карап ҫине ларса тӑшмана пӳлсе илесшӗн тӳртен хӑвалама пуҫларӑмӑр.

Пока он и Яшка отталкивали тяжелый, неповоротливый плот, мы с Тимкой на старом суденышке пустились неприятелю наперерез.

V сыпӑк // Чӑвашсен патшалӑх издательстви. Гайдар А.П. Шкул: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 166 с.

Ҫак ҫынсем сапаланчӑк ҫӳҫлӗ, ҫурма тумланнӑ, вӗсен ӑс-тӑнӗ шӑрӑхпа, ӗҫкӗ-ҫикӗпе тата ӗҫсӗр пурӑннипе арпашнӑ-минренӗ, аллисен хусканӑвӗ те — стакан тытма е шӑна хӑвалама кӑна.

Эти люди, растрепанные, полуодетые, с помраченным жарой, пьянством и бездельем рассудком, едва двигали руками, — разве лишь затем, чтобы взять стакан или отогнать мух.

I // Алексей Леонтьев. Грин А.С. Суйласа илнисем. Иккӗмӗш том. — Шупашкар, 2011. — 416 с. — 321–325 с.

Тепӗр ҫур сехетрен Калюкова хӑвалама кайнӑ милиционерсем таврӑнчӗҫ, пуҫлӑхсем енне айӑплӑн пӑхкаласа, шарламасӑр ыттисем патне иртсе кайрӗҫ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Каярах, кӗтӳ хӑвалама тытӑниччен, килти выльӑха та пирвай унта кӑларатчӗҫ.

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

— Енчен мана хӑвалама тивсен, чӑмӑрскер, нивушлӗ хуса ҫитӗн, э?

Help to translate

1 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Ҫитменнине, ҫав Шункӑт таврашӗнчех милиционерсемпе угрозыск агенчӗсем хурахсен ушкӑнӗпе куҫа-куҫӑн та тӗл пулнӑ, анчах район чиккине тухсан, кунта йӗрлесе ҫӳресси пирӗн ӗҫ мар тесе, хӑвалама пӑрахнӑ…

Help to translate

3 // Николай Максимов. Максимов Н.Н. Синкер. Роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 349 с.

Юлташ хӗрӗ ҫумӗнче хулӑн куҫ харшиллӗ, хура куҫлӑ каччӑ ларнине курсан вӑл тӳрех ӑна вырӑнтан хӑвалама пуҫларӗ.

Help to translate

Аля. Алевтина // Улькка Эльмен. Эльмен У. Ма инҫе-ши ҫӑлтӑрӑм?.. Повеҫсем, калав. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви. 2001 — 207 с. — 100–133 c.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed