Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хӑвалама (тĕпĕ: хӑвала) more information about the word form can be found here.
Тата пӗччен те мар, иккӗн хӑй, пуҫтах ҫул ҫӳрене хӑвалама кӳршӗ арҫыннине илсе килнӗ.

Help to translate

4. Вӑрҫӑ йӗрӗпе // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Ӳсчӗр-ха пӑртак, вӑй илччӗр, пурнӑҫ тути-масине ӑнланакан пулсан ак мулласене ҫеҫ мар, иҫниксене, хакимсене хӑвалама тытӑнӗҫ.

Help to translate

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Теприсем хӑратаҫҫӗ: унта вырӑссем пулма тивӗҫ, вӗсем хӑвалама тытӑнӗҫ тата.

Help to translate

1. Чарусӑр ҫамрӑксем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

— Кша-а-а!.. — хӑвалама тытӑнтӑмӑр ҫаксене.

Help to translate

Сӑтӑрҫӑ ҫерҫисем // Герасим Харлампьев. Харлампьев, Г. Д. Утарта: пӗчӗк калавсем. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1964. — 84 с. — 43–47 с.

Ҫитӗннӗҫемӗн хайхи автанӗ чӑхха та, хамӑра та хӑвалама тытӑнчӗ.

Help to translate

Ырӑ ырӑпах таврӑнтӑрччӗ // Ирина ПУШКИНА. «Хыпар», 2015, 35-36 (26687-26688)№, 8 с.

Тепӗр ҫул вӗсемшӗн инҫетри походсемпе ҫӗр-шыв тулашӗнчи ҫапӑҫусем пуҫланса кайнӑ: 1813 ҫул Раҫҫей салтакӗсем хӑйсемпе килӗшӳ тунӑ Прусси, Швеци, Австри ҫарӗсемпе пӗрле французсене малалла хӑвалама тытӑннӑ.

Дальние походы и зарубежные бои начались для них в 1813 году, когда Россия, Пруссия, Швеция и Австрия подписали соглашение о совместном наступлении на французскую армию.

I // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Кӗтӳ хӑвалама ятӑм-ха эп ӑна.

Придет скоро, стадо пошла проводить.

Сӑпай Ваҫук // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 2-мӗш кӗнеке. Таркӑн. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке изд-ви, 1994. — 398 с.

Атӑл ҫинчи хуласене ҫирӗплетме тесе тӳресем Сӑр вӑрманне сырса илнӗ те халӑха пӗр укҫасӑрах вӑрман ӗҫне хӑвалама тытӑннӑ.

Для укрепления городов Поволжья власти окружили Сурские леса и погнали народ на их вырубку.

Саланнӑ кил-йыш // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Хӗр хыҫалта Ухтиван пынине курсан темшӗн тӑруках ӗнине васкаса хӑвалама тытӑнчӗ, чупсах ялалла кӗрсе кайса ҫухалчӗ.

Девушка, заметив идущего позади Ухтивана, вдруг заторопилась, стала подгонять корову и вскоре скрылась за воротами околицы.

Татӑклӑ сӑмах // Хветӗр Уяр. Уяр Ф. Е. Шурча таврашӗнче. 2 кӗнекеллӗ роман. 1-мӗш кӗнеке. Таната. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 359 с.

Малтан тилхепине турткаласа чуптарса килекенскер, вӑл ҫул ҫинчи ҫын тӗлне ҫитсен лашине хӑвалама пӑрахрӗ, хӑйӗн умӗнчи ҫын ҫине тинкерсе пӑхрӗ.

Help to translate

III // Куҫма Турхан. Куҫма Турхан. Йӑмраллӑ ял. Роман. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1951. — 368 с., илл.

Халь нухайсене вӗслетеҫҫӗ халӑха хӑвалама.

Help to translate

16. Хусан ҫывӑхӗнче // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Темиҫе арҫын лашасем тупса хыҫалтан хӑвалама тухнӑ ҫӗре вӑхӑт чылай иртрӗ, хир еннелле темӗнччен юрттарсан та вӗсем никама та тӗл пулмарӗҫ.

Help to translate

14. Вырӑссем тухса кайсан // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Анчах мӑрса ку шухӑша часрах хӑвалама тӑрӑшать.

Help to translate

7. Ҫӗнӗ хуҫа // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ялта ӗне-сурӑх макӑрни илтӗнет — кӗтӳ хӑвалама вӑхӑт.

Help to translate

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Хыҫран хӑвалама кирлӗ мар.

Help to translate

6. Северьян // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ав, ратник вӗсене хӑвалама пычӗ.

Help to translate

14. Мускавра // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

— Ытла нумай палкатӑн, — терӗ Урасмет лашисене хытӑрах хӑвалама пуҫласа.

Help to translate

7. Икӗ хурчка // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Северьяна хӑвалама кирлӗ пулмарӗ, вӑл хӑй те ӗнтӗ кунтан часрах тухса тарасси ҫинчен ҫеҫ шутларӗ.

Help to translate

6. Таркӑнсене суд туни // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Алӑка уҫнӑ-уҫман Бурнаш темшӗн Сарри мӑрса пирки ыйтрӗ, вӑл нумай пулмасть тухса кайнине пӗлсенех пӗр-ик кашӑк яшка сыпкаланӑ хыҫҫӑн каялла чупса тухрӗ, лашине Кӑрмӑш ҫулӗпе хӑвалама хушрӗ.

Help to translate

6. Сарыев мӑрса // Куҫма Турхан. Турхан К.С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: истори романӗ. Пӗрремӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 607 с. — 9–606 с.

Ҫакна илтсен ҫӗр нукер ҫартан уйрӑлса шурӑ хире таракан тӑшман ҫар ҫынни хыҫҫӑн хӑвалама пуҫларӗҫ.

Help to translate

Шурӑ мӗлке ӑҫта ҫухалать? // Андрей Чэн. Анрей Чэн. Пӑлхар ҫар ҫынни. Шупашкар: «Ҫӗнӗ вӑхӑт», 2020 — 100 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed