Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хыҫӗпе (тĕпĕ: ) more information about the word form can be found here.
87 ӳкерчӗкре савӑлӑн хыҫӗпе перпендикулярлӑ Р вӑя савӑлӑн енӗсемпе перпендикулярлӑ икӗ F-пе F хушӑнаканни ҫине уйӑрнӑ.

Help to translate

Ансат механизмсем ҫинчи вӑйсен равновесийӗн условийӗсем тата вӑл механизмсем ҫинчи ӗҫсен законӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Калӑпӑр, ВАВ₁ савӑла пӗр-пӗр япала тумалли ММ материал ӑшне савӑлӑн ВВ₁ = h хыҫӗпе перпендикулярлӑ Р вӑйпа пусса кӗртнӗ.

Help to translate

Ансат механизмсем ҫинчи вӑйсен равновесийӗн условийӗсем тата вӑл механизмсем ҫинчи ӗҫсен законӗ // А.И. Иванов, Николай Степанов. Соколов И. И. Физика курсӗ. 1-мӗш пайӗ: Механика: вӑтам шкулӑн 8-мӗш класӗ валли / И. И. Соколов ; А. И. Ивановпа Н. С. Степанов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1942. — 196 с.

Сынок валли кӗсйине пӗр татӑк ҫӑкӑр касса чикрӗ те ача пуҫне усса пахча хыҫӗпе ката еннелле танккарӗ.

Help to translate

Путиш ача // Ангелина Павловская. Тӑван Атӑл. — 2011. — № 1. — С. 64-77

Сӑрт-ту хыҫӗпе кармашса пӑхакан хӗвел ҫӗрлехи сивве хуса яма ӗлкӗреймен-ха.

Help to translate

III // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.

Ялта йывӑҫсем хыҫӗпе курӑнмасть-ҫке.

Help to translate

I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.

«А леш ҫурт хыҫӗпе магазин еннелле ҫаврӑнма та пулать-иҫ», — мӗлтлетсе илчӗ унӑн пуҫӗнче.

Help to translate

«Мама, эпӗ ку!..» // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 209–250 с.

Пахчасен хыҫӗпе, хӑйсен пахчи витӗр таврӑнчӗ Узин килне.

Help to translate

II // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

— Ӑҫтан кайӑпӑр, Алюна, тен, пирӗн урампа, е пахчасем хыҫӗпе тӳррӗмӗн уй урлӑ?

Help to translate

Пӗрремӗш пайӗ // Николай Жирнов. Жирнов, Николай Трофимович. Анне килӗ: повеҫсем. — Шупашкар: Ҫӗнӗ вӑхӑт, 2007. — 261 с. — 168–261 с.

Анкартисем хыҫӗпе чупа-чупа, ялтан тухать вӑл, ҫул ҫинче тӑрантас йӗрри пуррипе ҫуккине тӗрӗслет.

Help to translate

Тӑххӑрмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.

Ӑна вӑйпа урапа ҫине ҫӗклесе хучӗҫ те, пар лаша анкарти хыҫӗпе тапса сикрӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пахча хыҫӗпе кайӑпӑр, — пӗлтерчӗ Олеся, Иван сӗтел хушшинчен тухсассӑн.

Help to translate

«Вилнӗ-шим эпӗ?..» // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Иккӗшӗ мунча хыҫне пытанса юлчӗҫ, виҫҫӗмӗшӗ, шалча пек тӑсланки, карта хыҫӗпе тӑкӑрлӑкалла йӑпшӑнса тухрӗ те Ҫӗпритунсем патнелле таптарчӗ.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

…Улькапа Улюк, маларах калаҫса татӑлнӑ пек, пахчасем хыҫӗпе палӑртса хунӑ вӑхӑт тӗлне Уй ҫырмине анчӗҫ, унтан Ҫатракассине ҫул тытрӗҫ.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Анкарти хыҫӗпе тӳрех кил хушшине пырса кӗрет вӑл.

Help to translate

8 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Ир те, каҫ та сан анкарти хыҫӗпе иртетӗп-ҫке.

Help to translate

III // Лаврентий Таллеров. Таллеров Л.В. Сӑпка юрри: повеҫсем, калавсем тата очерксем. Чӑваш кӗнеке издательстви. Шупашкар, 1979 ҫ. — 400 с. — 254–305 с.

Вӑл, ҫи-пуҫне улӑштарса тӑхӑннӑскер, Урпаш хӗррине илсе каякан сукмак ҫине анкартисем хыҫӗпе ҫаврӑнса тухрӗ.

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

Ял хыҫӗпе хамӑр колхоз машинисем хулана ҫӳреҫҫӗ.

Help to translate

III // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 22-29 с.

Вӑл ҫуртсем хыҫӗпе кутӑн-кутӑн чакрӗ те ҫырма хӗррипе ял вӗҫнелле тапса сикрӗ…

Help to translate

Ҫӗнӗ чиркӳ — ҫӗнӗ куҫҫуль // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Пинер хӑй урхамахне йӗнерлерӗ те, ҫул ҫине мӗн кирлине илсе, хуллен ашшӗ анкарти хыҫӗпе Турикас еннелле тухрӗ.

Help to translate

Чӑваш уявӗ — Акатуй // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Ачасем валли ҫӑнӑх-кӗрпе хуракан кӗлет хыҫӗпе ҫав пахчана тухать.

Help to translate

Тилли Куҫми // Ираида Петрова. Петрова, И. А. Татюк: повесть: кӗҫӗн ҫулхи шкул ачисем валли. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1969. — 126 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed