Шырав
Шырав ĕçĕ:
Чӑннипе юратнӑ чух пӗртен-пӗр ҫын ҫинчен кӑна шухӑшлатӑн, вӑл кӑна хӑй патне туртать, чӗрене савӑнтарать, — Нина хыҫлӑ пукан ҫине тайӑнчӗ те унӑн хаваслӑ ӗмӗтпе тулнӑ хура куҫӗ таҫта инҫете тинкерчӗ.
Кӗтмен ҫыру // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 210–239 с.
Игорь гимнастеркине хывса хыҫлӑ пукан ҫине ҫакрӗ, кравать ҫине ларса, шӑхӑркалама тытӑнчӗ.
II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 121–208 с.
Хыҫлӑ пукан ҫинче ҫурӑмпа ларакан ҫар тумӗ тӑхӑннӑ ҫӳллӗ ҫын вӑштах ҫаврӑнчӗ, унтан, ура ҫине ҫӑмӑллӑн тӑрса, ман паталла пычӗ.
II // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Йӑмӑх ҫитсӑран ҫӗленӗ хутаҫне алӑран ямасӑр, Ксени сӗтел ҫывӑхне, хыҫлӑ пукан ҫине, пырса ларчӗ.
I // Зоя Нестерова. Нестерова З.А. Ылтӑн пӗрчисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1991. — 256 с. — 4–120 с.
Ҫӑкасем айӗнчи хыҫлӑ тенкел ҫинче ларакан Вихтӗр асаилӳ урхамахне утланса Ачалӑх тӗнчине васкать.
Куҫҫульлӗ асаилӳ // Виталий Енӗш. Енӗш В.Г. Чи пӗчӗк патшалӑх: Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2009. — 287 с. — 80–180 с.
— Ну, во-от, — директор кӑранташне сӗтел ҫине шак хурать, хыҫлӑ пукан ҫине сӗвенсе, вӑрӑм та хура ҫӳҫне хыҫалалла лас тутарать.
4 // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 37–84 с.
Сӑнӗ-пичӗпе хӑй чисти хыҫлӑ ҫуна хуҫипе пӗрехчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Хыҫлӑ ҫуна Шӗкӗнтӗр Улюнӗсем унчченех уҫса хунӑ хапхаран кӗрсе ҫухалчӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Сисмен те, пире кӗҫ-вӗҫ таптас пек ӗрӗхсе, хыҫлӑ ҫуна иртсе кайрӗ.
Ҫиччӗмӗш сыпӑк // Виталий Енӗш. Григорьев-Енӗш В.Г. Чун кӑварӗ. Повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1987. — 215 с. — 3–36 с.
Ҫавӑн йышши тӳрӗ хыҫлӑ шупӑрсемпе XIX ӗмӗр вӗҫӗчченех усӑ курнӑ, анчах ун чухне вӗсене туя кайма кӑна тӑхӑннӑ ӗнтӗ.
Вирьял чӑвашӗсен тумӗ // Геннадий Дегтярёв. Чӑваш тумӗ аваллӑхран паянлӑха = Чувашский костюм от древности до современности = The Chuvash costume from ancient to modern times / В. В. Николаев, Г. Н. Иванов - Орков, В. П. Иванов ; Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ. — Мускав ; Шупашкар ; Ӑремпур : Историпе культурологи тӗпчевӗсен К. В. Иванов ячӗллӗ фончӗ, 2002. — 400 с.
Пӗр пӗлӗтсӗр сенкер тӳпене хуллен-хуллен шуса хӑпаракан хӗвел хыҫлӑ ҫуна ҫинчи ҫынсене тӗпӗр ире — Самарин Зина патне пӗрремӗш хут пырса кӗнӗ тахҫанхи ире — аса илтернӗ.
Ҫиччӗмӗш ҫыру // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 121–178 с.
«Зойӑпа Шурӑ ҫинчен ҫырнӑ повеҫ» картинӑра эпир хыҫлӑ пукан ҫинче ларакан пионеркӑна куратпӑр.
Пирӗн хӗрарӑм-художниксем // Алексей Григорьев. «Тӑван Атӑл». — 1962, 3№ — 99–101 с.
— Ӗнер ытлашширех те калаҫрӑм пуль, Эрхип, каҫар уншӑн — стена ҫумӗнчи хыҫлӑ сак ҫинче пуҫне чиксе ларчӗ Ҫимун.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
«Эрхип янӑ пуль-ха ман пата хал пӗлме», — тесе шутларӗ хӑй ӑшӗнче, Сӑпание ларма хыҫлӑ пукан сӗнсе.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
— Карчӑк, — терӗ Хумкка, хыҫлӑ пукан ҫинче лараканскер, пит-куҫне шурӑ питшӑллипе шӑлкаласа.
Савӑнӑҫпа хурлӑх юнашарах // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хамӑр та тӑлӑппа мар, хыҫлӑ ҫунапа кӳршӗ яла хӑнана кайма тухман-ҫке.
Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Хапха умне колхозри чи лайӑх лашана, чи хитре хыҫлӑ ҫунана кӳлсе тӑратрӗҫ.
Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ял вӗҫӗнчен хӑвӑрт ҫывхаракан хыҫлӑ ҫунана таҫтанах асӑрханӑ пулмалла вӑл.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ҫуни ҫӑмӑлскер, тимӗрленӗ хыҫлӑ ҫуна.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.
Ваҫука сӗтел умне хыҫлӑ пукан ҫине минтер хурса лартнӑ.
Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.