Шырав
Шырав ĕçĕ:
Хӑвӑрӑн балахонӑрсене хывӑр та малти пӳлӗме иртӗр.
Вуннӑмӗш сыпӑк // Михаил Рубцов. Николай Бирюков. Чайка: роман; вырӑсларан Михаил Рубцов куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 432 с.
Савва Виктора ыталаса, кула-кула: «Аха! Усть-Невинскири хусахсем пухӑнаҫҫӗ-ха!» тесе арӑмӗпе паллаштарнӑ чух, арӑмӗ вара лӑпкӑн утса пырса, йӑл кулса, кӑмӑллӑ сассипе: «Хывӑр пальтона, килти пек пулӑр», тесе алӑ панӑ чух, ытлашши савӑнса ҫухрашакан ывӑлӗсене чарса, вӗсене Виктора черетпе кӑтартнӑ вӑхӑтра, унтан Виктора кӑмака ҫумнерех ҫакӑнса тӑракан сӑпкара выртакан пӗчӗк хӗрачине кӑтартнӑ чух, — Сергей текех Ирина ҫинчен шухӑшларӗ, вӑл килейменшӗн пӑшӑрханчӗ, пӗрре Анюта ҫине, тепре ҫуса, ҫӳҫӗсене тураса якатнӑ ачисем ҫине, ялан кӑмӑллӑ пӳрте пӑхкаласа тӑчӗ.
IV сыпӑк // Мария Ухсай. Бабаевский, Семен Петрович. Ылтӑн ҫӑлтӑр кавалерӗ: икӗ кӗнекеллӗ роман; вырӑсларан Мария Ухсай куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 568 с.
— Шинелӗре хывӑр, — терӗ халатлӑ хӗрарӑм.
21 // Илле Тукташ. Михаил Шолохов. Лӑпкӑ Дон: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Илле Тукташ куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955.
— Стефчов господин, халиччен эп сирӗнпе паллашман та, ҫавӑнпа эсир мана айӑпа ан хывӑр ӗнтӗ.— Господин, не имею чести быть с вами знакомым, но прошу извинить меня.
XI. Рада пӑшӑрханӑвӗ // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
14. Ҫакна чӗрӗре хывӑр: хӑвӑра хӳтӗлесе мӗн калассине малтанах шухӑшласа ан хурӑр: 15. Эпӗ сире кирлӗ сӑмахсем те, ӑслӑлӑх та парӑп; сире хирӗҫ тӑракансем пӗри те ҫакна хирӗҫ калама та, ҫакна хирӗҫ тӑма та пултараймӗҫ.
Лк 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
3. Иисус вара вараланнӑ тумтирпеччӗ, вӑл Ангел умӗнче тӑратчӗ, 4. Ангел хӑйӗн умӗнче тӑракансене ҫапла хуравласа каларӗ: ун ҫийӗнчен вараланнӑ тумтирне хывӑр, терӗ.
Зах 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Ҫапла ӗнтӗ, ачамсем, итлӗр мана, манӑн сӑмахӑма ӑша хывӑр.
Ытар 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
16. Ҫӳлхуҫа Туррӑмӑр вӑйне саклата ан хывӑр: Турра этеме юнанӑ пек юнама юрамасть, Ӑна этем ывӑлне мӗн тумаллине кӑтартнӑ пек кӑтартма та юрамасть.
Иудифь 8 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
45. Моисей, пӗтӗм Израиль халӑхне ҫак сӑмахсене пурне те каласа пӗтерсессӗн, 46. вӗсене каланӑ: эпӗ сире паян каласа пӗлтернӗ пур сӑмаха та хӑвӑр чӗрӗре хывӑр, вӗсене хӑвӑр ачӑрсене вӗрентсе хӑварӑр: вӗсем ҫак саккунӑн пур сӑмахне те пурӑнӑҫласа пыма тӑрӑшчӑр; 47. мӗншӗн тесессӗн вӑл сирӗншӗн пушӑ сӑмах мар, вӑл — сирӗн пурӑнӑҫӑр, вӑл пулӑшнипе эсир Иордан урлӑ каҫса хӑвӑр аллӑра илме каякан ҫӗр ҫинче нумай вӑхӑт пурӑнатӑр, тенӗ.
Аст 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
18. Ҫавӑнпа ӗнтӗ ҫак Манӑн сӑмахӑмсене хӑвӑр чӗрӗр варрине, хӑвӑр чунӑр варрине хывӑр, вӗсене эсир астутаракан паллӑ пек курӑнса тӑмашкӑн хӑвӑр аллӑр ҫумне ҫыхӑр, вӗсем сирӗн ҫамкӑра ҫыхмалли хӑю пулччӑр; 19. вӗсене хӑвӑр ывӑлӑрсене вӗрентӗр, вӗсем ҫинчен килӳнте ларнӑ чухне те, ҫулпа пынӑ чухне те, ҫывӑрма выртсассӑн та, ир тӑрсассӑн та кала-кала кӑтарт; 20. вӗсене хӑвӑн ҫуртун алӑк сулли ҫине, хапху ҫине ҫырса хур; 21. тӳпе ҫӗр тӗлӗнче мӗн ӗмӗр тӑрӗ, сирӗн кунҫулӑр та, сирӗн ачӑрсен кунҫулӗ те Ҫӳлхуҫа хӑвӑр аҫӑрсене тупа туса пама пулнӑ ҫӗр ҫинче ҫавӑн чухлӗ вӑрӑма пыччӑр.
Аст 11 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
5. Мӗншӗн тесессӗн Ҫӳлхуҫа Моисее каланӑ: Израиль ывӑлӗсене кала: эсир чурӑс халӑх; сирӗн хушшӑрта пырас пулсассӑн, Эпӗ сире пӗр самантра пӗтерсе пӑрахӑп; эппин, эрешӗрсене хӑвӑр ҫийӗртен хывӑр; Эпӗ сире мӗн тумаллине курам, тенӗ.
Тух 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
24. Эпӗ вӗсене: камӑн ылтӑн пур, хӑвӑр ҫинчен хывӑр, терӗм.
Тух 32 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.