Шырав
Шырав ĕçĕ:
Авимелех умӗнче ухмаха хывсассӑн, хӑйне ун патӗнчен хӑваласа ярсассӑн, унтан кайсассӑн.когда он притворился безумным пред Авимелехом и был изгнан от него и удалился.
Пс 33 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
10. Ӗҫлекенсем Ҫӳлхуҫа Ҫурчӗн никӗсне хывсассӑн, Ҫӳлхуҫана Израиль патши Давид панӑ йӗркепе мухтама унта священниксен тумне тӑхӑннӑ, аллине трупа тытнӑ священниксене тата кимвал тытнӑ Асаф ывӑлӗсене тӑратса тухнӑ.
1 Езд 3 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫак пӗтӗм сӑмаха — хӑвна пӗлтернӗ пиллӗхпе ылхана — хӑвна Ҫӳлхуҫа Турру сапаласа янӑ халӑхсем хушшинче асна илсе чӗрӳне хывсассӑн, 2. эпӗ паян хӑвна ӳкӗтлесе каланӑ пек, ху та, ывӑлусем те пӗтӗм чӗререн, пӗтӗм чунтан Ҫӳлхуҫа Турру енне ҫаврӑнсассӑн, Унӑн сӑмахне итлесессӗн, 3. Ҫӳлхуҫа Турру санӑн тыткӑнри ҫыннусене каялла тавӑрӗ, сана хӗрхенӗ, Ҫӳлхуҫа Турру сана урӑх халӑхсем хушшине сапаласа янӑ ҫӗртен каллех пӗр ҫӗре пуҫтарӗ.
Аст 30 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
Страницăсем:
- 1