Шырав
Шырав ĕçĕ:
— Хуҫа вӑл вӗрнине илтрӗ-тӗк, эсӗ ҫак йытта чӑрмантарнӑшӑн лекет вара мана хуҫаран.Хозяин услышит ее лай, и мне попадет за то, что ты ее встревожил.
«Сире мӗнле килӗшет?» // Александр Клементьев. Тихонов Н.С. Пакистан ҫинчен: калавсем; вырӑсларан А. Клементьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1953. — 99 с.
— Пирӗн хуҫа… — хуравларӗ Иха Гусевӑн тӗлӗнтермӗшрех пуплевне вӑйӑмлӑн тӑнласа, — пирӗн хуҫа — Тума ҫинчи мӗн пур ҫӗр-шыв хуҫи.
Ӑнсӑртран пӗлни // Алексей Леонтьев. Толстой А. Н. Гарин инженер гиперболоичӗ; Аэлита (Марс пӗтмӗшӗ): романсем; Алексей Леонтьев куҫарнӑ. — Шупашкар: Ҫӗнӗ Вӑхӑт, 2014. — 495 с. — 319–494 с.
Сӗтел-пукансем, коверсем, тӗкӗрсем тата хуҫа хваттерне тӑвӑрлатса тӑракан япаласем пурте ман кӑмӑла каймастчӗҫ, хӑйсем килӗшӳсӗр пысӑк пулнипе, сӑрпа лак шӑршисем кӗнипе мана тарӑхтаратчӗҫ; хуҫасен пӳлӗмӗсем ахаль те мана килӗшетчӗҫ, кирлӗ мар, ытлашши япала чышса тултарнӑ арчасем пек туйӑнатчӗҫ.
XX. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Шӳт туса, савӑнӑҫлӑн калаҫкаласа, хуҫа вӗсене, вӗсем хуҫана улталама тӑрӑшатчӗҫ, хӑш чухне тата хыттӑнах тавлашатчӗҫ, анчах пуринчен ытларах пӗрле харӑссӑн савӑнса кулатчӗҫ.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӗсем халь те ман хуҫа патне кашни вырсарникун ирхине пыратчӗҫ, кухняри сӗтел йӗри-тавра тенкелсем ҫине ларса тухатчӗҫ те, хуҫана кӗтсе, интереслӗн калаҫса ларатчӗҫ.
XVII. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ӗмӗрех ӳсӗр ҫӳрекен ирсӗр те ҫӗтӗк старик йӑхтармаллах турра кӗл тума юрататчӗ, ирттерсе яма ҫук, ҫилӗллӗччӗ тата пӗтӗм мастерской ҫинчен приказчика элек парса тӑратчӗ; ҫав приказчика хуҫа майри хӑй тӑванӗн хӗрне качча пама шутлатчӗ, ҫавӑнпа та приказчикӗ хӑйне-хӑй ӗнтӗ пӗтӗм килӗн тата ҫынсен хуҫи пулса тӑнӑ пекех тытатчӗ.
XIV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Авланнӑ пулсан, хӑвӑн ӳплӳ патӗнче хуҫа пулса лар, салтак вӑл — хӑй пурӑнӑҫӗн хуҫи мар.Женился — значит, сиди около своей конуры хозяином, а солдат — не хозяин своей жизни.
XI. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Астӑватӑп, салтаксем мана алӑсенчен тытса тӑратчӗҫ, хуҫасем вӗсене хирӗҫ тӑрса, пӗр-пӗрин майлӑ пулса, ия! — тесе жалобӑсене итлесе тӑраҫҫӗ, хуҫа арӑмӗ хӑй лайӑх пӗлсе тӑнӑ пекех калать:
X. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Ман хуҫасем патне вӑл ахаль кун ирпе пырса ҫитрӗ; эпӗ кухняра йӗс савӑтсене тасататтӑм, сасартӑк пӳлӗмрен ҫамрӑк хуҫа арӑмне хӑраса: — Параднӑйне уҫ — Оранскине илсе килеҫҫӗ! — тесе кӑшкӑрса ячӗ.
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Вӗсем иккӗш те пӗрмаях ман ҫинчен хуҫана каласа кӑтартатчӗҫ, хуҫа вара мана сиввӗн калатчӗ:Они обе то и дело жаловались на меня хозяину, а хозяин говорил мне строго:
IV. // Феодосия Ишетер. Горький М. Ҫынсем патӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1941. — 256 с.
Пурте ҫывӑрса пӗтсен, Хӳре кӗҫҫе айӗнчен йӑпшӑнса тухать те кибиткӑра хуҫаланма тытӑнать: пӗр такине пусать те ӑна хӑнасем хушшине хурат; икӗ хуҫа хӗрӗнне ҫивӗчӗсене пӗрле ҫыхса ярать, хуҫин пуҫне хуран тӑхӑнтарать, алӑк ҫине вучахри хуран лартакан виҫурана илсе ҫакса ярать, алӑк умне пӑтасем ҫапса тултарать.
Xӳре // Михаил Андреев. Казах юмахӗсем: юмахсем. — Шупашкар: Чӑвашсен государство издательстви, 1938. — 60 с. — 27–32 с.
— Хуҫи пур пулсан та — начар хуҫа вӑл: мӗншӗн хӑйӗн пурлӑхне ҫакӑн пек пӑрахать? — вӗсем мӑйлӑ пулать Подсолнушкин та.— А если есть хозяин, так плохой: зачем бросает добро без призору? — поддерживал и Подсолнушкин.
58 // Леонид Агаков. Вигдорова Ф.А. Пурнӑҫ ҫулӗ: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1956. — 484 с.
Пирвайхи хуҫа, корсар, ӑна еврей-купеца сутнӑ, купец вара — Гуссейна, хальхи хуҫана сутнӑ.Первый хозяин, корсар, продал его купцу-еврею, а купец — судье Гуссейну, теперешнему хозяину.
Вунулттӑмӗш сыпӑк // Сергей Мерчен. Выгодская Э.И. Алжир тыткӑнӗнче: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1946. — 112 с.
Кӑвак сибирка тӑхӑннӑ хуҫа — старикпе кӗске полушубка тӑхӑннӑ, чармак куҫлӑ та тӳрӗ тӑракан куҫхаршиллӗ ирӗклӗн каяканни пӳртумӗнче чылайччен тем ҫинчен пӑшӑлтатса тӑчӗҫ, унтан таҫта кайма ирӗк ыйтрӗҫ, такама шыраса пӑхрӗҫ, темӗншӗн кашни ҫыруҫӑ умӗнче ҫӗлӗксене хывса пуҫсене тайса, хуҫана, паллакан ҫыруҫӑн сӑмахне тарӑн шухӑшлӑн итлесе тӑчӗҫ.
XV // Михаил Сироткин. Толстой Л.Н. Поликушка: повесть; М. Сироткин куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1935. — 98 с.
Вилес шухӑш та ытла хӑрушӑ пулман, мӗншӗн тесен вӑл: «Ҫак Ваҫили Андрейч пек хуҫасемсӗр пуҫне тата эпӗ урӑх чи аслӑ хуҫа аллинче тӑратӑп», — тесе шухӑшланӑ, — «вӑл мана ҫакӑнта пуранма ячӗ, вилсен те эпӗ унӑн аллинчех юлатӑп, вӑл мана хур тӑвас ҫук», — тенӗ.
VII // Хумма Ҫеменӗ, Феодосия Ишетер. Толстой Л.Н. Хуҫипе тарҫи: калав; С.Ф.-па Ф.Д. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашсен патшалӑх издательстви, 1936. — 86 с.
Ку вӑл — хуҫа вӗт эпир хуҫасем!
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
— Хуҫа ҫук пирӗн, Яков Петрович, — терӗ вӑл хуҫана питӗнченех.— Хозяина нет у нас, Яков Пётрович, — говорил он в лицо хозяину.
IV сыпӑк // Леонид Агаков. Горький М. Артамоновсем: повесть. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1955. — 300 с.
Питех хытӑ юратнӑ ҫамрӑк хуҫине ҫухатни, тата хӑйне пит шанса тӑракан ҫамрӑк хуҫа хӗрӗ хуйхӑрни, унтан тата капитан Кассий Кольхаун атӑпа тапни те пулӗ, — ҫав пурте мӗскӗн негра хытӑ хуйхӑртнӑ.
LXXI сыпӑк // Феодосия Ишетер. Рид, Томас Майн. Пуҫсӑр юланут: роман / Майн Рид; вырӑсларан Ф. Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑвашгосиздат, 1949. — 412 с.
Тепӗр кунне пуян хуҫа чухӑн хуҫана тӗл пулнӑ, ывӑлӗ ҫухалнӑ хуйхине каласа кӑтартнӑ, курман-и, илтмен-и тесе ыйтнӑ.
Икӗ хуҫа // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.
Йытти калать: «Вӑл акӑ епле: эпӗ хам хуҫа патӗнче вунпилӗк ҫул пурӑнтӑм, унӑн ҫуртне сыхларӑм, вӗреттӗм, ҫыртма сиксе ӳкеттӗм, акӑ ӗнтӗ халӗ ватӑлса ҫитрӗм, ҫӑварӑмра шӑл юлмарӗ, мана вара ҫуртран хуса ячӗҫ, ҫитменнине тата вӗчене туртапа ҫапса ҫӗмӗрчӗҫ. Халӗ ӗнтӗ хуҫаран аяккарах каяс тесе сӗтӗрӗнетӗп, хам ӑҫта кайнине хам та пӗлместӗп», — тет.
Кашкӑрпа ҫын // Чӗмпӗр чӑваш шкулӗ. Толстой Л. Н. Упа тытни: Калавсем, халапсем, юптарса каланисем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 264 с.