Шырав
Шырав ĕçĕ:
Григорий ним шарламасӑр шӑл хушшисене улӑм пӗрчипе чакаларӗ.
XVI // Аркадий Малов. Шолохов М.А. Лӑпкӑ Дон. Роман: IV кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1979. — 504 с.
Ҫапла вӑл мана чӗнчӗ те калать: «Тӗп трассӑна лартнӑ вӑхӑтра, эсӗ, манӑн завхоз, хӑвӑн хӗр-упраҫусемпе аллуна усса ан лар, ту хушшисене кай, унти вӑрманта ҫамрӑк юмансене те, катӑркассене те кӑлар та, хутора илемлетме пуҫла…»
IX // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Аса илчӗ те, тӗттӗмлӗх сасартӑк, ҫиҫӗм ҫиҫнӗ чухнехи пек сирӗлчӗ, вара унӑн куҫӗ умне тусем тӑрринче хӗвел аннӑ картина тухса тӑчӗ: чул-тусем ҫинчен ӳкекен ӗмӗлкесем тӑсӑлса анчӗҫ, ту хушшисене хӗвелӗн чалӑш пайӑркисем ӳкрӗҫ, ҫак вӗри те ҫутӑ чалӑш пайӑркасем витӗр ӗне кӗтӗвӗ иртет…
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Вӑл чӳречерен нумайччен пӑхнӑ, анчах выльӑха мӗнле хӑваланин картинине куҫпа курса палӑртайман-ха, тӗрӗссипе картинӑна ҫеҫ мар, утса пыракан чӗрӗ выльӑхсен йышне те, геройсен сӑн-пичӗсене курма май пур ҫынсене те — ҫураннисене, юланутлисене курса палӑртайман; вӑл вырӑн пейзажне — тусене те, кӗрхи ҫутӑ тӗспе сӑрланнӑ ту хушшисене те; кӗпӗрленсе пыракан ӗне, сурӑх, лаша кӗтӗвӗсене те курма пултарайман; выльӑх кӗтӗвӗсем хӑваланӑ чухне янӑраса тӑракан сасӑсене: ҫӗр айӗнчен тухнӑ пек илтӗнекен пиншер ура сассисене, кӗтӳҫӗсен савӑнӑҫлӑ та кӑштах тытӑнчӑклӑ сассисене, сурӑхсем макӑрнине, ӗнесем вӑрӑммӑн та хурлӑхлӑн мӗкӗрнине, хӑйӗн кӗтӳне ертсе пыракан ӑйӑр пӑшӑрхануллӑ тулхӑрнине, йытӑсем вӗрнине, пушӑсем шартлатнине, ту ҫинчен юхакан шывсем шавланине, ту хушшисенче янӑракан сасӑсене Илья курман та, илтмен те.
XVIII // Александр Яндаш. Бабаевский, Семен Петрович. Ҫӗр ҫинчи ҫутӑсем: роман; вырӑсларан Исаак Никифоров куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1952. — 7–514 с.
Ҫулӗсем ҫинче чарусӑр ҫавра ҫил ашкӑнать, вӑл пур ҫӗре те, ҫӗр ҫинчи мӗнпур хӳтлӗхсене, ҫаралса юлнӑ вӗтлӗхсене, таптаннӑ тата шӑнса кӳтнӗ курӑк хушшисене пыра-пыра ухтарать.
IV // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Куҫҫуль юхтарсах шыранӑ вӑл курӑк айне пулнӑ мӗнпур тӗмӗ хушшисене, ланкашкасене ухтара-ухтара пӑхнӑ.Со слезами на глазах обшаривал он все кусты и ямы, заросшие травой.
VI // Феодосия Ишетер. Бубеннов, Михаил Семёнович. Шурӑ хурӑн: роман; пӗрремӗш кӗнеке; вырӑсларан Феодосия Ишетер куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1951. — 382 с.
Хӑрушлӑхпа тискерлӗх халь хуласемпе ялсенче кӑна мар, инҫетри ту хушшисене те ҫитрӗ, бук вӑрманӗн чӑтлӑхне те кӗчӗ, тахҫан гайдуксем пытанса пурӑннӑ вырӑнсене те ҫите-ҫите куҫларӗ.
I. Вӑрансан // Илпек Микулайӗ. Вазов Иван. Пусмӑрта: роман; вырӑсларан Микулай Илпек куҫарнӑ. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1964. — 464 с.
Сӑмахран, эсир кӑҫал ҫуркунне кукурузӑна е хӗвелҫаврӑнӑшне йӑран хушшисене ахаль чухнехинчен икӗ хут сарлакарах хӑварса акатӑр, вӗсен тухӑҫлӑхне те вара, тӗрӗс акнипе танлаштарсан, аллӑ процент кӑна пуҫтарса кӗртетӗр.
21-мӗш сыпӑк // Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши. Михаил Шолохов. Уҫнӑ ҫерем: роман. Пӗрремӗш кӗнеке. Наум Урхи, Никифор Ваҫанкка, Илле Тукташ, Уйӑп Мишши куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1959
Майор секретарьтен унӑн хучӗсене пама ыйтрӗ те, лешӗ вӗсене шыранӑ вӑхӑтра урисене тӑсса ларса, хур тӗкӗпе шӑл хушшисене тасатма тытӑнчӗ.
6 сыпӑк // Леонид Агаков, Александр Артемьев. Борис Полевой. Чӑн-чӑн этем ҫинчен ҫырнӑ повесть. Леонид Агаковпа Александр Артемьев куҫарнӑ. Шупашкар: Чӑваш АССР государство издательстви, 1950
Ҫӗр ҫырли хушшисене кӗреҫепе кӑпкалататтӑмӑр.
Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
Эпӗ хӑмла ҫырли хушшисене курӑк шӑтасран лашапа суха тӑваттӑм.Я между рядами малины, чтобы не росли сорняки, пахала лошадью.
Чӗлхесӗр Олешкӑна качча кайма хӑраман // Роза Власова. «Хыпар», 2016.07.05, 103-104№
18. Акӑ мӗнле пулӗ ҫавӑ кун: Египет шывӗ вӑрринчи ӳпрене тата Ассири ҫӗрӗнчи вӗлле хуртне Ҫӳлхуҫа паллӑ парӗ те — 19. вӗсем пурте вӗҫсе килӗҫ, пушанса юлнӑ улӑхсене, чуллӑ сӑрт-ту хушшисене, мӗнпур йӗплӗ тӗме, мӗнпур йывӑҫа кӑшӑл сырса илӗҫ.
Ис 7 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.
1. Ҫӳлхуҫа Турру санӑн аллуна паракан ҫӗр ҫинче пӗр-пӗр хирте выртакан виле тупӑнсассӑн, ӑна кам вӗлерни паллӑ мар пулсассӑн, 2. санӑн аслӑ ҫыннусемпе тӳрӳсем тухчӑр та виле выртакан тӗлпе таврари хуласен хушшисене виҫсе тухчӑр; 3. вара вилерен чи ҫывӑхра ларакан хулан аслӑ ҫыннисем ӗҫе кӳлмен, сӳсмен [те] тӑхӑнтартса курман пӑру илччӗр те 4. ӑна сухаламан-акман айлӑма ҫавӑтса кайччӑр, пӑрӑва ҫавӑнта, айлӑмра, пусчӑр; 5. унтан священниксем, Левий ывӑлӗсем, пыччӑр, [мӗншӗн тесессӗн санӑн Ҫӳлхуҫа Турру вӗсене Хӑйне ӗҫлесе тӑма, Ҫӳлхуҫа ячӗпе пиллеме суйласа илнӗ, пур тавлӑ ыйтӑва та, сиен кӳнӗ пур ӗҫе те вӗсен сӑмахӗпе татса памалла,] 6. виле ҫывӑхӗнчи хулан пур аслӑ ҫынни те айлӑмра пуснӑ пӑру [пуҫӗ] тӗлӗнче аллине ҫутӑр, 7. вара ҫапла каласа пӗлтерччӗр: ҫак юна пирӗн аллӑмӑр тӑкман, куҫӑмӑр та курман; 8. эй Ҫӳлхуҫамӑр, [Египет ҫӗрӗнчен] ҫӑлса кӑларнӑ Хӑвӑн халӑхна, Израиле, тасатсам, Хӑвӑн халӑхна, Израиле, айӑпсӑр юншӑн айӑпа ан хӑварсам, теччӗр.
Аст 21 // Библи. Раҫҫей Библи пӗрлӗхӗ. Библи. — Санкт-Петербург.:2009. 1567 с.