Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хушрӑм (тĕпĕ: хуш) more information about the word form can be found here.
— Куҫук арӑмне анкартине тухма хушрӑм.

Help to translate

Вӑрҫӑ килӗрен ҫӳрерӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хушрӑм, господин Янашов.

Help to translate

VII // Никифор Мранька. Мранька Н.Ф. Ӗмӗр сакки сарлака. Роман. 2-мӗш том. Виҫҫӗмӗш кӑларӑм. Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1989. — 592 с.

Эпӗ варрине мӑнаҫлӑн тухса тӑтӑм та икӗ еннелле алӑсене ҫӗклесе пурне те лӑпланма хушрӑм.

Help to translate

Тупӑнтӑм тата «Украинӑна сутакан» // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 140–149 с.

Сак ҫине ларсан сасартӑк хам ывӑннине туйса илтӗм, ҫавах та вакунра алӑксем патӗнче вырӑн йышӑннӑ хӗрсене пӗр сехете яхӑн ҫывӑрма юраманнине систерсе хутӑм, «ют ҫынсем» вакуна кӗрсен хама асӑрхаттарма хушрӑм та вырӑна кайса лартӑм.

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Володьӑна хӗрсене лӑплантарма ыйтрӑм, вокзал тулашне пирӗнсӗр тухма юраманнине ӑнлантарма хушрӑм.

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Елчӗк ачине Володьӑна манран юлма юраманнине систертӗм, Таньӑна касса патне кайса тӑма хушрӑм: пирӗн лару-тӑру начар сценарипе аталанма пуҫласан Таньӑн кассирпа пӗрле каллех милицие телефонпа шӑнкӑравлама май пултӑр.

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Эпӗ темшӗн кӑштах иккӗленсе татах сӑмах хушрӑм:

А я прибавил нерешительно:

XXV // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

— Калӑпӑр, эпӗ генерала чечек ҫинчен чечек ҫине лӗпӗш пек чӳхенсе вӗҫме е пӗр-пӗр трагеди ҫырма хушрӑм пулсан, е тинӗс чарланне ҫаврӑнма хушас тӑк, вӑл вара ман хушӑва пурнӑҫламасан кам айӑплӑ пулӗччӗ — вӑл е эпӗ?

— Если я прикажу какому-нибудь генералу порхать бабочкой с цветка на цветок, или сочинить трагедию, или обернуться морской чайкой и генерал не выполнит приказа, кто будет в этом виноват — он или я?

X // Юрий Артемьев. Сент-Экзюпери Антуан де. Пӗчӗкҫеҫ принц: аллегориллӗ повесть-юмах. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 64 с.

Эпӗ часрах автобус патне чупса ҫитсе ӑна чарма хушрӑм та леш ҫынна автобусран тухма сӗнтӗм.

Help to translate

2. Автовокзалти «сунарҫӑ» // Леонид Агаков. «Тӑван Атӑл». — 1963, 6№ — 49-55 с.

Ӑна эп: «Никама та качча тухмастӑп», — тесе авланма хам хушрӑм.

Help to translate

14 // Николай Мартынов. Мартынов Н.А. Пурнӑҫ урапи: калавсемпе повеҫсем / Б.Б. Чиндыков пухса хатӗрленӗ. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2017. — 416 с. — 197-271 с.

— Эпӗ пурне те патька-патша патне кайма ҫула пуҫтарӑнма хушрӑм, — терӗ.

Help to translate

Паттӑр вилет — ят юлать... // Юхма Мишши. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с.

Вара 1973 — 1974 ҫулсенче ҫак романа ҫӗнӗрен тепре пӑхса тухрӑм, ҫӗнӗ пулӑмсем, хирӗҫтӑруллӑ самантсем, ҫӗнӗ сыпӑксем хушрӑм.

Help to translate

Юратнӑ Чӑвашстан сӑнарӗ // Роза Петрова-Ахтимирова. Юхма М. Кӑвал ҫӗмрен: историлле роман. — Шупашкар: «Вучах» библиотеки, 1998. — 352 с. — 3–6 с.

Ҫавна пула эпӗ хама пулӑшакана — хӗртсурта — сирӗн кил-ҫурта пӑрахса кайма хушрӑм!

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Санӑн мӑшӑру мана ӗненмесӗр, сивлесе, хур туса мана кӳрентермелле ӗҫсем ӗретлеме пуҫласан эпӗ хамӑн хастар та ырӑ пулӑшакана, хӗртсурта (ҫуртрине, хай пӳрене), сирӗн кил-ҫурта пӑрахса кайма хушрӑм

Help to translate

Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта // Василий Сипет. Сипет В. Хӑлхасӑр, куҫсӑр вӑрманта: повесть. — Шупашкар, «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2017. — 196 с.

Арӑма тӳрех, ӗҫе ырана хӑвармасӑрах, чи ҫирӗп пиртен — хамӑр комбинат тӗртсе кӑларнинчен! — вӑрӑм михӗ ҫӗлеме хушрӑм.

Help to translate

Пӑшалсӑр эпӗ пӗр кунта виҫӗ упа тытрӑм // Георгий Орлов. «Тӑван Атӑл». — 1969, 2(136)№ — 76-80 с.

Эпӗ вӗсене апат сахалтарах пама хушрӑм.

Я урезал им паек.

Виҫҫӗмӗш сыпӑк // Аркадий Малов. Шляху С. Ваня юлташ: повесть. — Шупашкар, Чӑваш АССР Государство кӗнеке издательстви, 1958. — 210 с.

— Тӳпене тунсӑхласа ҫитрӗн-им? — сӑмах хушрӑм эпӗ, чӗнмесӗр ларма аван мартан.

Help to translate

II // Александр Артемьев. Артемьев А. Ҫунатлӑ ҫуралнисем: повеҫсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1965. — 268 с. — 58–131 с.

Эпӗ Кульккана хама ыран ирех вӑратма хушрӑм та ҫывӑрма выртрӑм.

Help to translate

III // Анатолий Емельянов. Емельянов, А.В. Катӑлнӑ уйӑх: калавсем. — Шупашкар: Чӑваш АССР кӗнеке издательстви, 1968. — 112 с. — 67–78 с.

Чӳк халӑхне хӑваласа салатма эп хушрӑм вӗсене, — шӑртланса калаҫрӗ воевода.

Help to translate

12. Аслӑ чӳк // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Эп вӗсене турханпа уй чӳк пирки йӗркеллӗн калаҫса пӑхма хушрӑм.

Help to translate

7. Ваттисем // Куҫма Турхан. Турхан К. С. Сӗве Атӑла юхса кӗрет: Истори романӗ. Иккӗмӗш кӗнеке. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1994. — 559 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed