Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хучӗ (тĕпĕ: хур) more information about the word form can be found here.
— Ялти халаппа хыпар — тек чӑмлама сухӑр мар, — хирӗҫ тавӑрса хучӗ Сантӑркка, ҫурнӑ хурӑн пуленккисене ҫӗклемпе йӑтса.

Help to translate

Хуйхӑ хупӑрласан, хусӑк тыт // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Акӑ Ҫимун хӑй умӗнчи чула майласарах хучӗ те пуртӑ тӑршшипе пӗррех ҫапрӗ — чул ик-виҫӗ катӑка пайланчӗ, ун ӑшӗнчен пӗр хура чугун чӳлмек тухрӗ.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хура Ҫимун, ҫӗлӗкне хӗрлӗ хӑмач сарнӑ сӗтел ҫине хывса хучӗ, Архип Григорьевичпа Потапов ҫине куларах пӑхса илчӗ.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Саншӑн пур, — пӗчӗк арчаран эрех кӗленчипе стакан тупса, кӑмакаран темле апат туртса кӑларчӗ Ҫимун, сӗтел ҫине ҫӑкӑр татӑкӗ хучӗ.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӑрах ҫав чӗлӗме, Иванӑн аттисене хыв, — амӑшӗ ҫавӑнтах Иван умне кӑмакаран ӑшӑ ҫӑматӑсем кӑларса хучӗ.

Help to translate

Ҫул курки пушанса тӑмарӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Мелке пек пуҫлӑ хӗрарӑм тӑрса ларчӗ, сухӑр чӑмлаканни чӑмлама чарӑнчӗ, чӑлха саплаканни чӑлхине сак ҫине хучӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗрлештерӗп эпӗ Кулюккапа иксӗре, — сиввӗн тавӑрса хучӗ те Ҫимун, хӑрах аллине суранӗ ҫинчен илмесӗр, пахчасем урлӑ урамалла чупрӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Хӑвӑн упӑшкуна паллайми пултӑн-им? — хытӑраххӑн каласа хучӗ тулти ҫын.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Эпӗ эппин шӑл йӗрекенсене ҫӗр хут та курнӑ! — хыттӑнах каласа хучӗ Сантӑркка.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хура Ҫимун ҫӗре лачлаттарса сурса хучӗ:

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Пӗччен пурӑнса ывӑннӑ, тарӑхнӑ, йӑлӑхнӑ хӗрарӑм хӑех хӑюллӑ та мӑнаҫлӑ пуҫне хура арҫыннӑн вӗри вут пек ҫунса тӑракан кӑкӑрӗ ҫине хучӗ, ачашлаттарчӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ӑнланмалла, ӑнланмалла, — терӗ Потапов, умӗнчи хучӗ ҫине тата тем ҫыркаласа.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Потапов пӗшкӗнчӗ те, урайӗнчен темиҫе мӑйӑр тупса, сӗтел ҫине хучӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Тупата, лесхусран ҫыртарса илнӗ хучӗ ҫухалас-тӑвас пулсан, вӑрланӑ, тейӗҫ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Ҫухални шӑп виҫӗ эрне, ҫавӑнтах вӑл Кулюкка енне ҫаврӑнса сурса хучӗ:

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Унччен ҫамрӑксем умӗнче намӑс курнӑскер, Уканӗн хӳресӗр йыттине ертсе килсе, карта умне кӑкарса хучӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Ара, пӗр кӗтмен ҫӗртен вӗт-ха, — Ҫӗпритун аллинчи хутаҫа илсе сак ҫине хучӗ Кулюкка.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Хамах уҫса парӑп, — васкамасӑр карчӗсене сӗтел ҫине сарса хучӗ Укань.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Укҫисене, пӗр-пӗрин ҫумне ҫыпӑҫма пуҫланӑскерсене, хӑпӑткаласа, тапак ҫулҫи типӗтме сарнӑ пек, саркаласа хучӗ.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

— Эх, Куҫма, — аллине конюх хулпуҫҫийӗ ҫине хучӗ Хӗветӗр, — юлташла калатӑп сана.

Help to translate

Ял тавра кашкӑрсем ҫӳреҫҫӗ // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed