Corpus of the Chuvash language

Шырав

Шырав ĕçĕ:

хутӑм (тĕпĕ: хут) more information about the word form can be found here.
Мана вӗлерме хатӗрленнӗччӗ, анчах эпӗ чеелентӗм: хӗрлӗ тӑмран йӑваласа, Гитлер бюстне турӑм, ӑна пурне те курӑнмалла ҫӗре лартса хутӑм.

Help to translate

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Хурҫӑ каркасӑн аял енне электросваркӑпа «Ленин» тесе шӑратса ҫырса хутӑм.

Help to translate

Скульптор // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 189–193 с.

Каҫпа пӑрахутсем пулмӗҫ… — хамран хам вӑтанса каласа хутӑм.

Help to translate

V // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Манпа мӗн ӗҫ пур унӑн? — татса хутӑм эпӗ, хам ҫав тери савӑнса, пӑлханса кайнине пытарас тесе.

Help to translate

II // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

— Камӑн чӗри мӗнле вӗт, — хыттӑнрах каласа хутӑм эпӗ.

Help to translate

I // Александр Клементьев. Клементьев А.К. Вунҫиччӗрисем: повеҫсемпе калавсем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1981. — 216 с. — 3–56 с.

Ятне ҫырса хутӑм: «Ку — пирӗн чи вӑйлӑ лаша. Кам аллине лекет, ҫавӑ ҫак адреспа ҫыру ҫыртӑр», — тесе хамӑрӑн адреса пӗлтертӗм.

Help to translate

Яла ҫӗнӗ ҫынсем килсен // Алексей Афанасьев. А. А. Афанасьев. Юманлӑх ҫулҫӑ тӑкмарӗ: роман. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1982. — 288 с.

Сак ҫине ларсан сасартӑк хам ывӑннине туйса илтӗм, ҫавах та вакунра алӑксем патӗнче вырӑн йышӑннӑ хӗрсене пӗр сехете яхӑн ҫывӑрма юраманнине систерсе хутӑм, «ют ҫынсем» вакуна кӗрсен хама асӑрхаттарма хушрӑм та вырӑна кайса лартӑм.

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Чӑтайманнипе чи хытӑ ашкӑнакансенчен пӗрне шӑл витӗр каларӑм хутӑм:

Help to translate

Пӗррехинче Приютово станцире // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 126–140 с.

Ҫав вӑхӑтра хама мӗн пулнине халӗ те ӑнланаймастӑп — чӑтаймасӑр пӗр ҫӑкӑр татӑкне тавӑрса хунӑ ҫанӑ хушшине хӑвӑрт кӑна чикрӗм хутӑм!

Help to translate

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Ҫаннисем вӑрӑмччӗ, ӗҫлеме меллӗ пултӑр тесе темиҫе хутчен те тавӑрса хутӑм.

Help to translate

Ҫӑкӑр чӗлли // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 122–126 с.

Пуҫтаркаларӑм хайхи хуртсене, унтан кунтӑка пир татӑкӗпе хупласа ҫӗр ҫине хутӑм.

Help to translate

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Ҫамрӑк йывӑҫа ҫекӗл пек туратпа авса темле май ҫӗр ҫумне ҫирӗплетсе хутӑм.

Help to translate

Мишша тете // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 103–108 с.

Радиона сӳнтерсе хутӑм.

Help to translate

Кӗтӳҫӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 90–95 с.

Малараххисенче аван паллӑсемех илнӗ, тепӗр утӑм ҫеҫ тумалла тесе шутласа сумкӑна кирлӗ ручкӑсем тата экзамена илсе кӗме юранӑ ытти ӑпӑр-тапӑра хутӑм, тумтире хатӗрлерӗм, будильнике ирхине ултӑ сехетре шӑнкӑравласа ятӑр тесе лартрӑм та кӑнтӑр иртсенех ҫывӑрма выртрӑм.

Help to translate

Борсалино тӗрӗслевӗ // Юрий Исаев. Исаев Ю.Н. Ҫӗнӗ касӑн шухӑ яшӗсем: калавсем, асаилӳ, тӗрленчӗксем. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 2023. — 149 с. — 46–54 с.

Каякан-килекенсем ларса тухнӑ, сумкки-хутаҫҫисене хурса тултарнӑ саксен речӗпе иртнӗ чухне пӗр пысӑк ҫыхӑран такӑнтӑм та: «Мӗншӗн япалусене типтерлӗ пуҫтарман!» — тесе хыттӑнах лаплаттарса хутӑм.

Help to translate

Ҫӗпӗрех ҫӗрне шӑварать куҫҫуль… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 106–115 с.

Путеке тулли лав ҫине хӑпартса хутӑм.

Help to translate

Кашкӑр парни // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 100–105 с.

Пӗтерсе хутӑм ӑмӑртӑва».

Help to translate

Кайӑксем вӗҫекен тӳперен… // Ӑсан Уҫӑпӗ. Ӑсан Уҫӑпӗ. Тӗлӗкри те пирӗнпех: повеҫсемпе калавсем. Шупашкар: «Пегас» издательство ҫурчӗ, 2014. — 142 с. — 5–54 с.

— Сан паян уяв, саламлатӑп, — питӗнчен ачашларӗ вӑл ӑна, — ҫӗнӗ кӗпе, ҫӗнӗ галстук хатӗрлесе хутӑм ҫӗркаҫах, костюмна та ҫӗннине тӑхӑн.

Help to translate

54 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

— Сан ятлӑ хутӑм та, ан ҫиллен.

Help to translate

24 // Владимир Кузьмин. Владимир Кузьмин. Виҫӗ юман: повесть. — Шупашкар: Чӑваш кӗнеке издательстви, 1986. — 144 с.

Эпӗ айванскер, тытрӑм та пурин ҫинчен те ҫырса хутӑм.

Help to translate

Пурнӑҫ виҫкӗтеслӗхӗ // Николай Сорокин. Сорокин Н.М. Тӑлӑх арӑм минтерӗ. Савнисен романӗ. – Шупашкар: «Ҫӗнӗ Вӑхӑт», 2019. – 216 с.

Страницăсем:

Menu

 

Statistics

...more detailed